14 июля 2004 г.
Тухтăрсем-чирлĕ çынна çăлăнăç кÿрекенсем. Галина Гурьевна пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун тĕлне районта халăх сыхлавне упрас тĕлĕшпе лару-тăру япăх мар. Нискассинчи пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмĕ (В.М.Беляев) тата Сыпайри фельдшерпа акушер пункчĕ(Л.И.Кудряшова) пĕрремĕш вырăнсене тухнă.Тĕп больницăра хальхи вăхăтра 167 койка-вырăн, унсăр пуçне амбулатори служби те лайăх ĕçлет.
Л.Н.Андреев-Раççей сывлăх сыхлавĕн отличникĕ. 1978 çултанпа ĕçлет вăл кунта. Малтан ахаль хирург пулнă. Каярах травматологи енĕпе специализациленнĕ,халĕ-нейрохирургипе те.Çавна май кăткăс операцисене те вырăнтах пурнăçлаççĕ.
Источник: "Хыпар"