28 июля 2004 г.
Иртнĕ тунти кун Ярапайкасси ял администрацийĕн территорийĕнче Альметьевск - Чулхула магиситраллĕ продуктопровод татăлса кайнипе дизель топливи юхма пуçланă. Çак чрезвычайлă лару-тăрăва мĕнле татса панă. Çак ыйтăва эпĕ район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру тĕлĕшпе ĕçлекен пай пуçлăхне Н.П. Милютина патăм:
- Кăçалхи июлĕн 26-мĕшĕнче 2 сехет те 30 минутра районта шалти ĕçсен пайĕн "Шырав" ушкăнĕнчен тата 2 сехет те 40 минутра пушар службин диспетчерĕнчен 01 службăна тата районти шалти ĕçсен пайĕн оперативлă дежурнăйĕ патне Елача ялĕ тĕлĕнче нефть продукчĕ юхса тăни çинчен хыпар çитнĕ (пĕрремĕш пĕлтернĕ чухне Эхветкасси патĕнче, тепрехинче Кÿстерек патĕнче, тесе пĕлтернĕ пулнă).
Пилĕк-çичĕ минут хушшинче ку информацие район администрацийĕн пуçлăхĕ, чрезвычайлă лару-тăру кăларса тăратакан инкексене сирсе ярассине асăрхаттарассипе тата пушар хăрушсăрлăхĕпе ĕçлекен районти комисси председателĕ патне çитернĕ. Çак хыпара "03" службăна та пĕлтернĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов тÿрех асăннă чрезвычайлă лару-тăру кăларса тăратнă иинкеке сирсе яма 8 çынран тăракан комисси йĕркелени çинчен йышăну кăларнă. Комисси пуçлăхне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне, ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн начальникне В.К. Ананьева çирĕплетнĕ.
Инкек пулнă çĕре 2 сехет те 40 минутра районти 37-мĕш номрерлĕ пушар чаçĕнчен унăн ертÿçипе И.Н. Смирновпа пĕрле пурĕ 4 çын, инкек пĕтерме пулăшакан транспорт тухса кайнă. 2 сехет те 45 минутра районти шалти ĕçсен пайĕнчен 5 çынран тăракан оперативлă ушкăн (ăна районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.А. Свистков ертсе пынă) тата районти тĕп больницăн "Васкавлă пулăшу" бригади çитнĕ унта. Чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухнă вырăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов тата çак инкеке сирсе яма туса хунă комиссин председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.К. Ананьев пырса çитнĕ. Инкеке чарса лартма тата сирсе яма кирлĕ хушма вăйсене тупассине район администрацийĕн пуçлăхĕ район администрацийĕн гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пай урлă йĕркелерĕ.
Инкеке сирсе яма "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикинчен, "Свобода", "Герой", "Дружба", "Спецмонтажгаз" уçă акционер обществин "Моргаушская" куçса çÿрекен механизациленĕ колоннин автотранспорчĕсем пынă.
Пĕтĕмпе районĕпе аварине сирсе яма автотрактор техники 14 единица тата 25 çын хутшăннă.
5 сехете вара авари пулнă вырăна "Средневолжсктранснефтепродукт" предприятийĕн авари бригади килсе çитрĕ: унта 10 ятарлă техника тата 42 çын. ку вăхăта дизель топливине юхма чарнăччĕ ĕнтĕ, ăна каялла çăттарса илессине те йĕркеленĕччĕ.
- Асăннă авари пысăк инкексемех тумарĕ-и?
- Ку аварие чарса лартнă чух тата сирсе янă чух инкек-тавраш пулмарĕ. "Лидер" хуçалăхĕн 0,20 гектар çинчи тĕш тырăпа нумай çул ÿсекен курăк, çавăн пекех тăпра 30 тонна дизель топливи юхса тăнипе юрăхсăра тухрĕ. Çавăн пекех Елачара пурăнакан уйрăм çыннăн анкартийĕнче выльăх кăшманĕ сиенленнĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"