28 июля 2004 г.
Ял çыннишĕн паян çав тери канăçсăр вăхăт. Курăксене пĕрремĕш хут çулассине вĕçлесе выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ хатĕрлемелле, акнă-лартнă ял хуçалăх культурисене йĕркеллĕ пăхса çитĕнтермелле, вырмана, кĕр акине хатĕрленмелле т. ыт. те. Район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн тĕп агрономĕпе А.И. Павловпа ирттернĕ калаçу шăпах çав ыйтусем тавра та.
- Александр Ильич, çумăрсем тăтăшах чăрмантарнăран кăçал курăксене çулса илес, выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлес тĕлĕшпе йывăрлăхсем питĕ пысăк. Çакăн пек лару-тăрура Эсир мĕн сĕннĕ пулăттăр?
- Паллах, çанталăк ирĕк панă пулсан паянхи куна акнă курăксене, улăх-çаран курăкĕсене çулса пĕтерме те пулатчĕ. Ирĕкĕ вара пулмарĕ, юлашки кунсенче çумăрсем ытларах чăрмантармарĕç те, ку енĕпе ĕç-пуç хăвăртланчĕ.
Пирĕн районта акса-лартса тăвакан культурăсен структуринче нумай çул ÿсекен курăксем 32 процент йышăнаççĕ. Кăçал масса вăйлă, çулса типĕтме те çăмăл мар. Çавăнпа та сенаж-силос ытларах хатĕрлени вырăнлăрах. Типĕ утă хатĕрлесси çине шанни харама кайма пултарать, мĕншĕн тесен курăксем хытса-ватăлса кайрĕç, утăн пахалăхĕ те çукрах. Паллах, çаврăнăçуллă пулсан уттине те типĕтсе кĕртме май пур. Шел пулин те, хальлĕхе курăксене те çур лаптăкне кăна çулнă, утти те палăртнин чĕрĕк пайне çывăх кăна.
Сенаж-силос хывнă чухне траншея ямăсен тĕпне кивĕ улăм тултармалла. Асфальт-бетон площадкăсемпе усă курмалла. Тасатнă вырăнсенче массăна купаласа, тăвар, ытти консервантсем хушса апатлăх хатĕрлемелле, ăна октябрь-ноябрь уйăхĕсенче çитерсе ямалла.
- Чылай хуçалăхра курăксене техника çулса ĕлкĕреймест, ĕçе тухакан-хутшăнакан халăх вара сахал.
- Лару-тăрăва пĕлетĕп, çынсем хăйсен 60 соткисенче тар кăларса ĕçлеççĕ. Ман шутпа, улăх-çаран курăкĕсене çулмашкăн, пухса тирпейлемешкĕн ("Ударник" хуçалăх тĕслĕхĕпе) çынсемпе 50 процентлă килĕшÿсем (çурри - хăйне, тепĕр çурри - хуçалăха) туни те вырăнлах. Мĕн чухлĕ типĕ утă хатĕрленине кура çĕнĕ тырă вырнă хыççăн вĕсене улăмĕ те тÿлевсĕр пултăр. Улăх-çарансенчи курăксене вăхăтра çулса илмесен вара вĕсем япăхса каяççĕ, тухăç та чакать. Сăмах май, "Динамо", "Нива", "Волга", "Сеятель", "Юнга" тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче утă хатĕрлесси ытлах та уксахлать.
- Кĕçех вырма ĕçĕсем пуçланаççĕ. Кĕр тыррисем акма та вăхăт çитет.
- Кĕр тыррисем акма районти хуçалăхсенче 5 пин гектар таран пусу лаптăкĕсем хăварнă. Шел пулин те, вĕсенчен ытларахăшĕнче çум курăкĕ алхасать, тĕллĕн-тĕллĕн 1 метра яхăн е ытларах та çитĕнсе кайнă. Çавăнпа та уя хатĕрличчен вĕсене çулса вĕтетмелле. Дисклă сÿресемпе хĕреслĕ майпа сÿрелемелле е предплужниклă плугсемпе тарăнах мар сухаламалла. Çум курăкĕсем вăрă сапиччен кĕтсе пурăнатпăр пулсан нимĕнле ĕç эффективлăхĕ те пулмасть. Гербицидсем туянмашкăн укçа-тенкĕ тăкаклатпăр, çум курăкĕсене вара 4-5 çулта та парăнтарса пĕтерейместпĕр.
Кĕр тыррисене акас умĕн (лаптăка сухаланă хыççăн) 5-6 сантиметр тарăнăшне культивацилесе илсен тăпрана питĕ лайăх хатĕрлесе çитерме пулать. Культивацие 15 сантиметр тарăнăша яратпăр пулсан ,çиеле пысăк муклашкасем тухса выртаççĕ. Акас умĕн лаптăксене тÿрлетме тата тăпрана лайăх ватса хатĕрлемешкĕн сÿре агрегачĕсемпе усă курни вырăнлă.
- Александр Ильич, кăçал фитофтороз чирĕ сарăласси те хытах пăшăрхантарать вĕт?
- Эсир паракан ыйту вырăнсăр мар. Кăçалхи йĕпе-сапаллă çанталăк çак чире аталанма ытлах та меллĕ. Колорадо нăррисемпе кĕрешме вăй çитерĕпĕр-ха, фитофтороза пула вара çĕр улми тухăçне самаях çухатма пултаратпăр. Çĕр улми аврисем çинче çак чир алхасма пуçларĕ ĕнтĕ, килти хуçалăхсенче помидорсем те хуралса кайрĕç, çĕр улми çеçкисем те хуралма тытăннă. Çавăнпа та чир-чĕре парăнтармашкăн системăллă препаратсемпе те ("ридемил-голд", "ордан", "оксиком"), контактлă препаратсемпе те ("Браво", «цихком») усă курмалла. Фирма магазинĕсенче, пасарсенче сутакан ("сингента", "Позитив", "Альфа-газ" т. ыт. те) препаратсем те вырăнлă. Колорадо нăррисене пĕтермешкĕн вара "Актара", "Моспилан", "Конфидор" препаратсем чи шанчăклисем.
Килти хуçалăхсенче те çак ĕçсене вăхăта кая хăвармасăр пурнăçламалла. Унсăрăн тухăçа нумай çухататпăр.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"