Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтанхи кунсем асран тухмаççĕ

28 августа 2004 г.

 

1942 çулхи августăн 12-мĕшĕнче Сĕнтĕр çар комиссариатне кайма повестка килчĕ. Унта комисси  манăн сывлăха  тĕрĕсленĕ хыççăн салтака кайма юрăхлă, мотоциклистсен шкулне вĕренме каймалла терĕç. Эпир, хамăр ялти 4 çамрăк, салтака кайма юрăхлă пулнăшăн питĕ савăнтăмăр. Августăн 23-мĕшĕнче тăваттăна та 3 лаша кÿлсе салтака ăсатрĕç. Вăл вăхăтра Сталинград патĕнче хĕрÿ çапăçусем пыратчĕç. Курск пĕккинчи Прохоровка хирĕнчи çапăçу халĕ те асрах-ха. Пире, мотоциклистсене, танксем хыççăн килекен нимĕçсен мотоциклисчĕсене тытса чарма хушнă. Çанталăк чăтмалла мар çунтарать, тĕтĕм-сĕрĕм явăннипе хĕвел те курăнмасть. Манпа юнашар пыракан мотоциклист та Тăван çĕршывшăн ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупрĕ. Халĕ шутлатăп та, пĕр утăм çĕр лаптăкĕшĕн мĕн чухлĕ юн  тăкнă, мĕн тери салтакăн пурнăçĕ татăлнă. Ашшĕ-амăшĕсем ывăлĕсене, хĕрарăмсем хăйсен мăшăрĕсене, ачисем ашшĕсене, хĕрсем хăйсен каччисене кĕтсе илеймерĕç. Çавăнпах ĕнтĕ нумай хĕрсем мăшăрсăрах ĕмĕрлерĕç.

Темĕнле йывăр пулсан та: сивĕ-и, ăшă-и, йĕпе-сапа-и, е 3-4 кун çимесĕр пурăннă - пурпĕрех чăтнă. Çухатусем нумай пулнă пулин те çав-çавах çĕнтернĕ. Унтанпа кĕçех 60 çул çитет.

Анчах та черетлĕ вут-çулăма кĕнĕ вăхăтра кам шутлама пултарнă çакăн пек кунччен пурăнасса, тĕнчипе хисепре шутланакан Совет Союзĕ пĕрре алă сулнипех саланса каясса. Мĕн тери чуна ыраттаракан кÿренÿ вăл пирĕншĕн - вăрçă участникĕсемпе тылра çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă çынсемшĕн, ваттин те, çамрăккин те, выçăллă-тутăллă-и, çĕрне-кунне пăхмасăр, юхса аннă тарне шăлма вăхăт тупайман ĕçченсен. Халĕ вĕсем пурте 70 урлă каçнă, тивĕçлĕ канăва тухнă, хисеплĕ ватăсем - пенсионерсем. Çавсем мар-и уй-хире тыр-пула вăхăтра акса-лартса, вăхăтра пухса кĕртнĕ. Патшалăх планне те тултарнă, вăрлăхпа страхлакан фонда та, выльăх-чĕрлĕх валли фуражне те уйăрса хăварнă. Тырă сахал пулин те халăха та валеçнĕ. Пĕр пĕчĕк лаптăк уй та акмасăр, пуçтармасăр хăварман, юр айне те туман. Вăл вăхăтра комбайн таврашĕ пулман, май килнĕ таран МТС пулăшма тăрăшнă пулин те, тĕп вăй лашапа çĕр ĕçченĕн алă вăйĕ пулнă. Çавапа çурла вăйпитти çын аллинче кăна мар ваттисемпе ачасен аллинче те вăйлă ĕç хатĕрĕ шутланнă.

Мĕншĕн-ха халĕ хамăра ĕмĕртен тăрантарса усранă çĕр юрăхсăра тухрĕ; Е хамăр çĕр çинче ÿстернĕ тырăран пĕçернĕ çăкăр çав териех юрăхсăра тухрĕ-ши; Ютран илсе килнĕ тырăран пĕçернĕ çăкăр сиплĕрех тесе-ши 100-шер мар 1000-шер гектар сухаласа акмасăр хăварса уçнă çерем (целина) тăвас теççĕ-ши; Хăй вăхăтĕнче 100 гектар çĕр пуçне 8 ĕне пулса. Сумалли ĕнесемпе самăртма хупнă выльăхсемпе пушмак пăрусем валли те утă-улăм çителĕклĕ хатĕрленĕ пулсан, халĕ ăçта анса пыратпăр-ши; Ку вăл тормоз тытман техника евĕрлех - техника авари тÿсет. Эпир вара "Новая Юнга" хуçалăха панкрута кăларса никама кирлĕ мар çынсем пултăмăр-ши; Мĕн сутма пултарнине пурне те сутса пĕтерчĕç ĕнтĕ. Халĕ техникине те ватса пĕтерчĕç. 50-55 çул тăрăшса техникăпа ĕç тунине 2-3 çул хушшинчех тĕп турĕç.

Акă, пĕр пĕчĕк тĕслĕх илсе кăтартам. Эпĕ службăра 58-мĕш дивизинче тăнă. Çак дивизи малтанхи хут граждан вăрçи вăхăтĕнче Украинăра чăмăртаннă, 1941 çулхпи август уйăхĕнче Умань хули çывăхĕнче (Зеленый брам) ункăна çакланса ăна нимĕç çарĕсем тĕп тунă, анчах ялав сыхланса юлнă, ăна пурпĕр вăрçа хутшăнма юрăхсăр темен. 1941 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа 1942 çулхи февралĕн 17-мĕшĕччен Ульяновск облаçĕнчи Мелекес хулинче тепĕр хут йĕркеленĕ çак дивизи мĕн вăрçă  пĕтичченех малти лининче пулнă, Берлина та илнĕ, Прага хулине те ирĕке кăларнă. 

   "Новая Юнга" пек хуçалăхсем панкрут пулса юлнине  правительство сисмен-курман тесшĕн мар, çав-çавах ăна чарма мар,тĕп тума пулăшнăнах туйăнать. Кам-ха ура çине  тăратĕ халь çак нимсĕр тăрса юлнă хуçалăхсене? Пус çумне пус, тенкĕ çумне тенкĕ хушса туяннă мĕн тери техника çурт-йĕр, выльăх-чĕрлĕх пĕр 2-3 çул хушшинчех саланса пĕтрĕ. Ватăсем патшалăх пулăшасса шанаççĕ, тепĕр хут ĕлĕкхи пекех çирĕп хуçалăх пуласса ĕмĕтленеççĕ. "Новая Юнга" хуçалăха 11 колхоза пĕрлештерсе йĕркеленĕ. Вăл хăй вăхăтĕнче пысăк хуçалăх шутланнă пулсан паян вара никама юрăхсăр хуçалăх пулса тăчĕ. Апла пулин те эпир пур-пĕр 10-15 çул ĕлĕкхи пекех çирĕп хуçалăх пуласса кĕтетпĕр, шанатпăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика