09 февраля 2012 г.
Пурăннă пулсан Зоя Ярдыкова актриса, режиссер, педагог çак кунсенче 91 çул тултармаллаччĕ. Шел, пилĕк çул каялла вăл пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Çапах та эпир ăна манмастпăр: çутă сăнарĕ яланах куç умĕнче. РСФСР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Чăваш АССР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕн Зоя Ярдыковăн ячĕпе пархатарлă ĕç тума пултартăмăр: вăл чылай вăхăт пурăннă çурт çине /тĕп хулари Ленин проспекчĕ, 16-мĕш çурт/ Асăну хăми вырнаçтартăмăр. Хама актерсен, ăна çывăх пĕлнисен йышне кĕртме хăю çитертĕм, мĕншĕн тесен эпĕ те ăна питĕ хисепленĕ, юратнă, унпа мухтаннă.
Вулавçăсене паллă çыннăмăр çинчен кăштах каласа кăтартар-ха. Муркаш районĕнчи Шаптакра кун çути курнă пике - чăваш актерĕсен ГИТИСра пĕлÿ илнĕ пĕрремĕш студийĕн йышĕнче. Чăваш драма театрĕнче спектакльсенче вылянă вăхăтрах режиссурăна хăнăхнă. Унăн малтанхи ĕçĕсем - «Çемье чысĕ», «Авлантарчĕç», «Арканнă юрату»...
Зоя Димитриевнăн ячĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕпе тачă çыхăннă. Унта вăл наци труппине йĕркелессипе çине тăрса ĕçленĕ. Зоя Димитриевна явăçтарнă пĕрремĕш çамрăксем каярах паллă актерсем пулса тăнă: Раççей тава тивĕçлĕ артистки Вера Голубева, Чăваш халăх артисчĕсем Раиса Федорова, Валериан Пайгусов, Петр Иванов тата ыттисем те.
Зоя Ярдыкова педагогика ĕçĕнче те палăрнă, Шупашкарти музыка училищин вокал уйрăмĕнче «актер ăсталăхĕ», «чĕлхе культури», «грим» предметсемпе вĕрентнĕ.
Асăну хăмине уçнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă митинга театр ĕçченĕсем, Зоя Димитриевнăна лайăх пĕлнĕ çынсем, куравçăсем, унăн пултарулăхне хисеплекенсем хутшăнчĕç. Ăна Раççей тава тивĕçлĕ, чăваш халăх артисчĕ Василий Павлов ертсе пычĕ.
Тĕп хулан Ленин район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Николай Прокопьев, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн пултарулăх ертÿçи Станислав Васильев, Зоя Димитриевнăпа ГИТИСра пĕр курсра вĕреннĕ СССР халăх артистки Вера Кузьмина, Муркаш район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Алевтина Андреева, режиссерăн вĕренекенĕ Петр Романов, Асăну хăмин авторĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Петр Пупин, ыттисем паллă çыннăмăр пирки ăшшăн аса илчĕç.
Акă çи виттие сирчĕç те пирĕн ума чăваш çи-пуçĕллĕ Зоя Димитриевна «тухса тăчĕ». Пурнăçри пекех: шухăшлă, витĕрсе пăхакан çивĕч куçлă, ырă кулăллă. Яланах çапла кĕтсе илĕ вăл пире.
Надежда СМИРНОВА.
Источник: "Хыпар"