Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паян саншăн "ик айкки те тăвайкки"

20 июля 2004 г.

 

Иртнĕ эрне кун район администрацийĕ çумĕнчи право йĕркине пăсассине чакарас тĕлĕшпе профилактика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ пулса иртрĕ. Пĕтĕмĕшле кун йĕркинче 8 ыйту пулчĕ: Муркаш районĕнчи право тĕлĕшĕнчи йĕркелĕх мĕнле шайра пулни, право йĕркине сыхлассипе ĕçлекен тата вырăнти самоуправлени органĕсем районта йĕркене пăсассине чакарас тĕлĕшпе профилактика ыйтăвĕсемпе çыхăнса тата йĕркеленсе ĕçлени, халăх дружинисем çинчен, административлă комиссипе çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен  комиссин ĕçĕсем çинчен, çул çитмен çамрăксемпе çамрăксем преступлени ан туччăр тесе, вĕсемпе ĕçлессине йĕркелесси, психика тĕлĕшĕнчен чирлĕ çынсене тупса палăртасси  тата вĕсене сиплесси, районти организацисемпе уйрăм предпринимательсем этил спирчĕпе алкоголь продукцине лицензилесе хатĕрлесе сутасси çинчен калакан законодательствăна мĕнле пурнăçлани çинчен тата район администрацийĕн асăннă комиссин кăçалхи иккĕмĕш çур çулти ĕç планне çирĕплетесси.

Асăрхарăр пулĕ: ларура пăхса тухнă ыйтусем пурте пĕр-пĕринпе çыхăннăскерсем. Тачă çыхăннăскерсем. Преступленисен шучĕ çулран çул ÿсме пуçларĕ. кăçалхи çур çулта вĕсем 206 (пĕлтĕр çак вăхăтра 196) çитрĕç. Преступленисен ытларах пайне ÿсĕрле тăваççĕ. Республика ку тĕлĕшпе  Раççейре иккĕмĕш намăс вырăна йышăнать пулсан, пирĕн районта та лару-тăру ку тĕлĕшпе  çавăн пекех.

- Çавăнпа та пирĕн ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхессине йăларан, пурнăçран кăларса пăрахмалла. Ку пирĕн чи пирвайхи задача пулмалла, палăртрĕ лару пуçламăшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов. Унтан çапла хушса хучĕ: Ку çав тери йывăр задача, анчах та пурнăçламалламарскер те мар.

Хальлĕхе вара тÿрех çакна татса калама пулать: ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхессипе кĕрешес ĕçре пысăк утăмсемех çук-ха. Пĕр тĕслĕхех илер: кăçал 6 уйăхра çын вĕлересси 5 хут (пĕлтĕр - 1, кăçал - 5) ÿснĕ. Çак пилĕк тĕслĕхрен виçĕ преступление ÿсĕрле пулнă: эрехпе пуçа минретсе çывăх çыннисене вĕлернĕ. Çын пĕрре ĕçсен алла çĕçĕ тытнă-и? Ĕненесех килмест. Вăл е ку çемьере лару-тăру мĕнлине ял администрацийĕ пĕлмест-им? Кÿршĕ-аршă курмасть-им? Веçех пĕлеççĕ-кураççĕ. Анчах алă сулаççĕ. Шăпах "маншăн икĕ айкки те тăвайкки"  текен принциппа пурăннипе ĕнтĕ çакăн пек лару-тăру патне çитсе тухрăмăр. Ялта кашни иккĕмĕш килте эрех туса сутаççĕ, анчах та никам та ялтан "курман, илтмен, пĕлмест". Кăçал кăна районти тĕп больницăна спирт пур шĕвекпе наркăмăшланнă 27 çынна госпитализациленĕ. Халĕ çак статистикăна пăхăр-ха. Çак çынсенчен 60тан иртнисем иккĕн, 50-60 çулхисем 8ăн, 40-50рисем - 4ăн, 30-40рисем - 5ĕн, 20-30 çулхисем - 6ăн, 18 çулхи - пĕрре, хĕрарăмсем 5-ĕн. Пыр та калаç: ватти-вĕтти, арçынĕ-хĕрарăмĕ - йăлт эрех ăшне путса пыратпăр. Виçĕ çын техника спиртне ĕçсе вилнĕ, тепĕр 4ăн - алкоголь интоксикацийĕпе, вĕсенчен пĕри - хĕрарăм. Эпир вара çаплах шăпăрт тăратпăр: камсем эрех сутни пирки ял администрацине пĕлтерме хăратпăр. Кунта ял халăхĕн çав эрех сутуçисене алăран тытма пулăшни кирлĕ. Ĕнер ÿсĕр упăшки кÿршĕре янăранă пулсан, унсăрăн çак чир ыран сирĕн кил çине те сиксе ÿкме пултарать.

