31 июля 2004 г.
Парашют подразделенийĕсене тĕнчере чи малтан Хĕрлĕ Çарта йĕркеленĕ. 1929 çулхи апрель уйăхĕнче Таджикистанри Гари хули патĕнче басмачсемпе çапăçма чи пĕрремĕш хут сывлăш десантне (45 çынран тăракан отряд) антарнă. Сывлăшпа десант çарĕсен кунне вара 1930 çулхи августăн 2-мĕшĕнче Киев çар округĕнче пысăк десант чаçĕсем парашютпа сикнĕ хыççăн çак кун - августăн 2-мĕшĕнче паллă тума пуçланă. 1941-1945 çулсенчи иккĕмĕш тĕнче вăрçинче Совет Союзне Çĕнтерÿ тума сывлăшпа десант çарĕсен чаçĕсемпе подразделенийĕсем нумай пулăшрĕç. 1979-1989 çулсенче Афганистан республикинче интернационаллă пулăшу панă чухне те сывлăшпа десант çарĕсем хăйсен ялавне çĕре ÿкермерĕç. Çак аслă вăрçăра Е.А. Александров (Муркаш) десатник пулса çапăçнă.
Пирĕн районти чи тĕслĕх илмелли десантник-воин вăл запасри гварди аслă сержант Сергей Васильевич Черкашин (1963 çулта çуралнă). Вăл Афганистанри çапăçусене те хутшăннă. Паян Сергей Васильевич Муркашри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче бокс енĕпе тренерта вăй хурать. Çак хушăра сывлăшпа десант çарĕсенче служба тăма тивĕçнĕ çамрăксене мĕн чухлĕ хатĕрлемерĕ пулĕ. Унпа пĕрлех Афганистан çĕрĕ çинче Çеменкассинчи И.М. Михайлов, Шаптак-Муркашри В.Ю. Иванов, Москакассинчи В.Е. Киршев хастаррăн çапăçнă.
Çавăн пекех Муркашри Владислав Вячеславовоич Лукин, Дмитрий Николаевич Колесников, Мăн Сĕнтĕрти Игорь Вячеславович Семенов, тата ыттисем пирки те ырă сăмахсем калас килет.
Хальхи вăхăтра сывлăшпа десант çарĕсем РФ Хĕçпăшаллă Вăйĕсенче çапăçусене чи хатĕр единица шутланать.
Хальхи вăхăтра та Муркаш районĕнчи 7 çамрăк десантник-воинсен "кăвак" беречĕсемпе çÿреççĕ. Районти çар комиссариатне вĕсем службăра тăракан Сывлăшпа десант çарĕсен çар чаçĕсен командирĕсенчен вĕсем хăйсен çар тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлани çинчен тав çырăвĕсем килсех тăраççĕ. Вĕсем хушшинче: Алексей Анатольевич Афанасьев, Евгений Александрович Васильев, Олег Витальевич Архипов.
Çĕршывăн пулас сыхлавçисене вара çакна каласшăн: çирĕп сывлăхлă пулăр, хăвăрăн вĕренÿ тата моральпе психологи шайне ÿстерсех пырăр, мĕншĕн тесен çаксем сывлăшпа десанит çарĕсенче службăра тăма май паракан чи кирлĕ условисем.
Десантник-воинсене Сывлăшпа десант çарĕсен кунĕ ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп. Çемьере телейпе тулăх пурнăç сунатăп. Эсир çĕршыва сыхлассинче çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăнине эпĕ çирĕппĕн ĕненетĕп.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"