Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Епле-ха юратмăн ăна?

28 июля 2004 г.

 

Çанталăк шăрăх чух каçхине киле те кĕрес килмест. Районти тĕп больница алăкĕ çумĕнче те, ав, çап-çамрăк хĕрарăмсем калаçса тăраççĕ. Сăнарах пăхсан, вĕсем пулас ача амăшĕсем пулни палăрать. Больница алăкĕ патне çывхарса пынă май хăлхана вĕсен сăмахĕсем пырса кĕреççĕ:

- Ах, çав Нина Артемьевна кашни хĕрарăмпах калаçма пĕлет-çке. Унпа калаçнă хыççăн чун лăпланать, ыратни те иртет, - тет пĕри.

Унтан ушкăнри чи çамрăкки пулас, çапла хушса хурать:

- Пĕлетĕр-и, тата мана вăл мĕншĕн килĕшет. Вăл никама та  уйăрмасть: эс çĕн чăваш-и е фермăра ĕне сăватăн - пуринпе те пĕр пек лайăх калаçать.

- Вăт, ку паянхи чăн-чăн врачăн тепĕр кирлĕ те паха енĕ, - мĕлтлетсе илет пуçра хĕрарăмсен калаçăвĕ илтĕнме пăрахсан.  Муркашра 17 çул пурăнатăп - райгинеколог Н.А. Лобачева пирки хăрах хăлха вĕçĕпе те халиччен те никамран та пĕр килĕшÿсĕр сăмах та илтмен. Чирлисемшĕн пĕтĕм чун-чĕрипе тăрăшакан çепĕç кăмăллă çак тухтăра ниепле те юратмасăр тăма май çук. Ăна юратман çын çук та пулĕ районĕпе те. Вăл кĕрсен, палата çуталса каять. Хăйĕн вырăнлă та шÿтлĕ калаçăвĕпе чунри йывăр кăмăла сирсе ярать. 31 çул хушшинче миçе çĕр, пин хĕрарăма сыватман-ши вăл, аллине ача тытнă миçе çĕр хĕрарăм ăна паян кун та тав тумасть-ши; Миçе хĕрарăмпа халь-халь çуралас ачана вилĕм аллинчен туртса илмен-ши вăл. Çĕрне-кунне пăхмасăр.

Пĕр виçĕ çул çитрĕ пулĕ унтанпа, Нина Артемьевна больница территорийĕпе пыратчĕ. Кĕçĕн çулсенчи арçын ачине çавăтнă хĕрарăм сывлăх сунчĕ, чарăнчĕ:

- Тавах сире, Нина Артемьевна, сан ача вĕт çак ача. Йĕкĕреш ывăлпа хĕрачана эсир Владислав Григорьевич Даниловпа касса кăлартăр. Сирĕн ятăрпа хĕрачана Нина, арçын ачана Слава патăмăр. Тав сире.

Чунне парса ĕçлекен тухтăршăн çакăнтан хакли мĕн пултăр; Ытла та йывăр, анчах пархатарлă ĕç çав вăл - тухтăр ĕçĕ. 1967 çулта И.Н. Ульянов ячĕпе хисепленекен университетăн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ чух Нина кайран хăйне чысласа районта Нинăсем хушăнасси пирки шутлама та пултарайман. 4 курсра М.С. Соловьева преподаватель акушерствăпа кружок йĕркелесе ярсан, унтан пĕрре те юлмарĕ. Пултаруллă преподаватель çуратнă интерес вара 4 курсра Етĕрне больницине практикăна кайсан, пурнăç çулĕпе пĕр килессе ăнланчĕ хĕр. Практика уйăхне çеç мар, çăвĕпе кунта тин çуралнă ачасене пăхакан медсестрара вăй хучĕ. Çакăн хыççăн унăн пĕр иккĕленÿ те юлмарĕ: "Гинеколог пулатăп: - çирĕппĕн татса каларĕ вăл амăшне унтан таврăнсан. Мĕнлерех телей иккен вăл хăв ĕçĕн результатне курасси: алла ача тытнă телейлĕ амăшĕн кулли. Кунтан илемлĕ ÿкерчĕк пур-ши пурнăçра;

