01 сентября 2004 г.
Район хаçачĕн иртнĕ шăмат кунхи номерĕнче район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕ ял хуçалăх предприятийĕсенчен тăратнă оперативлă кăтартусенче çакăн пек йĕркесем пурччĕ: районти сакăр хуçалăхра 536 гектар çинче кĕр тыррисем акнă, çав шутра 31 гектарне - "Моргаушагропромхими" акционер обществи. Хаçат корреспонденчĕ çакăн пирки тата ытти хăш-пĕр ыйтусене хуравлама ыйтса "Моргаушагропромхими" уçă акционер обществин ертÿçине В.М. Пушкинпа калаçнă.
- Владислав Михайлович, эсир ахаль те районти ял хуçалăх предприятийĕсене тăпра пулăхлăхне лайăхлатмашкăн çулленех пысăк пулăшу паратăр, ку тĕлĕшпе калăпăщлă ĕçсем туса ирттеретĕр. Халĕ, мĕн, хăвăр та тырпул туса илес ĕçе тÿрремĕнех кÿленесшĕн-и?
- Ыйтăвĕ ку çапла е çапла мар тесе пĕр енлĕн хуравламалласкер мар. Çапла, эпир хуçалăхсене тĕрлĕ енлĕ пулăшупа тивĕçтеретпĕр. Анчах çакăн чухне çĕрпе тухăçлă, эффективлă усă курман тĕслĕхсем те куç умне сахал мар тухса тăраççĕ, ку вара чуна ыраттарать. Пирĕн предприяти тата "Чувашсетьгаз" ОООн "Моргаушрайгаз" филиалĕ хыçĕнче вырнаçнă çĕр лаптăкĕ те çакăн йышшисен шутнех кĕрет пулĕ. Çавăнпа та ăна арендăна илсе усă курас шухăш çуралчĕ те.
- Мĕн шутланине пурнăçламашкăн çирĕп никĕс кирлех вĕт.
- Паллах, унсăрăн мар. Малтанах коллективпа пухăнса калаçрăмăр. "Передовик" хуçалăхпа çуркунне килĕшÿ турăмăр. Унтан район администрацине çак çĕр лаптăкĕпе усă курмашкăн (унăн официаллă документ çинчи лаптăкĕ 32 гектар шутланать) заявка тăратрăмăр. Эпир калани-ĕнентернине пур енлĕн каллĕ-маллĕ виçсе пăхса, район администрацийĕ пире çав çĕр лаптăкне çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕччен арендăна илме ирĕк пачĕ. Хамăра лайăх енчен кăтратсан, аренда срокне татах та тепĕр çула тăсаççĕ, хыççăн вара - лару-тăру мĕнлине кура.
Пирĕн енчен ĕнентерÿ аргуменчĕсем еплерех пулчĕç-ха? Пирĕн çак çĕр лаптăкне кирлĕ пек пăхса тăмашкăн, унта ял хуçалăх культурисем туса илмешкĕн техника та (сеялка, плуг, сÿресем, тăпра кăпкалатса хатĕрлемелли тата кăкарса ĕçлемелли ытти техника, тракторсем т. ыт. те), специалистсемпе механизаторсен кадрĕсем те çителĕклĕ. Çĕре юхăнтарса ямастпăр, кирлĕ шайра тытса тăратпăр. Хамăр енчен шанчăк пуласса пуш сăмахсемпе мар, витĕмлĕ кăтартусем илсе парса çирĕплетрĕмĕр.
- Малалла вара ĕçе кÿленесси кăна юлчĕ-тăр?
- Ку лаптăкра малтан нумай çул ÿсекен курăксем пулнă, пĕр пайĕнче - сухаламан хăмăл. Ăна тирпей-илем кĕртсе çитерсе, кăçал çав лаптăкран "Передовик" хуçалăха 35 тонна типĕтнĕ утă тÿлевсĕр (килĕшÿ условийĕсемпе) хатĕрлесе патăмăр. Утта пресланă, турттарнă çĕрте йăлтах хамăрăн техника ĕçленĕ.
Унтан пĕтĕм лаптăка сухаласа кăпкалатнă тата тикĕсленĕ хыççăн çакăнта кĕрхи тулă акма шутларăмăр. "Сундырский" хуçалăхран "московская -39" сортлă туллăн вăрлăхне туянтăмăр (шăтаслăхĕ те, ытти енĕсемпе те пахалăхĕсем япăх мар). Августăн 20-мĕшĕнче Геннадий Николаевич Парандеев механизатор лаптăкра пĕр сеялкăллă агрегатпа кĕр аки ирттерчĕ. Пĕтĕмпех хĕреслĕ майпа акнă, çакăн чухне тăпрана вăрлăхпа пĕрле кашни гектар пуçне 100 килограмм чухлĕ минераллă удобренисем варăнтарнă.
- Владислав Михайлович, çак пуçаруран мĕн те пулин ырри-усăллине кĕтетĕр-и?
- Чи малтанах, хамăрăн çĕр çинчи ĕçлес пултарулăха тĕрĕслесе пăхасшăн. Халĕ, акнă вăрлăх лайăх шăтса тухса симĕс калчаллă кавир пулса тăнине курсан, пĕрремĕш утăмсем тĕрĕс пулни курăнать. Юлашки çулсенче районти хуçалăхсенче кĕрхи культурăсем япăх хĕл каçаççĕ, ытларах пайĕ çĕрсе пĕтет. Калча юр айĕнче çĕрес-пăнтăхасран "фундазол" препарат сапса хăварасшăн.
Тытман упа тирне сĕвме хушман-ха. Çапах та, йĕркеллĕ пулсан, çак лаптăкра çитĕнтернĕ тырăпа , çавăн пекех ăна çапса илнĕ хыççăнхи улăмпа хамăрăн предприятире вăй хуракансене тивĕçтересшĕн. Тырпула пухса кĕртмешкĕн "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикипе (вĕсен комбайн пур) килĕшÿ тунă, унăн условийĕсене çирĕплетнĕ.
- Хăвăрăн предприятире вăй хуракансене натурăпа тÿлес енĕпе Эсир маларахри çулсенче те канăçа çухатсах тăрăшнăччĕ-ха.
- Пирĕн патра ĕçлекенсем пурте тенĕ пекех ялсенче пурăнаççĕ, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усраççĕ. Вĕсене тăрантарма выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ кирлине нихăçан та манмастпăр. Кăçал та предприятири 88 çынна утăпа, улăмпа, тырăпа (урпапа тулă) пурне те тивĕçтернĕ. Утă-улăма хамăрăн пресс-подборщиксемпе прессласа çынсене çийĕнчех килĕсене леçсе панă. Улăмпа, тырăпа тивĕçтернĕ çĕрте пысăк пулăшу панăшăн "Передовик", Ленин яч. хис., "Сундырский", "Чемеево", "Сеятель", "Волга", "Оринино", "Восток" хуçалăхсен ертÿçисене пысăк тав сăмахĕсем калатăп кăна. Сăмах май, хамăрăн ĕçченсене эпир июль уйăхĕшĕн ĕç укçине пĕтĕмпех парса татнă, август уйăхĕшĕн вара (хăйсем ыйтнипе) ытларах натурăпа тÿлетпĕр.
- Паллах, çыннăн кăмăлне çапла тивĕçтерсен тата çырлахтарсан, унăн ĕçлес туртăмĕ те пысăкрах.
- Пирĕн коллектив районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе тăпра пулăхлăхне ÿстерсе-лайăхлатас тĕлĕшпе тунă килĕшÿсене пурнăçламашкăн хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăвать. Кăçал хуçалăхсенчи 22 уйра извĕç çăнăхĕ сапнă, 9 хуçалăхра фосфор çăнăхĕ, пĕр хуçалăхра кали тăварĕ сапас ĕçсене пурнăçланă. Тепĕр 6 уйра извĕç çăнăхĕ, 5 хуçалăхра фосфор çăнăхĕ сапас ĕçсем юлнă. Эпир хамăр енчен вĕсене туса ирттермешкĕн паян тесен паян хатĕр, анчах хуçалăхсенче уйсем тырпултан, улăмран вăхăтра тасалайманни тытса тăрать.
Хальхи вăхăтра "Оринино", "Восток", "Передовик" хуçалăхсенче пирĕн механизациленĕ отрядсем уй-хире органикăллă удобренисем турттарса кăларас, "Свобода" хуçалăхра органикăллă удобренисене тăпрана хывас енĕпе тимлеççĕ. Органикăллă удобренисене хире кăларас енĕпе пирĕн ĕçченсем çавăн пекех Етĕрне, Мари Эл республикинчи Горномарийски, Чулхула облаçĕнчи Спасск, Воротынец районĕсенче те çине тăрса тăрăшаççĕ. Кăçал выльăх апачĕ хатĕрленĕ тапхăрта пирĕн предприятин бульдозерĕсем хамăр районти "Восток", "Передовик" хуçалăхсенче, çавăн пекех кÿршĕллĕ районсен хăш-пĕр хуçалăхĕсенче сенаж массине таптаса пусăрăнтарнă çĕрте хастар пулчĕç. Çул-йĕр тунă çĕрте те пирĕн енчен май пур таран пулăшу яланах пур. Çапла пурăнатпăр.
- Мĕнех, Владислав Михайлович, Сире тата коллектива малашне те ăнăçусем хавхалану кÿччĕр.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"