18 августа 2004 г.
Гладиолуса Европăна Кăнтăр Америкăран 17-мĕш ĕмĕрте илсе килнĕ. Илемлĕ чечексем çитĕнтерессинче гладиолуссем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ, чечек ÿстерме юратакансен сачĕсенче чи анлă сарăлнă культурăсенчен пĕри пулса тăчĕç. Хальхи вăхăтра чечек нумай паракан, чечек çеçкисен формипе тата тĕсĕпе çав тери илĕртÿллĕ, каснă хыççăн та хăй илемлĕхне чылайлăха çухатман урăх ÿсен-тăран тупма йывăр та.
Пирĕн килти пахчара пĕрремĕш гладиолуссем 25 çул каярах иленчĕç. Чечексем нумай япалана ăнланма пулăшрĕç. Сăмахран, çĕр çинчи илеме лăпкăн, нимĕн ыйтмасăр тата мăнна хумасăр тăвакан чечексене çывăх тăни пурнăç тĕллевĕ пулнине. Вĕсем çитĕнеççĕ, чечеке лараççĕ, ырă шăршă сараççĕ. Чечексем пирĕн чуна малтуртăмлăхпа тултараççĕ, пурнăç çине чăтăмлăхпа пăхмаллине ĕнентереççĕ. Вĕсем пире пĕтĕм пурнăç çамрăклăх тесе пĕлтереççĕ.
Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче пирĕн гладиолуссен коллекцийĕнче вĕсен хисепĕпе пахалăхĕ тĕлĕшĕнчен пысăк улшăнусем пулчĕç. Халĕ икĕ ретлĕ чечек пуххиллĕ, пĕрмечеллĕ, тачă чечек çеçкисемлĕ паха сортсем нумай. Вĕсен палиатри те пуян: шурă та ешĕл кĕрен тĕслисенчен пуçласа тĕксĕм хĕрлĕ, тĕксĕм кĕрен тата хăмăр тĕслисем таранах.
Пирĕн чечексем - чечексен "Ылтăн кĕркунне" выставкисен (Шупашкарти агрегат завочĕн клубĕнче иртет), Шупашкар хулин Кунне халалланă чечек выставкисен тăтăш участникĕсем. 1998 çулта пирĕн гладиолуссем Гран-прие тивĕçрĕç. Пирĕн коллекцие чи лайăххи тесе йышăннă хыççăн эпир чечексене хак памашкăн тăратма пăрахрăмăр, анчах гладиолуссене выставкăсене илемлетмешкĕн илсе кайрăмăр. Шел пулин те, агрегат завочĕн клубĕн директорĕнче çĕнĕ çын ĕçлеме тытăннă хыççăн чечексен выставкисем те, чечек ĕрчетме юратакансен тĕлпулăвĕсем те пăрахăçланчĕç.
Гладиолуссем çине куçсене илмесĕр чылай вăхăт пăхса тăма, вĕсем çинчен сехечĕ-сехечĕпе калама пулать. 25 çул хушшинче çак тĕлĕнмелле чечексене çитĕнтерес енĕпе опыт пухăнчĕ ĕнтĕ. Çавăнпа та вĕсене пуçласа çитĕнтерме кăмăл тăвакансене йăнăшсенчен хăтăлма пулăшас тĕллевпе хăш-пĕр сĕнÿсем парас килет.
Гладиолуссем - çутта çав тери юратакан чечексем, çавăнпа та лартмашкăн хĕвел уйрăмах лайăх ÿкекен вырăна суйласа илмелле. Кăштах ĕмĕлке ÿкни те ÿсен-тăран аталанăвне чарса тăма пултарать.
Гладиолуссем çитĕнтермелли вырăна çулсерен улăштарса тăрсан лайăхрах. Чечексене астрăсем, томатсем акса-лартса ÿстернĕ вырăнсене лартма кирлĕ мар, унсăрăн вĕсем кăмпа чирĕсемпе чирлесе кайма пултараççĕ.
Чечек суханĕсене лартас умĕн хупписенчен тасатмалла та лартиччен виçĕ эрне маларах пĕр рете сарса хурса яровизацилемелле, çакăн чухне вĕсем хĕвел çути тÿреммĕн ÿкесрен аяккарах пулмалла. Чирлĕ сухансене лартма кирлĕ мар.
Сухансене лайăх хатĕрлесе çитернĕ тата çителĕклĕ ăшăннă тăпрана (10 градусран кая мар ăшăннă тăпрана 10 сантиметр тарăнăш) лартмалла. Тымар кăчкисене (ачисене), вĕсем вăтам калăпăшлă кăна пулсан та, 5 сантиметртан кая мар тарăнăша акмалла.
Гладиолус суханĕсене чечек çитĕнтермешкĕн, вĕсем çуллен чечек кăларма тытăннă хыççăн, 3-4 çул усă курма юрать. Хыççăн вĕсем ватăлаççĕ, лартсан та чечек кăларма пăрахаççĕ.
Кашни тăваткал метр çинче 50-70 суханран ытла кирлĕ мар. Çăра лартсан чечеке ларасси темиçе кунлăха кая юлать, тымар кăчкисем вĕтĕ пулаççĕ.
Чечексене пăхса тăрасси çăмăл ĕç мар: кашни 10 кунта вăйлă шăвармалла, йăрансене кăпкалатмалла, çумламалла, апатлантармалла, чечексене çыхасси. Гладиолус туса илнĕ çĕрте чи ответлă самантсенчен пĕри ăна пухса кĕртесси пулса тăрать. Пирĕн тăрăхра çак ĕçе сентябрĕн 20-мĕшĕнчен кая юлмасăр тытăнаççĕ. Ăна вăрăма тăсса ямалла мар, мĕншĕн тесен йĕпе-сапаллă тата сивĕтекен çанталăк ÿсен-тăрана кăмпа чирĕпе тата бактерисемпе сиенлеме пултарать.
Юлашки çулсенче чечек çитĕнтерме юратакансенчен нумайăшĕ кăларнă хыççăн гладиолус суханĕсене çăвать, эпир те çаплах тăватпăр. Нумаях мар çумалли порошок янă шывра (35-40 градус ăшă температурăллă шывăн 10 литрĕ пуçне 30 г порошок) гладиолуссене 10-15 минут тытатпăр, хыççăн таса шывра, унтан 30 минут карбофос ирĕлчĕкĕнче (10 литр шыв пуçне 10 г) тата 15 минут маргацовка ирĕлчĕкĕнче (10 литр шыв пуçне 10 г) çуса илетпĕр. Сухансем типĕтме хатĕр те. Гладиолусăн лайăх типĕтнĕ суханĕсене упрама хурас умĕн тĕплĕн пăхса тухаççĕ, чир паллилисене усă курмашкăн хăвармаççĕ. Сухансене сывлăш температури 6 градус ăшă тата сывлăшри нÿрĕк 60-70 процентлă пÿлĕмре упраççĕ.
Ученăй-селекционерсен шухăшĕ вырăнта тăмасть. Сăмахран, аромат шăршиллĕ гладиолуссем тума кирлĕ материала хатĕрлесси асăннă чечексен селекцийĕнче çĕнĕ çул-йĕр пулса тăрать, çак культурăна палăрмаллах лайăхлатмашкăн майсем уçать, мĕншĕн тесен чăн-чăн аромат шăршисĕр эпир чечеке пур енлĕн хаклама пултараймастпăр та.
Ароматлă формăсен Мускаври ятарлă выставкăсенче иртнĕ апробацийĕ (эпĕ çакăн пек виçĕ выставкăра пулнă) специалистсемпе чечек çитĕнтерме юратакансене питĕ интереслентерчĕ. Эпир те хамăр коллекцире кĕçех 21-мĕш ĕмĕрти тĕлĕнтермĕш гладиолуссем пуласса ĕмĕтленетпĕр.
Хальлĕхе вĕсен ячĕсем çук, шифрсем кăна. Ман ăша, сăмахран, пулас çакăн пек гладиолус хывăнчĕ. Сарăрах шупка та симĕсрех, кĕрен тĕслĕскер вăл, нумай туналлă, хăватлă, лайăх пĕрмечеллĕ, 5К ароматлă. Пучахĕ çурăлакан 25-30 чечеклĕскер, пĕр харăсах 15 таран уçăлнă. Пучах татах 3-4 хушма чечек пуххи йĕркелет, вĕсенче çурăлакан чечексем татах 15-20-шар. Çак эффект чечек туни кăна мар, унăн суханĕсем туратланса йышланассине те вăйлатать. Пулас гладиолус ыттисенчен чечекĕн çав тери пысăк калăпăшĕпе тата пан улмин ачаш шăршипе уйрăлса тăрать. Пулас ытти гладиолуссен те майĕсем çав тери пысăк.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"