27 июля 2004 г.
Ĕнер çĕрле, 2 сехет те 20 минутра, Муркаш районĕн шалти ĕçсен пайĕн уйрăмĕн дежурнăйне Энĕшкасси Кушкă станци операторĕ Кÿстерек ялĕ тĕлĕнче нефть пăрăхĕнчи давлени чакни тата «Альметьевск-Чулхула» нефтепроводĕнчен солярка юхса тухни çинчен пĕлтернĕ. Сехет иртсен авари вырăнне Чăваш Енĕн Чрезвычайлă лару-тăру комитечĕн дежурнăй караулĕ, Муркаш районĕн шалти ĕçсен пайĕн оперушкăнĕ тата нефтепродукт транспорчĕн Вăтам Атăлăн АУОн юсав бригади çитнĕ. Авари ушкăнĕ солярка юхса тухнă вырăна çавăрса илнĕ, дизтопливăна сăрăхтарса илнĕ.
Авари вырăнĕнче пĕтĕмпе 20 çын ĕçленĕ. 5 автоцистернăпа 3 топливозаправщика, 4 ятарлă техникăна явăçтарнă.
Ирхине 6 сехет тĕлнелле нефтепровода юсанă, юхса тухнă топливăна пуçтарса пĕтернĕ.
Солярка юхса тухнин сăлтавĕ- палăртман çынсем саккуна пăсса пăрăхран нефть юхтарни.
Аварие пула 1 тонна дизтопливо юхса тухнă, Е.Платоновăн кăшман акнă çĕр лаптăкĕ сиенленнĕ.
Ку ĕçе Муркаш районĕн шалти ĕçсен пайĕ тĕпчет.
Источник: "Хыпар"