14 августа 2004 г.
Ĕмĕр сакки сарлака. Тем те пулать пурнăçра. Тĕрлĕ сăлтавсене пула инвалида тухакансем те сахал мар пирĕн хушăра. Вĕсен хушшинче тĕрлĕ енлĕ пултаруллă çынсем те сахал мар, çав шутра шашка-шахмат, дартс, теннис т. ыт. те.
Татса памалли ыйтусем те çук мар иевалидсен, пулăшу та кирлĕ вĕсене. Шăпах çав ыйтусене татса пама, спортри пултарулăхне кăтартма пухăнаççĕ вĕсем çитес кĕçнерни кун, авгусăтăн 19-мĕшĕнче, Муркашри спорт çуртне. Унта Пĕтĕм раççейри инвалидсен обществин республикăри организацийĕн ертÿçи М.П. Кузьминых та хутшăнать.
Спортпа туслашса сывă пурнăç йĕркине тытса пыни паян пысăк пĕлтерĕшлĕ. Инвалидсем те çакна шута илсе пурнăçпа тан пыма тăрăшаççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"