28 июля 2004 г.
Таврана каç сĕмĕ хуплама тытăннă пулин те, çул хĕрринчи вăрман тăрăхĕнче пĕр çын утса çÿренине асăрхарăм. Пĕлтĕр лартса хăварнă хыр-чăрăш тата ытти йывăçсен калчисене тимлĕн сăнаса пăхать, вăхăт-вăхăтăн чарăнсах тăрать. Шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташăм Леонид Иванович Никитин - хуçалăх лесникĕ - пулчĕ иккен. Пĕрне-пĕри сывлăх сунтăмăр, калаçса кайрăмăр.
- Пĕлтĕрхи калчасемшĕн ытлах пăшăрханмастăп-ха, чĕрĕлĕсе вăй илчĕç. Кăçал Йĕпреçри вăрман питомникĕнчен илсе килсе лартнă 12 пин штук калча (вĕсене лартнă çĕрте тĕпрен илсен Йÿçкассинчи вăтам шкулта вĕренекенсем вăй хунă) епле аталанасси пăшăрхантарать, - пĕлтерчĕ вăл. - Вĕсен вара лайăх çитĕнмелле, хĕллехи вăхăтра çулсене çил-тăман хупласа лартасран хÿтĕлемелле, тавралăх илемне те сăн кĕртмелле.
Йÿçкассинчи вăтам шкулта иксĕмĕр пиллĕкмĕш класран тытăнса пĕр парта хушшинче ларса. Ун чухнех йывăç-тĕм лартма, вĕсем епле чĕрĕлсе вăй илнине асăрхама-сăнама юрататчĕ. Çавна пулах-тăр шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне вĕренме кĕчĕ. Хыççăн Вăрнар районĕнче техник-лесоводра тăрăшрĕ.
Чунĕ тăван енех туртнăран хамăр хуçалăха таврăнчĕ. Пĕр вăхăт Матьăк уйрăмĕн ертÿçинче, çĕр улми вăрлăхĕ çитĕнтерекен лаборатори ертÿçинче вăй хучĕ. Хыççăн каллех хăй килĕштернĕ-юратнă ĕçе кÿлĕнчĕ, хуçалăх территорийĕнчи вăрмансене пăхса тăракан лесникра тăрăшма тытăнчĕ. Вăл пуçарнипе тата ертсе пынипе унтанпа Йÿçкасси тăрăхĕнче вăрман тăрăхĕсем сахал мар хушăнчĕç. Вĕсене пыракан-çÿрекен çынсем тавралăх илемне хаклама пĕлменшĕн,çÿп-çап, тĕрлĕ ăпăр-тапăр пăрахса вараланишĕн вара вăл чăннипех хытă пăшăрханать. Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"