07 августа 2004 г.
Виçĕмкун наркотик хатĕрĕсемпе усă курассине тата вĕсене саккуна пăсса сутассине хирĕç кĕрешекен район комиссийĕн ларăвĕ пулса иртрĕ.Кун йĕркинче пĕтĕмпе виçĕ ыйту пулчĕ: районта наркологи чирĕсем кăçалхи çур çулта мĕнле шайра пулнине пăхса тухни, Оринин ял администрацийĕн территорийĕнче наркологи тĕлĕшĕнчи лару-тăру мĕнле пулни тата асăннă комиссин кăçалхи иккĕмĕш çур çулти ĕç планĕ çинчен.
Тÿрех каламалла, наркологи тĕлĕшĕнчи лару-тăру районта лăпланса лармалли мар.Ак, хăвăрах пăхăр. Иртнĕ çулхи çур çулта нарколог патĕнче 972(вĕсенчен 130-шĕ хĕрарăм) çын учетра тăнă пулсан, кăçал вĕсен йышĕ 1045(137)çитрĕ. Тарăна кайнă алкоголизм чирĕпе аптракансен шучĕ те ÿсрĕ:пĕлтĕр пĕтĕмпе вĕсем 419ăн пулнă пулсан, кăçал 438 çитрĕ. Вĕсенчен хĕрарăмсем пĕлтĕр 90 пулнă, кăçал-92. Алкоголь психозĕ пĕлтĕр те, кăçал та 9 çыннăн, вĕсенчен пĕри – хĕрарăм. Алкогольпе иртĕхекенсен йышĕ те пĕлтĕрхипе –468ăн çеç мар,515ĕн кăçал, çав йышран хĕрарăмсем 23ĕн(пĕлтĕр 18), çул çитмен çамрăксем пĕлтĕр те,кăçал та 17. Калас пулать, учетра тăманнисем тата мĕн чухлĕн? Шухăшлама та хăрушă.
Çирĕммĕш ĕмĕрĕн хăрушă чирĕ те ĕлĕк сăпай шутланнă чăваш ялĕсене те персе çитрĕ. Пирĕн района та хĕрхенсе тăмарĕ. Паян наркотикла хатĕрсемпе иртĕхекенсем пирĕн тăрăхра 5ĕн ĕнтĕ, çавăн пекех 1 наркоман,1 токсикоман. Вĕсем пурте 20-30 çулхисем.
-Цифрăсем лару-тăрăва хăйсемех уçса параççĕ. Вĕсене катма та çук, хушма та. Лару-тăру япăх енне улшăнни куçкĕретех,- палăртрĕ лару пуçламăшĕнчех район администрацийĕн пуçлăхĕ, асăннă комисси председателĕ Ю.А.Иванов. Унтан тÿрех çакăн пек 2 ыйту лартрĕ:паянччен лару-тăрăва йĕркелес тесе мĕнле ĕçсем тăватпăр тата мĕн тума пултаратпăр.
Иртсе пыракан çулсене куç умне кăларсан, çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне пыма пулать: уйрăмах юлашки 2 çулта çынсем эрех ăшне путмах пуçларĕç.Çÿлерех асăннă кăтартусене тепĕр хут пăхăр-ха. Халăхăн пур шайĕ те ĕçет.Аслисене кура шкул ачисем те алла черкке тытма пуçларĕç. Юлашки вăхăтра эрех ĕçекенсемпе, килте сăмакун сутакансемпе кĕрешесси вăй илсе пырать-ха. Ку тĕлĕшпе тем тĕрлĕ комисси те ĕçлет, шалти ĕçсен пайĕ, вырăнти администраци, вырăнсенчи хĕрарăмсен, ветерансен, çамрăксен канашĕсем, ашшĕ-амăшĕсен комитечĕсем. Хăйсем каланă тăрă, тем те тăваççĕ.Юрий Александрович калашле, результат курăнсах каймасть: кашни комисси, обществăлла организаци пĕчченшер ĕçлет- ĕçекенсем вара çаплах ĕçеççĕ, сутакансем çаплах сутаççĕ. Апла пулсан çаксен пурин те килĕштерсе пĕрле ĕçлемелле ку тĕлĕшпе.
Халĕ наркомание илер. Наркомани пирĕн района хăюллăнах кĕчĕ. Мĕн тăвать-ха ку тĕлĕшпе районти шалти ĕçсен пайĕ? Ку тĕлĕшпе ĕçлекен уйрăм штат та çук унта. Паллах, пĕр çын хушни ыйтăва татсах параймасан та, ахаль те тем тĕрлĕ тивĕçсем пурнăçлакан оперуполномоченнăй çине тепĕр тивĕç хурса панипе танлаштарсан, лайăхрах пулмалла. Ку тĕлĕшри кĕрешĕве тĕллевлĕн йĕркелес тĕлĕшпе.
Районта наркомансем пур. Вĕсем наркотиксемпе усă кураççĕ.Эппин, вĕсем çав препаратсене таçтан туянаççĕ. Нивушлĕ никам та пĕлмест вĕсем ăçтан туяннине? Юрий Александрович калашле, е ку тĕлĕшпе ответлисене пурне те хăйсем майлă çавăрса пĕтернĕ. Апла пулсан, çав каналсене тупса палăртасси çине хытă тимлĕх уйăрмалла пуль. Çакăн чухне çеç çав наркомансем ыттисене çак чир ертес хăрушлăх чакать.Кунта вара вырăнти администраци тĕлĕрни вырнаçусăр. Ял администраци пуçлăхĕсен ялта камăн мĕншĕн пуç ыратнине йăлт пĕлсе тăмалла.Наркомани алкоголизм чирĕ пек ашкăрса ан кайтăр тесен, çак ĕçе пĕтĕм общественноçа явăçтармалла: медицина, культура ĕçченĕсене, вĕрентекенсене, пĕтĕм обществăлла организацисене.
