Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лапă урана гимнастика пулăшать

04 августа 2004 г.

 

Ача урисем лапă пулсан хăвăрт ывăнать. Ун пушмакĕсем çине пăхăр-ха, пушмак тĕпĕпе кĕлли шал енчен çийĕнни çакна çирĕплетсе парать. Ура лапă чухне ача уткаларăшĕ те улшăнать.

Ура лапă пулнине мĕнле пĕлмелле? Ку ыйту ашшĕ-амăшне çакăн пек чухне хумхантармалла:

- ача утнă чухне хăвăрт ывăнсан;

- чупсан, пĕр вырăнта нумай тăрсан, ура тупанĕнче, ура хырăмĕнче ыратни пирки ÿпкелешсен;

 

- чупнă е сиккеленĕ хыççăн пуç ыратсан.

Халĕ ачăра çара уран хăварса унăн урисене сăнаса пăхăр. Лапă ура тĕпĕ варринче сарăлса, ура тĕпĕн шал енĕ çĕкленмесĕр тăраççĕ. Ача кĕлеткине мĕнле тытнине те сăнăр, лапă ураллă ача пĕкĕрĕлсе тăрать.

Ура лапă пулнине тĕрĕслеме плантографи мелĕпе усă кураççĕ.

Çак çитменлĕхе пĕтерме ытларах гимнастика туни пулăшать.

Упражненисен комплексĕ.

Выртса тумалла.

1. Ачана çурăм çине вырттарăр, урисене чĕркуççинче хутлатăр, ура тупанĕпе урайĕнчен тĕрентĕр, ура кĕллисене ик еннелле сартăр,  каллех пĕрлештерĕр (10-12 хут).

2. Малтанхи пекех çурăм çинче выртмалла, ура пуçĕсем çине тĕренсе ура кĕллисене 10-12 хутчен урайĕнчен çĕклентермелле.

3. Çурăм çинче выртса сулахай ура тупанне сылтăм ура тăрăх чĕркуççи тĕлĕнчен пуçласа 12 хут шутарса анмалла, çакнах тепĕр ура тупанĕпе тумалла.

Ларса тумалла

4. Ура кĕллисем çине тĕренсе, ура пуçĕсене пĕрин хыççăн теприне çĕклентермелле (10-12 хут).

5. Тÿрĕ тытнă урасене тăсмалла, ура тупанĕсене авмалла, тÿрлетмелле (10-12 хут).

6. Урайне 10-15 кăранташ пăрахмалла, ача вĕсене ура пÿрнисемпе илсе айккине хутăр.

7. Теннис мечĕкне кашни урапа черетлентерсе сехет йĕппи куçнă май тата хирĕç, каялла-малалла кустармалла.

8. Халĕ мечĕке ура тупанĕсемпе илсе пукан çийĕн çуллĕшне çĕклетпĕр (10-15 хут).

9. Ача скакалкăна е 4-6 сантиметр хулăнăш яка патака урай тăрăх каялла-малалла кашни урипе кустартăр (10-12 хут).

Тăрса

10. Ачана çурăмпа стена енне тăратăр, ĕнсипе, хул калаккисемпе, купарчапа, чĕркуççипе, ура кĕллисемпе стенана перĕнсе тăтăр. Ача упражненисем тунă чухне кĕлеткене çакăн пек тÿрĕ тытса тăтăр.

11. Урасене хулпуççи сарлакăш пĕр-пĕринпе  паралеллĕ тытмалла. Малтан чĕрне вĕççĕн тăмалла, унтан ура кĕлли çине (10-12 хут).

12. Кĕлетке виçине майĕпен ура кĕллинчен ура пуçне куçармалла, унтан тепĕр май (10-12-хут).

13. Ура тупанĕсен хĕрри çине тăмалла (10-12 хут).

Утса

14. Чĕрне вĕççĕн утмалла.

15. Уран тулаш хĕррисем çине пусса утмалла.

16. Ура пуçĕсене шал енне тытса утмалла, утнă чухне ура кĕллисене çĕклентерсе пымалла.

17. Ура пуçĕсене шал енне тытса, упа евĕр утмалла.

18. Ура кĕллисемпе утмалла.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика