20 июля 2004 г.
Килте пурăнакан ытти кайăк-кĕшĕкпе танлаштарсан, чăхă ачашрах та çепĕçрех. Çавăнпа та вăл хăйне пăхнă чух тимлĕрех пулнине юратать. Апата тĕрлĕ минераллă веществосемпе пуянлатсах тăмалла. Унсăрăн чăхă минералсем çитменнипе аптăрама пултарать. Çулталăкра 200 çăмарта тăвакан чăхха 400-420 грамм кальци кирлĕ. Çакă унăн организмĕнчи кальци шайĕнчен çирĕм хут пысăкрах. Нумай вăхăт хушши кальци çитменнипе аптăрасан çăмарта тăвасси чакать, унăн хуппи çÿхелет.
Çавна май тĕп апатсен шутне яи малтанах пурă, рак хуранĕ, акшар, çăмарта хуппи кĕртмелле. Чăх чĕппи вунă куна çитсен ытти апат çумне трикальцийфосфат, пĕчĕкшерĕн вĕтетнĕ тăвар хушма юрать. Юрăхлă виçе чăхсен - 0,5-2 грамран, чĕпписен - 0,5 грамран иртмелле мар.
Вак чулсем вар-хырăмри апата çийĕнме пулăшаççĕ. Çавна пула талăкра выльăх çиекен апат 10-15 процент ытларах ирĕлет. Çакна та палăртсах хăвармалла: вак чула хăйăрпа ылмаштарма юрамасть, мĕншĕн тесен хăйăр лăймакаллă сийĕ тăрантарать. Вак чула ахаль те яланах валашкара тытма юрать.
Веществосен ылмашăвĕнче микроэлементсем (марганец, цинк, пăхăр, йод) пысăк вырăн йышăнаççĕ. Çавăнпа та хутăш апата микроэлементсемпе пуянлатма манмалла мар. Марганец симĕс курăкра, тин çеç шăтса тухнă тулă калчинче (ăна пĕчĕк лаптăкра кирек хăçан та çитĕнтерме пулать) пур. Цинк çитмесен апат шутне çу каяшĕ, ирĕш, типĕ çĕпре, пулă шăммин çăнăхне хушсан аван. Кукруза, тулă, пăрçа, купăста тимĕре ылмаштарма пултараççĕ. Йод сахал пулсан ăна шыва темиçе тумлам тумлатма е ятарлă тăвар пама юрать.
Çак пĕчĕк çеç вăрттăнлăхсене асра тытни сире сывă та тĕреклĕ чăх-чĕп çитĕнтерме пулăшĕ, ун чухне вĕсем çăмарта туса та савăнтарчĕç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"