11 августа 2004 г.
Кăçалхи августăгн 9-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче депутатсен районти Пухăвĕн черетсĕр 24-мĕш ларăвĕ пулса иртрĕ.
Ларăва районти самоуправлени пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ертсе пычĕ. Унăн ĕçне ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем П.П. Давыдов тата А.И. Федотов хутшăнчĕç.
Лару çакăн пек кун йĕрки çирĕплетрĕ:
1. Муниципаллă йĕркелĕвĕн суйлав комиссийĕн полномочийĕсене Муркаш территори суйлав комиссийĕ çине хурасси çинчен.
2. ялти поселенисен (ял администрацицйĕсен тата муниципаллă районăн чиккисем пирки тата вĕсене ялти поселени, муниципаллă район статусне парасси çинчен.
3. Районти ача-пăча библиотекисене А.Г. Николаев ятне парасси çинчен.
4. Н.И. Никитин депутат заявленийĕ çинчен.
5. Наградăсем илме тăратасси çинчен.
Чр Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.П. давыдов сĕннине кун йĕркине алкоголь пур шĕвексене сутассине йĕркелеме ятарлă вăхăт çирĕплетесси пирки ыйту кĕртрĕç.
Кун йĕркинчи кашни ыйтăвĕпех районти самоуправлени пуçлăхĕ Ю.А. Иванов калаçрĕ, вĕсемпе тивĕçлĕ решенисем йышăнса хăварчĕç.
Кун йĕркине кĕртнĕ хушма улттăмăш ыйту пурне те канăçсăрлантарчĕ. Çĕрлехи вăхăтра эрех сутни, çамрăксем ĕçкĕпе иртĕхсе тивĕçсĕр ĕçсем туни никама та лăпкă хăварма пултараймасть. Халĕ хуçалăхсенче вырма ĕĕсем пыраççĕ. Эрех вара ку тĕлĕшпе те пысăк чăрмав кÿрет.
Ку ыйтупа ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем П.П. Давыдов тата А.И. Федотов, районăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов, район прокурорĕ С.А. Фирсов, Йÿçкасси тата Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем В.З. Иванов, М.П. Николаев, культура тата çаимрăксемпе ĕçлекен пай ертÿçи А.Е. Андреева тухса калаçрĕç.
Депутатсем Муркашри "Центральнăй" магазинсăр пуçне ытти магазинченче эрехе 8-22 сехетсене кăна сутма ирĕк пама решени йышăнса хăварчĕç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"