Анчах çак телей патне тепĕр хĕрарăмсем вилĕм аллинчен хăтăлса пыраççĕ çав. Врачсем çĕр çинче мĕн пуррине манса вĕсен пурнăçĕшĕн кĕрешни парнелет вĕсене çак телее. Кăна Нина Артемьевна 1973 çулта университет хыççăн ĕçлеме пуçласан ăнланчĕ. Çуратнă чух юн кайма пуçласан хĕрарăмпа пулас ача пурнăçĕ пĕтĕмпех врач аллине кĕрсе ÿкет. Тата юн пусăмĕ ÿссе кайса, сывă хĕрарăмах тытса пăрахнă чух. (Турă сыхлатăрах йывăр çын хĕрарăмсене çак икĕ хăрушă тĕслĕхрен). Паянхи кун пек астăвать те çав ĕçлеме пуçланă çулсене. Нискассинчи йывăр çын хĕрарăмăн пурнăçĕ хăрушлăха кĕрсе ÿкнĕ. Шăпах иккĕмĕш тĕслĕхри пек. Хĕрарăм камне те астăвать. Г. Сютейкина. Акушеркăпа çĕрĕпех хĕрарăма эфир маскине тăхăнтартса, ун чух мĕн тума пултарнине турĕç. Ун чух тата хальхи пек вăйлă та витĕмлĕ эмелсем те пулман-çке. Приступа (çакна ăна хĕрарăм организмĕн çие юлни çине паракан аллерги тейĕн, хырăмран тухсан, тÿрех иртсе каять вăл) иртсе кайрĕ, ирхине вара Муркаша больницăна илсе килсе операци турĕç: амăшне те, ачине те çăлчĕç. Çăмăл мар иккен, анчах çав тери пархатарлă çав тухтăр ĕçĕ.

Е тата Турайне хĕрарăма ача çураттарма тракторпа кайнине илер. Нискассине "Васкавлă пулăшу" машини çитерсе ячĕ. Турайĕнчен хирĕç трактор тухрĕ илме. Хĕрарăма йĕркеллех çураттарчĕ. Çул çине каллех тракторпа кăларса ячĕç.

Сахал пулнă-и тата кĕçĕн çулсенчи ачисене пĕччен пăрахса хăварса талăкĕ-талăкĕпех хĕрарăмсене вилĕмрен çăлса вĕсем умĕнче ларни; Тавах амăшне Анастасия Порфирьевна Марковăна, ачисем шанчăклă алăра пулчĕç çакăн пек самантра. Мĕн чухлĕ пулнă тата çуралнă кун паллă тунă чух прт тулли хăнасене пăрахса хăварса, больницăна хĕрарăм пурнăçне  çăлма васкани;

Астăвать-ха Нина Артемьевна, аякри тăванĕсем ăна çуралнă кунпа саламлама килнĕччĕ. Çур сехетрен больницăран шăнкăравларĕç: "Ача çуратакан хĕрарăмăн юн кайма пуçланă". Хĕрарăмăн шыв шарлаттарса юхнă пек юн каять. Пĕр çеккунт та тăхтама юрамасть. Ирчченех хĕрарăм пурнăçĕшĕн кĕрешрĕ гинеколог. Ăна вилĕм аллинчен туртса илчĕ илчех. Каçхине вара, хăнасем ача садне кайса янă ачисене садикран кайса илчĕ.

Харпăр хăй вăйне шанни, пултарулăхпа ăсталăх тÿрех пулмасть никамăн та. Нина Артемьевна та малтан операци тума мар, ун умĕн ÿт касса яма та шикленетчĕ. Практика экзаменне вара шалти çак туйăма çĕнтермелли тĕслĕхе вара пурнăç хăех илсе килчĕ. Ĕçлеме пуçласан виççĕмĕш çулччĕ пулас, хĕрарăма илсе килчĕç. Шăп та лăп хирург та çук çак самантра. Пĕр самант та кĕтме вăхăт çук. Хĕрарăма çăлмалла.

- Операцие кĕме-кĕрĕпĕр-ха, каялла тухайăпăр-ши, - пытараймарĕ хăй пăлханнине çамрăк врач.

- Кĕретпĕр-тĕк, тухатпăрах пулĕ-ха, - вăй пачĕç. П. Клементьева операци сестрин сăмахĕсем.

Операци ăнăçлă иртрĕ. Шалта чарса тăракан барьера çĕнтерчĕ хĕр-врач. Эппин, вăл врач пулнине çирĕплетекен чăн-чăн экзамен тытрĕ. Çав хĕрарăм паян Ишлейре пурăнакан В. Ершова Нина Артемьевнăна паян кун та "Манăн иккĕмĕш анне", тет. Хăвна çĕнĕрен пурнăç парнеленĕ çынна урăхла епле калăн; Унтанпа мĕнле кăна операци тумарĕ пулĕ Н.А. Лобачева гинеколог. Çак опыт вара унăн малтанхи 10 çул хушшинчех пуçтарăнчĕ, çирĕпленчĕ практика пĕлĕвĕ 10 çул хушши пĕччен гинеколог ĕçлерĕ çав вăл. Чирлисене йышăнса пĕтермесĕр кăнтăр апатне кайнине те астумасть. Йывăр çын хĕрарăмсемпе те  хăех ĕçленĕ, стационарта чирлисене хăех сипленĕ, ача çуратмалли уйрăм та ун çинчех пулнă. Йывăр çын хĕрарăмсене те декрета хăех янă анализпа илнĕ. Ун чух çулталăкне хальхи пек 180 мар 400 ача çуралатчĕ. Кашнине пăхса тăмалла. Иккĕлле яваплăх вĕт вăл: амăшĕн пурнăçĕ та, ачин те - гинеколог аллинче. Пиçрĕ-тĕк пиçрĕ ун чух Нина Артемьевна хăйĕн сокĕнче. Çав вунă çул хушшинче пĕр йывăр çын хĕрарăм вилнĕ тĕслĕх те пулман. Малтан "Васкавлă пулăшу" та пулман вĕт-ха. Сахал пулнă-им вара çакăн пек  самантсем. Астăвать-ха, халь-халь пурнăçпа уйрăлма хатĕр хĕрарăма: акушерка массаж тăвать, вăл вара çăвартан-çăвара сывлăш парать. Куçран вара куççулĕ юхать: Ах, çăлчĕç-çăлчĕçех хĕрарăма. Мĕнле тав сăмахĕ каламăн çакăн пек ылтăн чĕреллĕ Нина Артемьевнăна. Тĕлĕнме кирлех-и вара тахçан хăй ача çураттарнă хĕрарăмсем паян хăйсен хĕрĕсене çураттарма килсен, мăнуклă пулсан:

- Ах, Нина Артемьевна, ун чух тав сăмахĕ те калама пĕлмерĕм пуль. Паян та пулин йышăнсамăр манран ун чухнехишĕн каçарупа тав сăмахне. Мĕнле юратмасăр, хисеплемесĕр тăрăн çакăн пек ăшă хĕлхем сапса тăракан тухтăра.

Сăнанă-и эсир, ырă çын çумĕнче яланах ырă çынсем нумай. Нина Артемьевна паян кун та хăйне ĕçре пулăшнă опытлă акушеркăсене тав тăвать. Л. Сарбаева вĕсенчен пĕри. Е тата Д.И. Ефремова пулăшнă тĕслĕхе аса илер. Нина Артемьевна ĕçлеме пуçланă чух вăл тивĕçлĕ канураччĕ ĕнтĕ. Ача çуратмалли хĕрарăма илсе килчĕç. Ачи вара урлă выртать. Мĕн тумалла пĕрремĕш хут çакăн пек тĕслĕхпе тĕл пулнă ĕнерхи студенткăн; Дария Ивановнăна килме ыйтрĕ ниçта кайса кĕме пĕлмен хĕр-тухтăр.

