Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Эпĕ тăнăçлăхшăн сасăлатăп», е «Çеçпĕл» предприятире рабочисем мĕншĕн лайăх шалу

04 февраля 2012 г.

image #2240«Шупашкарти «Çеçпĕл» предприяти» АХОра ĕç укçи пысăкки пирки нумайăшĕ илтнĕ. Кирек мĕнле пулсан та Муркаш районĕнче /производство лаптăкĕ Москакасси ялĕнче, Шупашкартан 35 çухрăмра, вырнаçнă/ кун пирки пурте пĕлеççĕ-тĕр. Мĕн чухлĕ? «Каласан ăмсанатăр вĕт!» - шÿтлесе çак йĕркесен авторĕн ыйтăвне тÿррĕн хуравлассинчен пăрăнчĕç рабочисем. Тепĕр тесен предприятире кунтан вăрттăнлăх тумаççĕ: иртнĕ çулхи раштавшăн «Çеçпĕлте» вăтам ĕç укçи... 32 пин тенкĕ урлă каçнă.

Ку нумаййи е сахалли пирки, уйрăмах ялта, сăмах ваклани ытлашши. Компанире çак ăнăçăва мĕнле майпа тума пултарни тавра вара, «Çеçпĕл» директорĕн Владимир Бакшаевăн шухăшĕпе, калаçма юрать - ку çĕр-шыв Президенчĕн суйлавĕ умĕн вăй илнĕ политика кĕрешĕвĕн тапхăрĕнче пушшех усăллă.

Тăван çĕр çинче вăй хумалла

Муркаш районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнчен Владимир Калининран бизнеспа, «Çеçпĕлпе» ĕнтĕ, вырăнти влаç хутшăнăвне хаклама ыйтрăмăр та - кăмăллăн палăртрĕ: «Йышăнатăп, тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ чух час-часах пулăшу ыйтма тивет - предприяти ертÿçисем нихăçан та хирĕçлемеççĕ. Çапах чи кирли çакă: «Çеçпĕл» тÿлекен налуксем пирĕн район бюджечĕн тĕп пайне йĕркелеççĕ. Тата - лайăх шалуллă ĕç вырăнĕсем».

Владимир Аркадьевича ăнланма пулать, кунта ĕçлекенсенчен ытларахăшĕ - Москакасси, çывăхри ялсен çыннисем вĕт. «Çеçпĕл» пулман тăк вĕсен Шупашкарта, республика тулашĕнче тупăш шырама тиветчĕ, налуксене те унтах хăваратчĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ РФ Правительствин пуçлăхĕ Владимир Путин та хăйĕн çак кунсенче пичетленнĕ «Раççей: наци ыйтăвĕ» статйинче тивĕçлĕ условисем йĕркелемеллине пайăррăн палăртнă: «Çынсем тăван енре пурăнччăр, тăван çĕрĕ çинче хăйсене йĕркеллĕ те хăтлă туйччăр. Çынсене хăйсен килĕнче, тăван çĕрĕ çинче ĕçлесе йĕркеллĕ пурăнма май памалла, халĕ нумайăшĕн çавнашкал майсем çук». Муркаш районĕнче «Çеçпĕле» пула çĕр-çĕр çыннăн çав майсем пур.

Завод пахалăхăн тĕнчери стандарчĕсене тĕпе хурса экономикăн тĕрлĕ секторĕ - транспорт, строительство, ял хуçалăхĕ, нефтьпе газ комплексĕ, хими, апат-çимĕçпе тирпейлекен промышленноç тата Оборона министерстви - валли ятарлă цистернăсем тăвать. Сăмах лицензи илсе тăваканни пирки мар, хамăрăн продукт çинчен пырать. Паян предприяти уйăхра 70-80 издели кăларать. Саккассен портфелĕ икĕ çуллăхах хатĕр.

