Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăхсене те лайăхрах пăхаççĕ пуль...

18 августа 2004 г.

 

2004 çулхи августăн 12-мĕшĕнче районти шалти ĕçсен пайĕн соотрудникĕсем Катькас ял администрацийĕн территорийĕнче черетлĕ рейд ирттерчĕç. Малтанах вĕсем Шомик ялĕ патĕнчи сывлăха çирĕплетмелли "Лесная сказка", "Солнышко", "Лазурный" лагерьсенче пулчĕç. Кунта канакан ачасемпе тата вожатăйсемпе тĕл пулу ирттерчĕç. Ку территорисенче преступлени тăвасран профилактикăллă калаçусем ирттерчĕç. Унтан вĕсем çак ял администрацийĕнчи ăнăçсăр çемьесенче тата милицинче учетра тăракан çамрăксемпе тĕл пулчĕç.

Малтанах Шомикра пурăнакан А.Г. Ильмендеров килĕнче пултăмăр. Ку çемьере тăтăшах пулатпăр пулин те, кунти лару-тăру лайăх еннелле улшăнман. Вĕсен 3 ача, асли 4 çулта, кĕçĕнни 4 уйăхра кăна. Çак килте ачасене çиме нихăçан та апат-çимĕç çук. Хăйсен аслă 2 ывăлне хăма çапса лартнă мунча кĕтессинче усраççĕ. Тепĕр çын хăйсен выльăхĕсене кунтан та лайăхрах условисенче усрать пуль. Çак 3-4 çулхи ачасем пĕр сăмах та калаçма пĕлмеççĕ. Вĕсене ашшĕпе-амăшĕ пачах та уçăлма картишне кăлармаççĕ. Темиçе хутчен те ача садне  вырнаçтарма хушнă пулин те А.Г. Ильмендеров кунпа килĕшменни пирки пĕлтерчĕ. Çак 3 ача ашшĕ-амăшне  ашшĕ-амăш прависенчен хăтарма суда материал пуçтарма йышăннă.

Каьткас ялĕнче Вазиковсен, Ивановсен çемйисенче те пултăмăр. Çак Р.Г. Вазикова тата В.А. Вазиков хăйсен 12 çулхи ывăлне, Сашăна йĕркеллĕ воспитани парасси пирки шутламаççĕ.  Вăл кил ăшши çук пирки Коракасси ялĕнче тăванĕсем патĕнче пурăнать.

Ун хыççăн çак рейда хутшăнакансем çак ялти Николай Васильевич Иванов хуçалăхĕнче пулчĕç. Ку арçын тахçанах хăйĕн чысне çухатнă. Пÿрт çивиттийĕ си йăтса кайнă, çумăрлă кун пÿрте шыв каять, лаç та йăтăнса анма патне çитнĕ. Хăйсем мăшăрĕпе иккĕшĕ те ниçта та ĕçлемеççĕ. Килне кĕрсен вара çул çитмен 15 çулхи хĕрĕ Наташа тата 12 çулхи Андрей валли те нимĕн те çимелли çук. Ку арçынпа хуçалăха çирĕплетмелли пирки чылай хушши калаçу ирттертĕмĕр пулин те Н. Ивановăн хăлхине кĕнĕ пек туйăнмарĕ. Вăл тахçанах намăса çухатнă, çемье пуçлăхĕ пулнине манса кайнă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика