17 июля 2004 г.
Тишкерÿ çакна кăтартать: çак тапхăрта промышленноçпа суту-илÿре производство калăпăшĕсем пысăкланас туртăм сыхланса юлнă, вĕрентÿ, сывлăха сыхлас ĕçсен, культурăн пурлăх базине çирĕплетес тĕлĕшпе палăртнă плансем пурнăçланса пынă. Район хăйĕн ĕçне-хĕлне муниципаллă финанссене реформăламалли программăна реализациленĕ условисенче туса пынă.
Экономикăн мĕн пур отраслĕсенче çур çулта пĕтĕмĕшле производство паянхи хаксемпе 280 миллион тенкĕлĕх пулнă е иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 17 процент чухлĕ ÿснĕ. Ял хуçалăх производствин калăпăшĕ пĕтĕм виçен 63 проценчĕ чухлĕ.
Ял хуçалăхĕ
Паянхи куна ял хуçалăх сферинче кая хăвармасăр татса памалли ыйтусем сахал мар. Иртнĕ çул выльăх апачĕпе тивĕçтересси япăх шайра пулман, çапах та выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç отраслĕнче лару-тăру лайăхланмасть. Выльăхсен йышĕпе продуктивлăхĕ пĕчĕкленнĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан сĕт тата аш-какай туса илесси 15-16,5 процент чухлĕ сахалланнă. Кашни ĕнерен вăтамран 1795 килограмм сĕт суса илнĕ е ку вăл пĕлтĕрхинчен 183 килограмм чухлĕ сахалрах, çапла вара пĕтĕмĕшле сĕт хатĕрлесси те 1419 тонна катăлнă. Продукци уйрăмах нумай туса илекенсен шутĕнче кăçал та "Ударник", "Свобода", "Герой", Ильич яч. хис., "Оринино" хуçалăхсем, вĕсенче лару-тăру япăхланни районăн кăтартăвĕсем çине тÿреммĕнех витĕм кÿрет.
"Нива", "Юнга", Мичурин яч. хис., "Сеятель" хуçалăхсенче сĕт туса илесси çулленех 50 процент чухлĕ е ытларах та пĕчĕкленет. Асăннă хуçалăхсемех, çавăн пекех "Чемеево" тата Чкалов яч. хис.хуçалăхсем аш-какай туса илессине иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 3-4 хут чакарнă. Сыснасемпе мăйракаллă шултра выльăхсен талăкри ÿт хушаслăхĕ "Динамо", "Волга", Мичурин яч. хис., "Нива" хуçалăхсенче пĕчĕк. Çурасемпе пăрусем илессипе "Нива", "Юнга", Мичурин яч. хис., Суворов яч. хис., "Волга", "Динамо", "Колос" хуçалăхсем иртнĕ çулхи çак тапхăрти шая çитеймен. Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем ытти районсен ĕç опытне вĕренес тĕлĕшпе чылай çĕрте пулнă, анчах та ертсе пырассин малта пыракан меслечĕсене хăйсен хуçалăхĕсенче ĕçе кĕртессипе тимлемеççĕ.
Юлашки çулсенче хуçалăхсенче нормăпа кирлĕ минераллă удобренисен 10 проценчĕпе кăна усă кураççĕ, ку ĕнтĕ уйсенчен продукци илесси пысăк маррин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри. Кăçал уй-хире 32 пин тонна органикăллă удобренисем кăларнă, тăпрана 427 тонна минераллă удобренисем хывнă. Ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене ку енĕпе "Моргаушскагропромхими" предприяти палăрăмлă пулăшу парать. Унăн вăйĕпе хуçалăхсен уй-хирĕсенче 374 гектар çĕрсене извĕçленĕ, 197 гектар çинче кали тăварĕ сапнă, 220 гектар çинче фосфор çăнăхĕ хывнă. Унсăр пуçне, районти 12 хуçалăхра çурхи уй-хир ĕçĕсем ирттерме пулăшнă. Бюджетран уйăрса панă 1330 пин тенкĕ укçана пĕтĕмпех 746 гектар лаптăк çинче хими хÿтĕлевĕн мероприятийĕсене пурнăçлама тăкакланă. Предприяти умĕнчи парăмсем вара районти хуçалăхсен июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 5,6 миллион тенкĕне çитнĕ.
Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, кăçал районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене малтан палăртнинчен 15 процент чухлĕ сахалрах акса хăварнă, çĕр улми йышăнакан лаптăксем те 1504 гектар çинче кăна.
Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче ял хуçалăх культурисене пăхса çитĕнтерес тата выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем чи хĕрÿ тапхăрта. Шел пулин те, хресчен ĕçĕн кăтартăвĕсем çут çанталăк пулăмĕсемпе те тÿреммĕнех çыхăннă. Кăçал вара тăтăш çумăрсем выльăх апачĕ хатĕрлемелли техникăпа тухăçлă усă курмашкăн чăрмавсем кăларса тăратрĕç. Çавăнпа та хăш-пĕр хуçалăхсенче апат хатĕрлессин хăвăртлăхĕсем питĕ пĕчĕк. Выльăх-чĕрлĕх çурчĕсене хĕле хатĕрлесе çитерес ыйту та çивĕч тăрать. Паянхи куна районти 33 сĕт-çу тата 35 сысна фермисенчен виççĕмĕш пайĕнче кăна ферма çурчĕсене дезинфекцилес тата юсас ĕçсем пуçланнă.
Вырмана тухасси те инçе мар, çавăнпа та ăна тĕплĕн хатĕрленсе çитесси те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хальлĕхе хуçалăхсенчи 131 тĕш тырă комбайнĕпе 31 жаткăран 36 комбайнпа 19 жатка кăна юсавлисен ретĕнче. Юсав ĕçĕсем Ильич яч. хис., "Оринино", "Свобода", Чапаев яч. хис., "Герой", "Передовик", "Ударник" хуçалăхсенче пыраççĕ, ытти хуçалăхсенче вĕсене тытăнман та. Кивелсе çитнĕ йĕтемсене юсама, машина-трактор паркĕсене çĕнетме те укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Ĕç çине çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсемпе тивĕçтерсе çитересси те кун йĕркинче тăракан çивĕч ыйтусенчен пĕри.
Пĕрремĕш çур çулта пирĕн района агропромышленность комплексне пулăшмашкăн республика бюджетĕнчен 10200 пин тенкĕлĕх дотацисемпе компенсацисем уйăрнă, вĕсенчен 3038 пин тенкипе усă курнă. Çур аки ĕçĕсене ирттерме 22420 пин тенкĕлĕх çăмăллатнă кредитсемпе, çитес çулхи октябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне тавăрса памалли 2990 пин тенкĕлĕх çăмăллатнă кредитсемпе тивĕçтернĕ.
Ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансенчен ытларахăшĕн финанс тĕлĕшĕнчи лару-тăрăвĕ кăткăс. Кредит парăмĕсем дебитор парăмĕсенчен 2,5 хут нумайрах.
Промышленность
Промышленность продукцийĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ (пĕчĕк предприятисене те шута илсе) паянхи хаксемпе 113378 пин тенкĕлĕх пулнă. Танлаштаруллă хаксемпе илсен, ÿсĕм хăвăртлăхĕ пĕлтĕрхи çак тапхăрти шайĕн 138 проценчĕ чухлĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, производство калăпăшне тата продукци туса кăларассине ÿстерме "Сĕнтĕрти юсавпа техника предприятийĕ" ОАО, "Моргаушкорм" ООО, Муркаш райповĕ пултараççĕ.
Çав вăхăтрах Муркашри кирпĕч заводĕнче продукци хатĕрлесси пĕлтĕрхинчен 23 процент сахалланнă. Ку чи малтанах кирпĕч хĕртмелли кăмакасене юсанипе çыхăннă. Заводра кадр улшăнăвĕсем пулса иртнĕ. Ĕçри технологи режимĕ улшăнни предприятире вăй хуракансен ĕç укçине ÿстерме май панă. Кивелсе çитнĕ оборудование кĕçех экономика тĕлĕшĕнчен эффективлă оборудованипе ылмаштараççĕ. Юлашки уйăхсенчи кăтартусене тишкерни кирпĕч хатĕрленĕ çĕрте ĕç тухăçлăхĕ ÿснине çирĕплетет.
Танлаштаруллă хаксемпе шутласан, "Сундырь-Хлеб" ОООра та продукци туса кăларасси 8 процент чухлĕ пĕчĕкленнĕ.
Промышленноç производствин пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 29 процентне пĕчĕк предпринимательство йышăнать. Вĕсенчен уйрăмах "Сеспель" ООО ăнăçлă аталанса пынине палăртмалла, производство ÿсĕмĕ кунта иртнĕ çулхи шайран 51 процент чухлĕ пысăкрах.
Потребитель таварĕсем туса кăларасси паянхи хаксемпе 2 процент чухлĕ ÿссе 44927 пин тенкĕне çитнĕ, вăл шутра сĕтрен хатĕрленĕ продукци 16 процент, пылак шывсем туса кăларасси 7 процент нумайланнă. Çав вăхăтрах çу, кондитер, макарон, кĕрпе тата кăлпасси изделийĕсем хатĕрлесси чакнă. Тĕп сăлтавсем - чĕртаварпа пĕр тикĕс тивĕçтерменни, хăш-пĕр предприятисене техника тĕлĕшĕнчен çĕнетме пуçăнни, рынок апат-çимĕç продукцийĕпе тулса ларни тата пысăк конкуренци, маркетинг ĕçĕ тивĕçлĕ шайра пулманни.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"