Совет тапхăрĕнче çĕкленĕ машиностроени предприятийĕсемшĕн кăтартуллă сăмах вырăнсăр - завод пирки улăп тееймĕн. Тирпейлĕ те виçеллĕ, энерги перекетлессине, хутса ăшăтмалли, инфратытăма тытса тăмалли тăкаксене пĕчĕклетессине тĕпе хунă. Коллектив темле пысăк мар - 400 ытларах çын. Çавна май пушшех тĕлĕнтерет: «Çеçпĕл» пĕлтĕр 1,2 млрд тенкĕлĕх продукци туса кăларнă!

Темшĕн çапларах шухăшлама хăнăхнă: пысăк технологиллĕ производствăсем - таçта, Анăçра, е - Мускавра, Питĕрте, анчах провинцире мар. Наукăпа техника çĕнĕлĕхĕсене çул памаççĕ, производство бази кивелнĕ - нумай регионăн «инноваци портречĕ» çапларах имĕш. Çавна май Чăваш Енре çакнашкал шухăша тĕпрен хирĕçлекен тухăçлă производствăсем йĕркелеме пултарнă компанисем пурри пушшех кăмăллă. Пирĕн завод, кăкармалли техника кăлараканскер, хĕвел анăç Европăри чи лайăх брендсемпе пĕр рете тăнă. Хăш-пĕр позиципе «Çеçпĕл» вĕсенчен иртсе те кайнă. Чăваш логотипĕллĕ цистернăсем вара паян Раççей автотрассисем тăрăх кăна чупмаççĕ, вĕсене ют патшалăхсен çулĕсем çинче те курма пулать - НППП, Çывăх Хĕвел тухăç çĕр-шывĕсенче, Кубăра, Монголире, Швецире, ЮАРта.

Мĕнле пултарнă-ха?

Усал тĕлĕк тейĕн...

Çĕнĕ пĕлÿсемпе инновацисем çинче никĕсленмен производство паянхи условисенче вăй илме пултарайманни паллă. Машиностроени отраслĕшĕн пысăк технологисем ахаль те кăтартуллă, «Çеçпĕл» вара хăйĕн цехĕсене энерги перекетлекен хăйне евĕрлĕ инноваци оборудованийĕ /сварка тумалли, шăратмалли, плазмăламалли тата ыт.те/ вырнаçтарнă. Ăна Европăри нумай çĕр-шывран кÿрсе килнĕ. Çакă производство пахалăхĕпе майĕсене çĕнĕ шая çĕкленĕ. Сăмахран, «сварка трением с перемешиванием» текен технологире - эпир хăнăхнă сварка сĕмĕ те çук. Çак технологи алюмини детальсене пысăк пахалăхпа çыпăçтарма питех те меллĕ.

«Электродсем кирлĕ мар, газ çунмасть, пахалăхĕ вара - унран лайăхраххи пулма пултараймасть, - терĕ сварщиксенчен пĕри. - Çав вăхăтрах ĕç тухăçлăхĕ питех те пысăк. Сăмахран, унччен манăн çак ункă çĕввине шăратса çыпăçтарма пĕр смена каятчĕ - 8 сехет. Халь вара çĕнĕ оборудовани пулăшнипе ку ĕçе... 8 минутра пурнăçлатпăр!» Унтан мăнаçлăн хушса хучĕ: «Эпĕ пĕлнĕ тăрăх - сваркăн çак технологийĕпе Раççейре хальлĕхе аэрокосмос промышленноçĕнче кăна усă кураççĕ-ха, çавăнпа та «Çеçпĕл» маркăллă цистернăсем пирки ракетăсемпе, авиалайнерсемпе тăванлă теме те юрать».

Çапах, директор каланă тăрăх, «тĕп вырăнта - технологисем мар, çынсем, Муркаш тăрăхĕнчи ялсен ĕçченĕсем - вĕсем алă усмасăр вăй хураççĕ, кăткăс оборудование ĕçлеттерсе паха продукци туса кăлараççĕ». Тата, иккĕленмест вăл, ăнăçушăн «Çеçпĕлĕн» 1999 çулта Владимир Путин влаçа килнĕ май çирĕпленнĕ тăнăçлăха тав тумалла.

Предприяти вара 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче çуралнă: «таса хутран - таса уйра». Владимир Александрович ун чух патшалăх бизнес тĕлĕшпе мĕнешкел кăнттам пулнине лайăх ас тăвать: «Налукçăсем хăйсен килне килнĕ пек пырса кĕретчĕç. Мĕн чухлĕ илес тенĕ - çавăн чухлĕ илетчĕç... Асрах-ха: 1991 çулта пире пĕр сăлтавсăрах миллион тенкĕлĕх штрафланăччĕ. Ун чух Шупашкарта хваттер те 14 пин тенкĕ çеç тăнă - пире мĕнешкел вăйпа çапнă! Вăрахчен тăна кĕтĕмĕр, предприяти 98-мĕш çулта тин ура çине тăчĕ». Çав вăхăт - усал тĕлĕк пек. Паян вара çĕр-шыв ертÿçисем ĕçлĕ çынсене çирĕп гаранти параççĕ: «Тÿрĕ кăмăллă конкуренцире çĕнтерме хатĕр бизнес валли уй тасатса памалла - çакă тĕп тĕллев. Ыйтăва татса парасси экономика политикипе çыхăнман. Пирĕн патшалăха хăйне, Раççейĕн ĕç тăвакан тата суд влаçне улăштармалла. Право хуралĕн, следстви, прокуратура тата суд органĕсен айăплама ăнтăлакан çыххине сÿтмелле. Бизнес ĕç-хĕлне патшалăх енчен тĕрĕслесе тăмалли пĕтĕм идеологие улăштармалла, унăн тĕллевĕсене виçеллĕ тумалла. Çĕнĕ стратегие бизнес тÿрĕ кăмăллăхĕн презумпцийĕ çинче никĕслемелле» /В.Путинăн «Пирĕн экономика тĕллевĕсем çинчен» статйинчен/.

Революцисем ура хураççĕ

- Çак çулсенче, - калаçăва тăсать Владимир Бакшаев, - Граждан тата Налук кодексĕсене йышăннă, саккунсене йĕркеленĕ, патшалăхпа бизнес хутшăнăвĕсен уçăмлă «вăйă правилисем» çуралнă - çакăншăн паянхи влаçа тав тумалла. Патшалăх хăех палăртнă правилăсене вĕçне çитиччен тытса пынипе вăйлă. Калăпăр, налуксен пуриншĕн те пĕрешкел шкалине тытса пыма шантарнăччĕ - сăмаха тытрĕç, халĕ налук тÿлессин культури çирĕпленчĕ. Унччен вара нумайăшĕ пачах тÿлемен. Горбачев, Ельцин вăхăтĕнче влаç нумай калаçнă, анчах тар тăкса ĕçлес килмен. Тĕрĕссипе, СССР арканма та объективлă сăлтавсем пулман вĕт, влаç хавшак пулнă - çакăн кăтартăвне пĕлетпĕр. Апла тăк нивушлĕ влаçа каллех карма çăварсене илсе килĕпĕр?

Тепĕр тесен халăхăн тĕрĕс пĕтĕмлетĕвĕ пирки «Çеçпĕл» директорĕ иккĕленмест. Чăн та, иккĕленменни такăнтарасран та асăрханать: «Пĕрех суйлĕç тейĕç те - хальхи влаç майлисенчен нумайăшĕ суйлава каймĕ... Апла ан пултăрччĕ». Çамрăксемшĕн те пăшăрханать: «Вĕсем унччен мĕнлерех пулнине пĕлмеççĕ. Унччен вара - заводсенче рабочисем уйăхĕ-уйăхĕпе шалу илмен, пенсионерсем ирхине пенси мар, пенси илмелли право илмешкĕн каçхинех черете кайса тăнă, лавккасене таварсем тинех тухрĕç, анчах вĕсене туянма кĕсье пушăччĕ... Акă мĕншĕн çамрăксене çакăн çинчен каласа памалла. Тепĕр тесен аслă ăру та нумай япалана манчĕ - аса илесчĕ...»

«Ĕç, ĕç кăна общество аталанăвне никĕслет, - тет Владимир Александрович. - Анчах революци вăхăтĕнче пархатарлă ĕç пулма пултараймасть». Политикăри тăнăçлăх экономика аталанăвĕн, граждансен йĕркеллĕ пурнăçĕн никĕсĕ пулса тăрать те - тĕнчери финанс кризисĕ те хăрушă мар, «Çеçпĕл» çакна хăйĕн опытĕнчен пĕлет. Çапла, кризис ăна вăйлах пырса çапнă, ку производство калăпăшне витĕм кÿнĕ. Калăпăр, 2009 çулхи кăрлачра пĕтĕмпе те икĕ цистерна кăна кăларасси патне анса ларнă вĕт. «Тавах республика влаçĕсене, - тет Владимир Бакшаев, - йывăр самантра алă тăсса пачĕç. Ĕçлев центрĕ çынсене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерме пулăшрĕ, патшалăх хÿтте кĕнипе кредит илтĕмĕр, çакă производствăна кăна мар, коллектива, ăста специалистсене упраса хăварма май пачĕ».

Кризиса тав тумалла-и?

Анчах финанс кризисĕнче усалли кăна мар иккен. Çапла, нумай предприяти çак тĕрĕслеве тÿсеймесĕр тĕп пулчĕ, анчах çав кризисах хамăр çĕр-шыв производствине аталантармалли шанăç пачĕ - «Çеçпĕл» тĕслĕхĕнчи пек. Кунта патшалăх тĕревĕпе пĕлсе усă курнă та - кризисран тата та вăйланса, çирĕпленсе тухнă, малалла ярса пуснă.

Сывлăш çавăрса ямалли самантпа предприятире конкуренцие тÿсекен çĕнĕ изделисем хатĕрлеме, продукци ассортиментне анлăлатма усă курнă. Ростехнадзор ирĕк панă хыççăн завод хими хутăшĕсем, шĕвĕ газсем, çавăн пекех тĕксĕм тата çутă нефть продукчĕсем турттармалли цистернăсем кăларма тытăннă. Çавна май цистернăсене туянакансен йышĕ тăруках анлăланнă, вĕсемпе хими комбиначĕсем, нефть кăларакан тата ăна тирпейлекен компанисем кăсăкланма пуçланă. Шăпах вĕсем паян саккассен 70% йышăнаççĕ. Пĕлтĕрхи раштавра завод конвейерĕнчен нефть продукчĕсем турттармалли 500-мĕш çурма прицеп-цистерна тухнă - хăйне евĕр юбилей! Анчах - нефтьпе кăна тутă мар. Юлашки вăхăтри чи пысăк саккассенчен пĕрне, сăмахран, «Мордовцемент» компанирен илнĕ - кÿршĕ республикăри цемент туса кăларакансем 100 цистерна туянаççĕ.

Çакă пĕтĕмпех - ертÿçĕсен, инженерсен, рабочисен, предприятин пĕтĕм коллективĕн, кулленхи тăрăшуллă ĕçĕн кăтартăвĕ. Çак çулсенче мĕн чухлĕ выставка, ĕçлĕ тĕл пулу, çул çÿрев пулнă, компанин паянхи ăнăçăвĕсемшĕн мĕн чухлĕ тар тăкнă! Апла пулин те Владимир Бакшаев иккĕленмест:

- Паянхи ертÿçĕсем çĕр-шывра лайăх лару-тăру йĕркелемен тĕк пирĕн ĕç усăсăр пулатчĕ, çав лару-тăру пире, производство предприятине, ÿсме май пачĕ. Акă мĕншĕн çитес суйлавра эпĕ сассăма тăнăçлăхшăн парăп. Муркаш тăрăхĕнчи кил хуçисем «Çеçпĕлте» вăй хуракан çĕр-çĕр çемье членĕсем те çаплах тăвасса шанатăп: вĕсем ĕçпе çыхăннă тăнăçлăхшăн, лайăх ĕç укçишĕн, тăван район, республика, çĕр-шыв аталанăвĕшĕн сасăлĕç.

Николай КОНОВАЛОВ


 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика