Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асрах-ха çав çулсем

01 сентября 2004 г.

 

Çул çÿреме тухсан, Муркаша каялла таврăннă чухне, çул çинчех Муркаш аякран хула пеку хитрен, илемлĕн курăнса ларать. Тĕп больницăн виçĕ хутлă  корпусĕ те çак хăта кĕртекенĕ, тÿрех куç умĕнче. Тинĕсе тухнă пăрахут пекех инçетрен.

Больница кил хушшине кĕрсен те хăтлă, тирпейлĕ. Хам ĕçлеме килнĕ çулсене танлаштарас килет. Аса илем-ха 1968-мĕш çула.

Хапхаран кĕрсен сылтăм енче терапипе хирурги уйрăмĕ,  сулахай енче - ансăр вăрăмрах йывăç çурт, ку - амбулатори. Варринче шап-шурă кирпĕчрен купаланă çурт - ача çуратмалли уйрăм, кĕтесре санэпидстанци вырнаçнă пĕчĕк çеç йывăç пÿрт. Çавăн пекчĕ больницăн кил хушши 1968 çулта.

Мĕнле пуçланса кайнă-ха пирĕн больница; 1930-мĕш çулсенче Муркаш таврашĕнче больница та, шкул таврашĕ те пулман. 1935-1956 çулсенче шкул туса  лартма шутлаççĕ. Муркашри чиркÿ çунса кайнă хыççăн, чиркÿ страхланă укçапа 1938-1939 çулсенче пĕренерен хирургипе терапи уйрăмĕсем туса лартаççĕ,  вĕсене хитрен хăмапа капăрлатса çапаççĕ. Эпĕ ĕçлеме килнĕ 1968-мĕш çулта, 30 çул ларакан çуртсем чылай кивелнĕччĕ ĕнтĕ. Малтанах терапи уйрăмĕнче чирлĕ ача-пăча валли пĕр палата, хирурги уйрăмĕнче тулли хĕрарăмсене çăмăлланма тепĕр палата уйăрса параççĕ. Кирпĕчрен тунă ача çуратмалли çурта чылай каярахпа хута яраççĕ. Çак çурта тума, йĕркелеме "хĕрлĕ хĕрес" обществи укçа-тенкĕ уйăрса пулăшнă. Ача çуратмалли çуртшăн нумай тăрăшаканĕ - Александр Алексеевич Белов пулнă. Вăл Шаптак ялĕнчен, Муркашри санэпидстанцинче ĕçленĕ. Çак çулсенче пирĕн  район администрацийĕ çĕнĕ те илемлĕ çурта куçрĕ, кивви вара 2 хутлă йывăç çурт, чирлĕ ача-пăча уйрăмĕ пулса тăчĕ, çĕнĕ больница туса хута яричченех ача-пăча кĕтесĕ пулчĕ çав çуртра. Ĕçлеме килсенех ача çуратмалли çурта акушерка пулса ĕçлеме   ячĕç мана. Унта питĕ нумай çул хушши ĕçлекен опытлă акушеркăсем: Антонина Ивановна Магаева, Дарья Ивановна Ефремова, Евдокия Анисимовна Анисимова ĕçлетчĕç ун чухне. Сывлăхĕ хавшанă пирки Антонина Ивановна поликлиникăна  куçма шутланă иккен,  ун вырăнне мана вырнаçтарчĕç. Антонина Ивановна Шаптак ялĕнче пурăнать, çитес çулта 87 çул тултарать.

Ача çуратмалли çуртра çав тери кăмăллă, ĕçчен, тирпейлĕ санитаркăсем ĕçлетчĕç. Зиновия  Огурцова, Фекла Суворова, Елена Андреева, Евдокия Миронова, Надежда Егорова. Вĕсенчен халь Елена Андреева çеç пурăнать çав. Мĕнле кăмăллă çынсемччĕ вĕсем, пурнăç çулĕ çине тухма вĕсем те нумай пулăшнă пире, çамрăксене. Çĕрĕ-çĕрĕпе хĕрарăм умĕнче пулнă талăксенче, çемьери хыпара та, ача-пăча хуйхине те пĕрле сÿтсе явнă, тăван анне пекех, нумай ăшă сăмахсемпе лăплантарнă, ырă сĕнÿсем панă.

Тĕп врач ун чухне Геннадий Гаврилович пулнă. Вăл пирĕн акушеркăн, Дарья Ивановнан, пĕртен-пĕр ывăлĕ. "Сирĕн çулпах кайнă сирĕн ывăл, врача вĕренсе тухнă", - теттĕмĕр эпир ăна, савăнатчĕ ун пек каласан.

Эпĕ ĕçлеме пуçланă çулсенче çамрăк врачсем: терапевт - Вершинина, вырăс хĕрарăмĕ* невропатолог - Изита Евгеньевна* Эдуард Алексеевич Гадзалов, осетинец, вăл тухса кайсан, Людмила  Николаевна  Зубикина вырăс хĕрачи ĕçлерĕç.  Икĕ-виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн Муркашрах юлакансем пулмарĕç. Майĕпен  прĕн больницăна хамăр район ачисем килме пуçларĕç, çурри ытла çемье традицине пăхса ашшĕн е амăшĕн çулĕпе, медицина ĕçченĕсем пулса килчĕç.

1980-мĕш çулта çĕнĕ больница хута кайрĕ, чирлĕ çынсене питĕ меллĕ, юсанма аван çĕнĕ виçĕ хутлă стационар, икĕ хутлă поликлиника.

36 çул хушшинче Муркашри тĕп больницăна аталантарса, çĕнетсе, пысăк коллектива çирĕп алăра тытса, пĕрчĕн-пĕрчĕн лайăххине аталантарса Геннадий Гаврилович Ефремов, Вера Алексеевна Ильина, Валерьян Кузьмич Филиппов, Николай Филиппович Куликов, Геннадий Мефодьевич Огурцов, Виктор Викторович Виноградов тĕп врачсем тăрăшрĕç. Халĕ коллектива Владислав Григорьевич Данилов  тĕп врач ăнăçлă ертсе пырать.

Муркашри тĕп больница паянхи куна Чăваш Республикинче чи лайăххисен шутĕнче.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика