07 августа 2004 г.
«Эсĕ манăн ача мар...»
- Тухса кай манăн килтен, эсĕ манăн хĕр ача мар, хăвăн аçу патне кайса пурăн, - урса кăшкăрашать эрех кÿпсе килнĕ ашшĕ çирĕмри хĕрне.
- Атте, мĕншĕн эсĕ мана пĕрмаях çапла каласа кÿрентеретĕн. Санăн хĕрех вĕт-ха ĕнтĕ эпĕ... Пăхсам ман çине, каснă-лартнă эсĕ: сăнăм-питĕм те, утасси те санăнни пек... Санăн мар пулсан камăн эпĕ, камăн?!... - куççуль витĕр калаçать Полина.
- Пĕлместĕп камăн. Анчах манăн мар...
Çакăн евĕрлĕ тĕслĕхсем сахал мар пулса иртеççĕ çемьесенче. Çак сăмахсене çынлăхран тухнă, чунсăр этемсем кăна калама пултараççĕ пуль тетĕп. Чĕрене йĕппе тирнĕ евĕр сăмахсене илтнĕ хыççăн ăçта кайса кĕрес-ха ачан? Мĕн тăвас? Камран пулăшу ыйтас?
Паллах, çемьере хирĕçÿ пулмасан лайăх. Анчах та вĕсем пулаççех пулсан; Вара мĕн тумалла; Ун пек чух ашшĕ-амăшĕн мĕнле пулмалла?
Ку тата ытти ыйтусем çине хурав тупас тĕллевпе районти диагностикăпа консультаци паракан центрĕн директорĕпе, педагог-психологпа Людмила Александровна ВЕРХОВЦЕВАПА çыхăнма тÿр килчĕ. Паянхи темăпа унăн шухăш-кăмăлĕпе паллашар-ха.
- Малтанах каласа хурар-ха: эпĕ кунта пĕр-пĕрне юратми çеç мар, хисеплеми те пулнă, çапах та пĕр килтех хирĕçсе пурăнакан упăшкипе арăмне шута илместĕп. Шел пулин те, лайăх, туслă пурăнакан çемьесенче те хирĕçÿсем пулаççĕ.
- Тĕслĕхсемпе çирĕплетме пултаратăр-и?
- Тĕслĕхсем темĕн чухлех. Ывăлĕ шкултан «2» паллă илсе таврăннă. Амăшĕ хытă тарăхнă. Ашшĕ вара: «Пĕр «2» паллă та илмен ача шкул ачи те мар», – тесе шутлать.
Ывăлне хăвăртрах уроксем туса пĕтерме, унтан çывăрма кĕрсе выртма хушса хăвараççĕ те ашшĕпе амăшĕ хăнана тухса каяççĕ. Арçын ача вара кушак çурипе вылясах вăхăта ирттерсе ярать. Урок вĕренме ларсан, унăн куçĕсем хупăнма пуçлаççĕ. Асламăшĕ ăна хĕрхенет те çывăрма вырттарать. Хăнаран таврăннă ашшĕ вара çывăракан ывăлне вăратать те урокĕсене вĕренсе пĕтерме хушать.
Хĕрĕ вуннăмĕш класа куçнă, пĕве çитсе пырать, самаях чиперленнĕ. Амăшĕ вара, хăй валли те çипуç кирлине манса кайса, хĕрĕ валли кĕпе çĕлеме васкать. Ашшĕ кăмăлсăр пулса: «Мĕншĕн хĕрĕ амăшĕнчен лайăхрах тумланма хăять-ха?» - тесе шухăшлать.
Пĕррехинче хĕрĕ ташă каçне кайнă, пурте çывăрма выртсан тин таврăннă. Вăл хапха умĕнче арçын ачапа тăрса вăхăта ирттернĕ. Ашшĕ хĕрĕпе хыттăнах калаçма хатĕрленнĕ, анчах та хĕрне кĕтсе илеймесĕрех, кресло çинче ларсах çывăрса кайнă. Амăшĕ вара хĕрне, туфлийĕсене хывса, ашшĕне вăратмасăр, ерипен çывăрмалли пÿлĕме кĕме хушнă. «Çывăртăрах, ирччен аçун кăмăлĕ çаврăнатех», - тет.
Пĕчĕк ача кушака хÿринчен çатăрласах туртрĕ. Амăшĕ ачана çупса ячĕ: кушакăн мĕнле ыратнине туйтăр, терĕ. Пĕчĕк ача йĕрсе ячĕ, уншăн асламăшĕ вара амăшне хăтăрса илчĕ.
Çемье пурнăçĕнче çакнă пек хирĕçÿсем темĕн чухлех! Вĕсенчен ниепле те хăтăлма май çук. Тепĕр чух вĕсем хăçан тата ăçтан сиксе тухассине те, мĕн патне илсе çитерессине те тавçăрса илейместĕн.