Ирĕкрен хăтарнă вырăнтан таврăннă çамрăксем хăйсем тавра ытти çамрăксене, шкул ачисене явăçтарас пулăм районта пурри паян никамшăн та вăрттăнлăх мар. Апла пулсан, ачасем çав ушкăна ан турттăнччăр тесен, вĕсене шкулта вĕсемшĕн интереслĕ спорт секцийĕсемпе кружоксене явăçтарни вырăнлă. Районти вĕрентÿ пайĕ ку тĕлĕшпе тимлĕхе чакармасть-ха. Вырăнти çамрăксен канашĕсене çав неформальнăй лидерсене явăçтарни пысăк утăм туни пулĕччĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем кун пек чухне хăйсен вăйне, пуçарулăхне, ертсе пыраслăхне усал ĕç тума мар,ырă тунă çĕрте усă курĕччĕç.
Оринин ял администрацийĕнче, ав, çамрăксен лидерне улăштарнă хыççăн кунти çамрăксен пурнăçĕ ырă енне улшăннă пек туйăнать. Кунти администраци пуçлăхĕ А.М.Суриков ăнлантарнă тăрăх, уйрăм калаçусем хыççăн эрех ĕçекенсем ĕçме пăрахни, эрех сутакансем сутма пăрахнă тĕслĕхсем пур. Çапах та ку тăрăхра ку тĕлĕшри ĕç кирлĕ шайра пырать темех çук. Çемьесемпе ĕçлекен комиссин ертÿçи те çук кунта. Асăннă комисси ĕçĕ пирки мĕн калаçмалли. Тарăна кайнă алкоголизм чирĕпе кăна кунта 48ăн чирлеççĕ(хĕрарăмсем 8ăн), администраци пуçлăхĕ вара вĕсем çавăн чухлĕ пулнине те пĕлмест.
Тарăна кайнă алкоголизм чирĕпе чирлекенсем çавăн пекех Муркаш 82(7хĕрарăм), Мăн Сĕнтĕр 34(18), Москакасси 32(12), Çатракасси 63(18), Ярославка 24(4),Йÿçкасси 24(3), Турай 24(5), Ильинка 16(7), Ярапайкасси 15(1) ял администрацийĕсен территорийĕсенче нумай. Эппин, ĕçлес тесех ĕçлекен ял администраци пуçлăхĕ валли ĕç мăй таран. Ун ку тĕлĕшпе вырăнти пур обществăлла организацисене те канăç памалла мар.
Паян наркомани пирĕн ял администрацинче çук-ха тесе лăпланса лармалли çук. Ку вăл официаллă майпа цифрăсем çук. Çук-çук та, районти культура çурчĕсемпе клубсенче ташă каçĕсем хыççăн техслужащисем усă курнă шприцсем тупаççĕ. Ташă каçĕсенче çамрăксене пуçа минретекен шурă таблеткăсем сутакансем пур тени те ахаль çĕртен тухнă сас-хура мар пуль. Ку мĕн çинчен калать? Пирĕн никамăн та лăпкă çывăрмалла марри çинчен. Çав клубсене кам ачисем каяççĕ?
Эппин, айтăр-ха, тимлĕрех пулар. Паян эпир мĕн тума пултаратпăр.
-Чи малтан,-палăртрĕ комисси председателĕ Ю.А.Иванов,- ял администрацийĕсенче, эрех сутакансен списокне тунă пек, наркомани тĕлĕшĕнчен иккĕленÿ çуратакан çамрăксен списокне туса хатĕрлемелле. Иккĕмĕшĕнчен, пĕчченшерĕн мар, пур комиссисен те, обществăлла организацисен те ку тĕлĕшпе вăя пĕрлештерсе ĕçлемелле. Халĕ акă, культура ĕçченĕсем культура учрежденийĕсенче рейдсем ирттерме пуçларĕç. Çамрăксемпе тĕл пулса калаçма вĕсемпе пĕрле пур енĕн те хутшăнмалла: больница, районти шалти ĕçсен пайĕ т.ыт.те. Вырăнти администрацисенче ятарлă комисси йĕркелени те ытлашши пулмасть: должноçĕпе çакăншăн яваплă çынсем кĕччĕр: шкул директорĕ, Культура çурчĕн директорĕ т.ыт.те. Вырăнти çын вырăнти çынна ăнланмалла, ăнланулăх патне çул тупма пулатех.
Палăртмалла, юлашки çулсенче наркотикпа усă куракансене явап тыттармалли саккунсене улшăнусем кĕртрĕç. Калăпăр, хăйсен ирĕкĕпе наркотик хатĕрĕсене следстви органĕсене параççĕ пулсан, явап тыттармаççĕ. Анкартинчи мăкăне тăпăлтарса тăкса çунтарчĕ пулсан хăй ирĕкĕпе- явап тытассинчен хăтараççĕ. Саккуна пăсса наркотиксене упрасан тата сутсан- явап тыттараççĕ. Паллах, çак асăннă улшăнусем наркотиксемпе усă куракансене хăй ирĕкĕпех тÿрĕ çул çине тухма хистемелле пек. Вĕсен ун пек тума вăй çитмесен, пулăшмалла вĕсене çак ĕçе тума. Вĕсем ыттисене çак хăрушă серепене сĕтĕрсе кĕрсе ан кайччăр тесе пĕтĕм вăйран çине тăмалла. Эппин, айтăр-ха, айккинче юлар мар çак хăрушă пулăмпа кĕрешес ĕçрен. Ачаран хакли ашшĕ-амăшĕшĕн çĕр çинче мĕн пултăр?
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"