- Чи малтан лăплан, - терĕ килсе çитнĕ ватă акушерка. Унтан аллисене çуса тасатса хатĕрлерĕ те, аллипе кĕрсе кайса ачана çавăрса пачĕ хырăмра. Чип-чипер çураттарчĕ çамрăк врач хĕрарăма. Паян кун та тав тăвать çав акушеркăсене вăл врач пурнăçĕн пуçламăшĕнче пулăшнăшăн. Çавăн пекех хирургра ĕçленĕ Н.А. Аршуткина ырăпа аса илет, Мăн Сĕнтĕрти С.М. Ванюков гинеколога та тем пек тав тăвать вăл:

- Кирек хăш вăхăтра та пулăшатчĕ вăл, - тет.

Паян та йывăр операцисем пулаççĕ.

- Мĕн ĕçлеме пуçланăранпах мана операцисенче хирургсем пулăшаççĕ. Тав вĕсене пуриншĕн те,- тет Нина Артемьевна.

31 çул хушшинче пĕр отпускра та пулин йĕркеллĕ каннă-ши Нина Артемьевна; Çук пулĕ. Ĕмĕрĕпех шăмат кунсенче ĕçленĕскер, халĕ те шăмат кун-и, вырсарни кун-и - амăш патне çитиччен е ун патĕнчен хваттере таврăннă чух больницăна хăй сиплекен хĕрарăмсем патне кĕрсе тухмасăр чăтаймасть. Больницăра выртакансем те çакна хăнăхнă ĕнтĕ. Ытти ĕç кунĕнчи пек ăна кĕтеççĕ. Юратнă тухтăр кĕрет те палата çуталсах каять вара.

- Кайран ĕçлеме пăрахсан та йăнăшпа урусем сана больницăна илсе кĕреççĕ пулĕ,- шÿтлеççĕ унпа пĕрле  ĕçлекенсем. Ырми-канми ĕçĕшĕн Н.А. Лобачева -1987 çулта Раççей шайĕнчи чыса тивĕçрĕ: "Сывлăха сыхлас ĕç отличникĕ" хисеплĕ  ят пачĕç ăна. Унтан та пысăкрах награда пур унăн: халăх юратăвĕ, халăх хисепĕ, хăй çураттарнă ачасем те паян  хăйсем алла ача тытни. 31 çул хушшинче унăн ырă чĕрипе сиплĕ алли витĕр тухнă çĕршер-пиншер хĕрарăмăн тав сăмахĕ, ырă сунни. 55 çул тултарчĕ халĕ Нина Артемьевна. Сăнĕпе чылай çамрăк курăнаканскерĕн çепĕç- чĕлхипе  йăл кулли, тата нумай-нумай çул çутаттăр больница палатисемпе хĕрарăмсен чуне-чĕрине . Çынна ырă тунă кашни утăмĕ пĕр çĕре пĕрлешсе, унăн пурнăç çулне çутатса, ыррине çеç парнелетĕрччĕ хăйне. Унăн йăл куллине туртса илме нимĕнле сăлтав та ан кайтăрччĕ халăх юратакан Н.А. Лобачева гинеколог патне пыма.

...Алăка хуллен шаккарĕç те, ĕç пÿлĕмне вăтам çулсене çывхаракан хĕрарăм кĕрсе тăчĕ.

- Мĕн канăç памасть сана, хитрескерĕм, йăл кулăпа кĕтсе илчĕм ăна Нина Артемьевна. Хăюсăрлăхпа иккĕленÿ наччасрах ирĕлсе кайрĕç хĕрарăмăн çак сăмахсем хыççăн.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика