28 июля 2004 г.
Кăçалхи январь-май уйăхĕсенче Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пĕтĕмпе çул çинче çуран çÿрекенсем хутшăннипе 30686 инкек пулнă. Çак хушăра çавнашкал аварисем пирĕн республикăра 169 пулса иртнĕ.
Асăннă инкексенчен 90 проценчĕ хуласемпе ялсен территорийĕсенче пулса иртнĕ. Çуран çÿрекенсене таптанă тĕслĕхсенчен 45 проценчĕ чухлĕ çĕрлехи вăхăтра пулса иртнĕ, кашни 10-мĕш авари - çуран çÿрекенсем каçса çÿремелли вырăнсенче.
Инкексен сăлтавĕ вара - çул-йĕр правилисене пăсни. Водительсем енчен те, çуран çÿрекенсем енчен те палăрать çакă.
Акă, кăçалхи июлĕн 18-мĕшĕнче Мăн Хураçкара 24 çулхи А.Н. Овчинников водитель руль умне ÿсĕрле ларать: çуран пыракан О.С. Тимаковăна çапса хăварать. 81 çулхи хĕрарăм Мăн Сĕнтĕр больницинче вилсе каять.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"