- Административлă комисси йĕркеленĕренпе (пĕлтĕрхи сентябрĕн 26-мĕшĕнченпе кăçалхи июнь вĕçĕччен) пĕтĕмпе 131 административлă ĕç пăхса тухнă, 104 çынна явап тыттарнă.

Йĕркене ытларах камсем пăсаççĕ, тетĕр?Пуçĕсене çав спирт пур шĕвекпе минретсе килте çил-тăман кăларакансем. Çав ЧР административлă майпа право йĕркине пăсни çинчен калакан саккунăн 19-мĕш статйине пăснăшăн 86 çынна ответ тыттарнă. Кун йышшисем уйрăмах Муркаш, Ярославка, Çатракасси, Ярапайкасси ял администрацийĕсенче нумай.

Саккуна пăсса эрех сутакансем вара Уйкас Хачăк, Çатракасси, Хунтăкасси, Хыркасси, Шупуç, Ивановка, Кашмаш, Ярославка, Катькас, Опрыскъял, Тивĕш, Апчар, Калмăк, Чамăш тата Муркаш ялĕсенче нумай. Ку списокра хальлĕхе 100 çын. Хальлĕхе 35 протокол çырнă вĕсен тĕлĕшпе.

Кунта вара çакна палăртасах килет.Ял администрацийĕсемпе районти шалти ĕçсен пайĕн ку тĕлĕшпе тачă çыхăнарах ĕçлемелле. Участокри милици инспекторĕ вăл - ялти çыншăн пысăк çын. Ку вăл çапла пулмалла та: саккун тĕлĕшĕнчи ыйтусене ялти çын унпах татса парасшăн. Шел пулин те, паян вара ялти çынсенчен чылайăшĕ хăйсен участокĕнчи милици инспекторне сăнран та палламасть. Хăвăрах шутласа пăхăр: кашни уйăхрах вĕсем районти шалти ĕçсен пайĕн графикĕпе 7-8 талăк дежурствăра пулаççĕ. Çакăн çумне дежурство хыççăн каннă 7-8 куна хушăр - çур уйăх ытла вăл участокра çук та. Ăçтан ан иртĕхчĕр эрех сутакансем? Ăçтан ан ахăрччăр çемьере харкашу каларакансем?

Мĕн тесен те, участокри милици инспекторĕнче тата компетентлă çыннах курас килет. Вăл е ку эрех сутакан тĕлĕшпе витĕмлĕ кăтартуллă протокол çырма пултартăр вăл. Унсăрăн эрех сутаканах суд ларăвĕнче тĕрĕс пулса тухать. Кун пек тĕслĕх практикăра пĕрре пулчĕ ĕнтĕ.

Çук, пĕтĕм яваплăха эпĕ участокри милици инспекторĕ çине тиесшĕн мар. Ял халăхне эрех сутакансемпе кĕрешес ĕçе явăçтарассинче те вĕсенех пуçаруллăрах пулмалла пек. Ял администрацийĕпе вĕсен ку тĕлĕшпе пĕрне-пĕри канăç памасăр, пĕрле ĕçлемелле. Хальлĕхе вара ку палăрмасть: икĕ енĕ те пĕр-пĕрне шаннă, кĕтнĕ пек туйăнать. Хăйне çирĕплетнĕ уйăхра хăш кĕтесре кам мĕн тунине ун веç пĕлсе тăмалла.

Е тата халăх дружиннисенех илер. Ку тĕлĕшпе район администркацийĕн пуçлăхĕ кăçалхи мартăн 30-мĕшĕнче ятарлă йышăну кăларчĕ. Виçĕ уйăхра мĕн тунă; Виçĕ пуслăх улшăну та çук. Халăх дружинисем районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсене пулăшакансем вĕт-ха. Кусем вара паян кунччен те дружинниксем валли удостоверени, повязка ыйтса лараççĕ, ял администрацийĕсем вĕсем хăйсене вырăнтан хускатасса шанаççĕ. "Маншăн ик айкки те тăвайкки" тени, кирлĕ ĕç çинех алă сулни кунта халь кам енчен палăрать; Влаç органĕсен енчен мар-и;

Çав хушăрах вара çине-çинех преступлени пулать. Шкул ачисем алла черкке тытма пуçларĕç. Районта 1 наркоман, 1 токсикоман, наркотиклă япаласемпе усă куракнсем 5ĕн.

Е тата çак ÿкерчĕк лăплантарать-и; Нарколог патĕнче 1045 çын учетра тăрать, вĕсенчен 137шĕ - хĕрарăмсем. Çав шутран тарăна кайнă алкоголизм чирĕпе 438ăн аптраççĕ пулсан, 92-шĕ - хĕрарăмсем. Алкоголь психозĕ 9 çыннăн, çав шутран пĕри - хĕрарăм. 515ĕн эрехпе сăрапа иртĕхеççĕ, çав шутран 23-шĕ хĕрарăмсем, 17-шĕ - çул çитмен çамрăксем.

Куратăр-и, "маншăн пулсан..," тесе пурăнни чĕрене ытла ыраттаракан пулăмсем патне илсе çитерчĕç: çамрăксем эрехпе иртĕхеççĕ, наркотик енне алă тăсаççĕ, преступелин çулĕ çине тăраççĕ. Ачисем алла черкке тытнин сăлтавне ашшĕ-амăшĕсем çĕрĕпе ĕçлекен магазинсенче шыраççĕ-ха. Ку - çамрăксемшĕн çĕрле ĕçмелли вырăн, тейĕпĕр. Анчах вĕсене çĕрле ĕçлеттерме чарни те ыйтăва татса пани мар пулĕ. Эрех шыраса çамрăксем каллех çав суррогат туса сутакансем патне кайма пуçлаççĕ. Çамрăксемпе тата çул çитмен çамрăксемпе вырăнта ĕçлени, вĕсен ĕçпе канăвне йĕркелени - çакă пулĕ кунта канăç паман ыйту хуравĕ. Апла пулсан вырăнти влаç органĕсен те, çамрăксен лидерĕсен те кунта вĕсене çак ырă юхăма явăçтарма пĕлни кирлĕ. Культура тата вĕрентÿ ĕçченĕсен час-час çамрăксем пухăнакан вырăнсенче пĕрлехи рейд ирттерни те ытлашши пулмĕ. Мĕншĕн тесен ялти хăш çыннăн хăш ачи магазин кĕтесĕнче сăра ĕçсе тăнине вĕсем лайăхрах пĕлеççĕ. Апла пулсан шăмат кунсенче клуб ĕçлемест, рейд пулать, тесе çамрăксене клуба кĕртменни (кун пекки Матьăкпа Йÿçкассинче пулнă) хамăр ĕçе хамăр хирĕçлениех пулать пуль.

Шутламалли, татса памалли ыйтусем туп-туллиех. Паян кÿршĕре эрех сутса укçа "çапакансем" патĕнчен килти юлашки укçапа эрех кÿпсе лартнă арçын арăмĕпе ачисене хĕнени çине куç хупса тăрас марччĕ.Эрех ĕçекенĕ, наркотикпа аппаланаканĕ ман ача мар-ха, тесе айккинче лăх-лăх кулса, çын хуйхишĕн савăнса тăрас марччĕ. Эрех ĕçсе вилнĕ ашшĕ е амăшĕ тĕкленме те ĕлкĕреймен чĕпписене пăрахса хăварнă пек хăварнă хÿтлĕхсĕр ачасем çине "ах, çавăн чухне мĕн те пулин ма каламарăм-ши" текен ÿкĕнĕçлĕ шухăшпа пăхса тăрас марччĕ. Халь пулăшăр, халь чунăра ыраттарăр ют çынсемшĕн. Çак хуйхă-суйхă ыран сирĕн алăкран шаккамасть тесе, шантарма пултаратăр-и; Çук. Эппин, айккинчен пăхса ан тăрăр. Унсăрăн "маншăн ик айкки те тăвайкки" тени сирĕншĕн те  ыран тăват енчен те чăнкă çыран чавса хума пултарать.

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика