14 августа 2004 г.
Арăмне хĕнесе вĕлернĕ
Эх, çав эрехе... Мĕн тĕрлĕ куççÿлĕ илсе килмест пулĕ вăл: пурпĕрех ик аллине сарсах ун ытамне ÿкекенсем йышлă. Ку çеç те мар: хăйсем пурнăçне пĕтернипе пĕрлех пĕрле пурăнакансене кун кăтартмаççĕ вĕсем. Акă, эрехе пулах çак кунсенче Çурлатринче тавăрайми инкек пулса иртрĕ. Августăн 8-мĕшĕнче 22 сехет тĕлнелле киле ÿсĕрле силленсе таврăннă арçын пÿрт алкумĕнче арăмне вăйлă хĕнет. Йывăр сусăрăннă мăшăрĕн кунçулĕ татăлать. Асăннă преступленипе уголовнăй ĕç пуçарнă.
Ик ураллă "кашкăрсем"
Ĕлĕк кашкăрсем ялсене пырса сурăхсенее тапăнса тарăхтарнă. Паян вара ик ураллă "кашкăрсем" хунаса кайрĕç. Çынсем хушшинчех пурăнаççĕ хăйсем. Аппетичĕ хăйсен тата çав тери пысăк: сурăх-таврашĕпе калаçмаççĕ те. Ĕне усракансен ыйхă çухалчĕ вĕсене пула. Августăн 6-мĕшĕнче Кÿстерекре пĕр хуçалăхра кил хуçи каçхине чип-чиперех сарайне хупрĕ хула-ула ĕнине. Ĕне сума тăнă çĕре тепĕр ир ĕнерен шăрши-марши те юлман. 10 пин тăкак тÿснĕ кил хуçа ахлатса пăшăрханнă чух ĕне ашне юратакан ханттарсем тем тăваççĕ ĕнтĕ.
Алăсен хăйсен вырăнĕ пур
Чăвашра кăна-и çапла вăл: арçынсем хăйсен арăмĕсене хăйсен харпăрлăхĕ тесе шутлаççĕ пулмалла. Пурте мар, паллах. Эрех кÿпсе лартнă хыççăн урисем çинче çил çинче вĕлтĕртетекен вĕлтĕрен пек силленсе тăраççĕ пулсан та чышкисем çÿлеллех çĕкленеççĕ.
Юлашки вăхăтра районта ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене хĕненĕ тĕслĕхсем час-час тĕл пулаççĕ. Хамăр çуратнă ачапа пире тем тума та юрать, теççĕ-ши; Апла мар. Июлĕн 26-мĕшĕнче, ав, 21 сехетсенче Уйкас Хачăкра пĕр арçын 17 çулхи ывăлне тÿпкенĕ. Августăн 8-мĕшĕнче ун тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçарчĕç. Халĕ ăнланать пулĕ-ха алăсене никам çине те çĕклеме юраманнине. Нимĕн те туман чухне вĕсен кĕлеткерен çÿле хăпармалла мар.
Çĕрле ĕç укçи памаççĕ те-ха...
Ир тăракан кайăк тутă пулнă, теççĕ халăхра. Ĕçлемесĕрех хырăмĕсене тăрантарма хăнăхнă услапсем ку каларăша та хăйсем майлă ăнланаççĕ пулас: çĕр çывăрмастăн - выçă пулмастăн.
Пĕри вăрăсен çак девизне пурнăçлама нумаях пулмасть Йÿçкасси ял администрацине кĕрекен Вăрманкассинчи çурта кĕнĕ. Чÿрече витĕр шалалла сикнĕ чух ма мĕн те пулин хуçăлман унăн; Пĕçертсе тухнă 1300 тенкĕ укçине йĕм илсе тăхăннă е эрех ĕçсе янă - пакунлисен аллине лексен, каласа парĕ-ха кун пирки.
Районта каскадерсем пур
Кашни çыннăн ĕмĕчĕ тĕрлĕрен çав. Пĕрисем летчик пуласшăн, теприсем - каскадер. Августăн 3-мĕшĕнче çĕрле Турай ял администрацине кĕрекен Уйкасри хуçалăха кĕрекенни шăпах иккĕмĕш ушкăнран пулас. Вăрласа тухнă "ИЖ-Юпитер 5" мотоциклĕпе юнашарти çырмасенче трюксем тăвать-ши е асфальтлă çулпа катаччи чупать. 3100 тенкĕ тăкак тÿснĕ мотоцикл хуçи милицие пĕлтермест, тенĕ-ши; Халь, ав, уголовнăй ĕç пуçарнă: ăçта чупса миçе литр бензин тăкакланни пирки шутлама вăхăт та, кăмăл та çук пулĕ-ха çав "каскадерăн".
Чиперккене хывăнтарнă
Эх, çав арçынсем, юратаççĕ çав хăйсен чиперккисене. Май пулсан çĕрĕпех юнашар çывăрĕччĕç те - вырнаçмаççĕ çав койка çине. Августăн 4-мĕшĕнче Калайкассинче пурăнакан арçын хăй тутлă ыйхăпа çывăрнă чух тулта çĕр каçакан 4 ураллă майрине тепри салтăнтарасса шутламан та. Лешĕ вара ВАЗ- 21-04 автомашинăн тăватă "туфлине" хывса илнипех çырлахман: аккумуляторĕпе насусне те хывса кайнă. "Чĕресĕр" чиперккепе хуçин туйăмĕсем халь темле пулаççĕ ĕнтĕ?
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"