Анчах та вĕсем çемьере ачасене пăхса-вĕрентсе ÿстерес ĕçри ниме тăман вак-тĕвек япаласем мар. Вĕсен чи пысăк сиенĕ ашшĕ-амăшĕ ача мĕн тунине (тен, тепĕр чух пысăккисем мĕн тунине те) икĕ тĕрлĕ хак панинче палăрать. Юлашкинчен вара çав ачасем (пысăккисем те, пĕчĕккисем те) чееленме пуçлаççĕ. Паян атте ĕçрен часах таврăнмасть, çавăнпа та хапха умĕнче çур сехет те пулин ытларах тăма юрать-ха тесе шухăшлаççĕ. Амăшĕ пур чух кушака хÿререн туртма юрамасть. Амăшĕ çук чухне вара кушака темĕн тĕрлĕ те асаплантарма юрать. Урăхла каласан, çак хирĕçÿсем пурте ашшĕсемпе амăшĕсем ачаран пĕр пек çирĕп ыйтманран пуçланаççĕ, çапла лару-тăрура ача икĕпитленме пуçлать, чееленме вĕренет, хăйне лару-тăрăва кура тыткалама хăнăхать.
Çакăн пек тĕслĕхсем шкулта та пулса иртеççĕ. Педагогсем пĕр пек çирĕп ыйтман пиркиех хăшпĕр шкулсенчи ачасем хăйсене йĕркеллĕ тытма вĕренсе çитеймеççĕ. Çавăнпа та педагогсем шкулта вĕренекен ачасенчен пурте пĕр пек çирĕп ыйтни вĕсене пăхса-вĕрентсе ÿстерме пулăшакан чи тухăçлă услови шутланать.
- Çемьере вара мĕнле пулмалла?
- Ятарласа ирттерекен кил-йыш канашлăвĕнче малтанах «вунпĕр сехет иртсен хапха умĕнче каччăпа тăмалла мар», «кушака хÿринчен туртмалла мар» тесе асăрхаттарса хураймастăн-çке. Çемьере çакăн пек калани кирлех те мар. Кунта ачасемпе çитĕннисем хушшинчи çыхăну пачах урăхла пулмалла. Пилĕк-ултă çынран тăракан çемьере ачана харпăр хăйне епле йĕркеллĕ тыткаламалли çинчен асăрхаттарма тата унăн тыткаларăшне тĕрĕс хак пама йывăрах та мар.
- Ун пек чухне вара мĕн тумалла-ха?
- Ачан хирĕçÿ патне илсе çитерекен çавăн пек тыткаларăшĕ хутран-ситрен, ăнсăртран çеç пулкалать пулсан, çемьере çав хирĕçĕве вăйлатса яма кирлĕ мар. Çемьере ача пиркиех сайра-хутра ăнсăртран пулса иртекен калаçусем те ăна малашне асăрхануллăрах пулма вĕрентеççĕ. Енчен те эсир ача ăнсăртран хăй тунă киревсĕр ĕçе ăнланнипе ăнланманни пирки иккĕленетĕр пулсан, пĕр-пĕр лăпкă лару-тăрура, иксĕр кăна чухне ăна хăй тĕрĕс мар тунине лайăх ăнлантарса пани çав тери вырăнлă пулмалла.
Ача час-часах тĕрлĕрен киревсĕр ĕçсем тăвать пулсан, урăхла каласан, хăйне ялан çапла тыткала пуçласан, ашшĕ-амăшĕн тата тимлĕрех пулмалла. Шăпах çакăн пек чухне ĕнтĕ ашшĕпе амăшĕн икĕ тĕрлĕ пулма, унăн киревсĕрле тыткаларăшне икĕ тĕрлĕ хак пама юрамасть. Вăл хăйне хăй йĕркесĕр тытнине çемьери çынсем тĕрĕс сивленине туйса тăтăр. Паллах, ачан тыткаларăшне хакланă чух çемьери çынсен пурин те пĕр каварлă пулмалла, урăхла каласан, кашни харпăр хăй пĕлнĕ пек ÿкĕте кĕртсе ачана ан пăсчăр тесен, çемьере ятарласа канашлу ирттерни те вырăнлă.
Ачан киревсĕр тыткаларăшĕсене улăштарас тесен, чи малтанах вĕсен сăлтавĕсене пĕлмелле. Унсăрăн ачан тыткаларăшĕнчи çитменлĕхсене ниепле те пĕтерме çук.
Калăпăр, хĕрачан çĕнĕ кĕпе тăхăнас килет, вăл вара çемьере укçа-тенкĕ пуррипе çуккине пĕлмесĕрех амăшне çĕнĕ кĕпе илсе пама йăлăнать. Анчах унăн сăлтавĕ ăçта-ха? Тен, вăл хĕрача хăйшĕн çеç тăрăшнинче, çемьери ытти çынсенчен ытларах илме хапсăннинче палăрать. Тен, арçын ачасем ман çине ытларах пăхчăр, çĕнĕ кĕпе мана ытларах илем кÿрет тесе ухмахланни. Тен, тата мĕнле те пулин урăх сăлтав пур. Кирек мĕнле пулсан та, ун пек чух хирĕçÿ сăлтавне пĕлесех пулать. Унсăрăн эсир хăвăр хĕрачăра ÿпкелешни те, вĕрентсе калани те ахалех пулать.
Çемьери хирĕçÿсене сирсе ямалли май нумай. Вĕсенчен чи витĕмлĕреххи - ашшĕсемпе амăшĕсем харпăр хăй ачисемпе пĕр-пĕрне шанса та ĕненсе калаçусем ирттерни. Калаçăва тÿрех унăн тыткаларăшĕ пирки мар, пурнăç çулĕ çинчи йывăрлăхсем çинчен, ачана хăйĕн киревсĕр тыткаларăшне, хăйĕн характерне улăштарма мĕн чăрмантарни çинчен калаçмалла.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"