25 августа 2004 г.
Хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, иртнĕ эрне кун район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи коллегин черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Унта паянхи кун çивĕч тăракан ыйтусене пăхса тухрĕç.
Район уй-хирĕсенче хĕрÿ ĕççи вĕрет. Хуçалăхсенче канăçа пĕлмесĕр, уяр çанталăкпа усă курса, тыр-пула пухса кĕртессишĕн тимлеççĕ, кĕр тыррисем акаççĕ. Çумăрсем чăрмав кÿмен чухне кашни минутпа туллин усă курмалла, тухăçа пĕри тăккаламасăр пухса кĕртмелле. Анчах та пур хуçалăхра та ку тĕлĕшпе ĕçсем кал-кал пыраççĕ теме çук-ха. Паллах, йывăрлăхсем пур çĕрте те пур. Унсăр мар ĕнтĕ. Анчах та ĕçе тивĕçлипе йĕркелеменни хăш-пĕр хуçалăхсене çак хĕрÿ тапхăрта самаях ура хурать.
Коллеги ларăвĕнче "Волга" тата "Хлебороб" хуçалăхсенче тыр-пул пухса кĕртессипе епле ĕçленине пăхса тухрĕç. Шел пулин те, икĕ хуçалăхĕнче вырма хăвăртлăхĕ тивĕçлĕ шайра мар.
"Волга" хуçалăхра комбайнсем юсавсăр, комбайнерсем çук пирки Горномарийски районĕнчи пĕр комбайн кăна тырă вырать. "Сундырский" хуçалăх комбайнерĕсем урпа вырса панă.
Кăçал кĕр тыррисене 150 гектар çинче акса хăвармалла: 80 гектар ыраш, 70 гектар тулă. Анчах та асăннă кун тĕлне çĕр хатĕрлеме тытăнман, ыраш вăрлăхĕ çитмест, вăл таса мар, тулă вăрлăхĕ çук. Комбайнсене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларман, герметизацилемен. Юсав мастерскойĕнче те тирпей çук, механизаторсем çитмеççĕ, тĕп инженерсем те кирлĕ.
Выльăх-чĕрлĕх фермисене те хĕле хатĕрлеме тытăнман. Шашкарти сĕт-çу фермине строительство материалĕсене те кÿрсе килмен, иртнĕ çултанпа тислĕк те кăларман. Пăру витине шыв анать, çивиттине юсамалла. Хуçалăхра выльăхсен хисепĕ те нумай чакнă, сумалли ĕне 78, сыснасем 82 пуç кăна. Кăçалхи 7 уйăхра, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, сĕт суса илесси 40 прцент чухлĕ чакнă, кашни ĕнерен 599-шар килограмм сĕт сахлтарах суса илнĕ.
Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ çук, укçа çук, ку вара çынсене ĕç укçи тÿллессипе те йывăрлăхсем кăларса тăратать. Ĕçе тивĕçлипе йĕркелеме тăрăшмалла, ĕçшĕн те йĕркеллĕ тÿлессе ĕç дисциплинине çирĕплетмелле. Юхăма майлă кайнипе ырри патне çитме май çук. Кашни участокрах лайăх еннелле татăклă улшăнусем тумалла.
"Хлебороб" хуçалăхра та пурнăçламалли ĕçсен калăпăшĕ пĕчĕк мар. Тырра виçĕ комбайн выраççĕ, анчах та ĕç хăвăртлăхĕ пĕчĕк. Кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлеме тытăнман. Акмалли лайăх сроксем иртсе пыраççĕ. Топливо çукки ура хурать. Кăçал кĕр тыррисене 220 гектар çинче акса хăвармалла. Комбайнсене герметизацилемен пирки тырă нумай тăкăнать. Механизаторсем çитмен пирки 7 трактор ĕçсĕр лараççĕ.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те пысăк тимлĕх ыйтать. Мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ 126 пуç, сыснасем 153 пуç чакнă, 7 уйăхра иртнĕ çулхипе танлаштарсан аш-какай туса илесси 14 процент, сĕт сăвасси 18 процент сахалланнă. Витесене хĕле хатĕрлемен, юсаман, шуратман. Кĕр кунĕсем хăвăрт çитеççĕ. Темле йывăр пулсан та, ĕçшĕн вăхăтра тÿлесе, хавхалантарса тăрса кадрсене çирĕплетессишĕн тăрăшмалла. Çамрăксене вĕренме ямалла, çынсемпе ĕçлеме те пĕлмелле. Специалистсен те хăйсенчен çирĕпрех ыйтмалла. Хуçалăх лавне пĕр ĕмĕт-тĕллевпе туртмалла. Ун чухне тăвалла çул та çăмăлтарах пулĕ.
Коллеги сÿтсе явнă ыйтупа тивĕçлĕ решени йышăнчĕ, асăннă хуçалăхсене мĕн-пур çитменлĕхсене пĕтерме, сентябрĕн 5-мĕшĕччен кĕр тыррисене акса хăварма, сентябрĕн 15-мĕшĕччен витесене юсаса пĕтерме хушса хăварчĕ.
Иккĕмĕш ыйту 2004-2005 çулхи хутса ăшăтмалли сезона районта епле хатĕрленни.
Районта бюджет сферинчи учрежденисене тата муниципаллă пурăнмалли çур-йĕре 22 котельнăй тата 140 топочнăй ăшăтса тăраççĕ. Социаллăт культура учрежденийĕсенче, тĕпрен илсен, хĕле хатĕрленес тĕлĕшпе мĕн палăртнине пурнăçланă, çĕр кăмрăкне турттараççĕ. Бюджет учрежденийĕсен хутса ăшăтмалли иртнĕ сезоншăн "Чувашрегионгаз" ОООна парăмсем çук. Вăрманкассинчи тата Ягаткассинчи тĕп шкулсенче топочнăйсем ĕçлеме пуçласан, пур шкулсем те газпа ăшăнма пуçлаççĕ. Мăн Сĕнтĕрти 5№ котельнăйне юсаса çĕнетеççĕ, кĕçех ăна патшалăх комиссийĕ йышăнĕ. Хăш-пĕр çĕрте ăшă парассисене изоляци тумалла, газ счетчикĕсем лартмалла.
Коллеги ку ыйтупа та тивĕçлĕ решени йышăнчĕ, мĕн пур ĕçсене вĕçлеме конкретлă сроксем палăртрĕ.
Юлашкинчен шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне епле хатĕрленни пирки ыйту пăхса тухрĕç. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе нумай тăрăшнă, юсав ĕçĕсем тунă. Иртнĕ эрнере ятарласа йĕкеленĕ виçĕ комисси вĕсене тĕрĕсленĕ. Çитменлĕхсем те çук мар. Хăш-пĕр шкулсенче çуртсен çивиттийĕсене юсамалла, чÿрече блокĕсене улăштармалла, шкулсенче пушар сигнализацийĕ кирлĕ. Укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çивĕч тăрать пулсан та, мĕн кирлине пурнăçламаллах. Пирĕн ачасем - пирĕн пуласлăх. Çакна яланах асра тытасчĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"