18 августа 2004 г.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, август уйăхĕн вĕçĕнче, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн, педагогсем пĕрле пухăнса хăйсен задачисене палăртаççĕ.
Кăçал çакăн пек канашлу Калайкассинчи вăтам шкулта августăн 27-мĕшĕнче пулать. Унта хутшăнакансем малтанах шкулпа паллашаççĕ, хыççăн тĕрлĕ темăсемпе 5 секцинче вĕрентÿ ĕçĕнче çивĕч тăракан ыйтусене сÿтсе яваççĕ. Вĕсен шутĕнче: "Вĕрентÿ ĕçĕнчи сывлăха сыхлас технологисем", "Ача ăс-тăнне аталантарас енĕпе шкулта ача сачĕсем пĕрле çыхăнса ĕçлесси", "Ялти условисенче мĕн пур вĕрентÿ учрежденийĕсенче сывă пурнăç йĕркине çирĕплетесси" т.ыт. те.
Ун хыççăн "Ăс-хакăл вăйĕпе сывă пурнăç йĕрки урлă вĕрентÿ пахалăхне çĕнетсе улăштарасси патне" темăпа пĕрлехи лару ирттереççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"