Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район экономикипе социаллă аталанăвĕ кăçалхи пĕрремĕш çу

24 июля 2004 г.

 

Вĕрентÿ ĕçĕ

Вĕрентÿ ĕçне модернизацилессин концепцийĕпе килĕшÿллĕн, районта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен сетьне реструктуризацилесси пырать. Вĕрентÿпе пурлăх бази çирĕпленнĕ, ялти шкулсене компьютеризациленĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсем чылай инвестици программисене хутшăнаççĕ. Кăçал шкулсенчен 499 ача вĕренсе тухнă, вĕсенчен 6-шĕ - ылтăн медальпе, 12-шĕ - кĕмĕл медальпе. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен кăтартăвĕсем тĕп предметсемпе пĕлÿ пахалăхĕ лайăхланнине çирĕплетеççĕ.

Вĕрентÿ ĕçне аталантарма уйăрнă укçа-тенкĕрен пĕрремĕш çур çулта 42026 пин тенкĕпе усă курнă. Пĕр вĕренекене пĕлÿ памашкăн вăтамран 5027 тенкĕ е иртнĕ çулхинчен 584 тенкĕ нумайрах тăкакланă. Вĕренÿ çурчĕсене юсама 692 пин тенкĕ уйăрнă. Ĕçпе кану лагерĕсем 29, вĕсене 1229 ачана явăçтарнă.

Сывлăха сыхлас ĕç

Районта пурăнакан 36895 çынна (çав шутра ачасем 8848)нумай профиллĕ сиплевпе профилактика учрежденийĕ тивĕçтерсе тăрать, сменăра 840 çынна йышăнать.

Январь-июнь уйăхĕсенче районта 190 ача (иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 48 ача ытларах) çуралнă. Çав вăхăтрах 369 çын (пĕлтĕрхинчен 18 çын нумайрах) пурнăçран уйрăлнă. Çынсем вилессин шайĕ пысăкки чи малтанах районта пурăнакан халăх ватăлса пынипе, тепĕр енчен - тĕрлĕрен чирсемпе ытларах чирленипе, инкек-синкексемпе, суранланса аптăранипе тата тĕрлĕ шĕвексем ĕçсе-имçамланса организма сиенлетнипе çыхăннă. Вилнисен йышĕнче 28 процент ĕçлеме пултаракан тытăмри çынсем, вĕсенчен 75 проценчĕ - арçынсем. Вилекенсен хисепĕ уйрăмах Тренккă, Йÿçкасси, Турай тата Ваçкасси ял администрацийĕсен территорийĕсенче нумай пулнă.

Асăннă тапхăрта сиплев учрежденийĕсен пурлăх бази çирĕпленнĕ, диагностикăпа сиплев оборудованине çĕнĕрен 1260 пин тенкĕлĕх туяннă. Поликлиника çумĕнче пĕтĕмĕшле врач практикин Турайри уйрăмĕ уçăлнă. Турайри участок больницинче 500 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем тунă. Хальхи вăхăтра пĕтĕмĕшле врач практикин Москакассинчи уйрăмне уçас ĕçсем пыраççĕ.

Районти страховой больница  касси урлă сиплевпе профилактика учреджденийĕсенче сипленмешкĕн 11377 пин тенкĕ е иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 31 процент нумайрах укçа уйăрнă. Вырăнти бюджетран сывлăха сыхлас ĕç валли  12365 пин тенкĕпе тивĕçтернĕ.

Физкультура, спорт

Спорт мероприятийĕсен календарĕ çулленех çĕнĕ ăмăртусемпе пуянланса пырать. Пĕрремĕш çур çулта район пĕлтерĕшлĕ тата хуçалăхсенче 38 ăмăрту, республика пĕлтерĕшлĕ 5 ăмăрту ирттернĕ. Пĕрремĕш разрядлă 52 спортсмен, спорт мастерĕн кандидатне пĕрре хатĕрленĕ. Асăннă тапхăрта физкультурăпа спорта аталантарма 285 пин тенкĕ тăкакланă.

Культура

Культура ĕçченĕсем районти культурăна аталантарас тĕлĕшпе палăртнă программăна пурнăçлассипе çине тăрса ĕçлеççĕ. Çур çулта моделлĕ виçĕ библиотека (Атапайра, Юнкăра, Вăрманкассинче) уçăлнă, вĕсене хальхи вăхăтри компьютер, аудио-видеооборудованипе, электронлă ресурссемпе, çĕнĕ кĕнекесемпе тивĕçтернĕ. Интернета хăвăрт кĕмешкĕн библиотекăсем валли спутник оборудованийĕн икĕ комплектне (100 пин тенкĕлĕх) туяннă.

Муркаш районĕ йĕркеленнĕренпе 60 çул тултарнипе халалланă смотр-конкурса хăйсен ăсталăхне тĕрлĕ жанрсенче кăтартнă 54 коллектив хутшăннă. Клуб учрежденийĕсенче 3 пин ытла мероприяти ирттернĕ, çакăн чухне халăха 171 пин тенкĕлĕх услугăсем панă. Республикăри мероприятисене хутшăнса, чылай коллективсемпе уйрăм çынсем тĕрлĕ номинацисенче лауреатсем пулса тăнă. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тата пропагандăлас ĕçре уйрăмах палăртнă 12 яш-кĕрĕм респулика Президенчĕн стипендиачĕсем пулса тăнă.

Хальхи вăхăтра культура учрежденийĕсене кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра хатĕрлесе çитерес ĕç пырать, юсав ĕçĕсем анлă сарăлнă. "Культура тата искусство" пайпа пĕтĕмпе 4140 пин тенкĕ укçа уйăрнă.

Социаллă политика

Асăннă сферăн тĕп задачи халăхăн пурнăç шайне хăпартасси пулса тăрать. Пысăк тата вăтам предприятисенче вăй хуракансен уйăхри вăтам ĕç укçи пĕрремĕш çур çулта вăтамран 1966 тенкĕпе (пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 36 процент нумайрах) танлашнă. Çав вăхăтрах ĕç укçин виçи экономикăн тĕрлĕ отраслĕсенче питĕ уйрăлса тăрать: кредит организацийĕсенче вăл 4838 тенкĕпе танлашать пулсан, ял хуçалăхĕнче 1259 тенкĕ чухлĕ кăна. "Динамо", Чкалов яч. хис., "Тораево", К. Иванов яч. хис., Мичурин яч. хис. хуçалăхсенче вара ĕç укçи уйăхри вăтам ĕç укçин шайне те çитмест. Ĕç укçи енĕпе парăмсем районĕпе 7596 пин тенкĕлĕх е икĕ уйăхри виçе чухлĕ. Парăмсен 98 проценчĕ ял хуçалăх предприятийĕсем çине тиенет.

Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçпе тивĕçтерекен районти центрта ĕçсĕр 96 çынна регистрациленĕ.

Социаллă программăсене пурнăçласа, халăхăн социаллă хÿтлĕх сферинче 10392 пин тенкĕ тăкакланă. Федераллă саккунсемпе килĕшÿллĕн, тĕрлĕ çăмăллăхсемпе 7312 ветеран, 1917 инвалид, инвалид ачасен 176 çемйи усă курать. Иртнĕ çур çулта республикăри санаторипе курорт учрежденийĕсенче 30 ветеран хăйсен сывлăхĕсене çирĕплетнĕ, вĕсене кайма пултарайманнисене 148 пин тенкĕлĕх компенсаци тÿленĕ (150 ветерана усă курман путевкăсемшĕн). Пĕччен пурăнакан 180 çынна килсенче пăхса тăраççĕ. Ветерансен виçĕ çуртĕнче хальхи вăхăтра 24 ватă пурăнать.

Пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасем валли ирттернĕ мероприятисем те сахал мар: ыр кăмăллăх эрни, ача-пăча валли ирттернĕ ыркăмăллăх марафонĕ, çемье кунĕ т. ыт. те. Вĕсене чылай предаприятисемпе организацисем хутшăннă. Сахал тупăш илекен çемьесенчи 65 ачана сывлăха çирĕплетмелли лагерьсене каймалли путевкăсемпе тивĕçтернĕ.

Пенсионерсен йышĕ июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 10831 çын пулнă, вĕсене 97 миллион тенкĕлĕх пенси тÿленĕ. Уйăхри пенсин вăтам виçи 1501 тенкĕ те 92 пуспа танлашнă.

Информатика

Налук тÿлекен влаç органĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки кирлĕ информаци ытлă-çитлĕ пултăр тĕллевпе район администрацийĕнче Интернета обществăлла  майпа кĕмелли Центр уçнă. Администрацин пĕтĕм пайĕсемпе службисем хăйсен эрнери ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Интернетра тата вырăнти радиопа пĕлтерсе тăраççĕ. Шел пулин те, хăш-пĕр ертÿçĕсем май уйăхĕнчен тытăнса информресурссемпе ĕçлес туртăма чакарнă. Юнкă, Мăн Сĕнтĕр, Муркаш, Хорнуй, Шетмĕпуç, Ярославка ял администрацийĕсен пуçлăхĕсемсĕр пуçне, ыттисем ку ĕçе уйрăмах япăхтарса янă.

Çывăх вăхăтрах казначейство, шалти ĕçсен пайĕ тата районти тĕп больница информатика енĕпе пахалăхлăрах ĕçлесси çине куçаççĕ.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика