14 июля 2004 г.
Пушар мĕн сăлтавпа тухнине хальлĕхе ятарлă ушкăн тĕпчет пулин те, инкек виçи куç умĕнче.
Июлĕн 9-мĕшĕнче кăнтăр вăхăчĕ иртсен Оринин ял администрацийĕнчи Вăрманкасси ялĕнче К. Сорокина хуçалăхĕнче пушар тухни çинчен пĕлтерчĕç. Пушар сÿнтермелли пилĕк автомашина çула тухрĕ. Пулăшу çийĕнчех çитрĕ пулсан та асăннă хуçалăхри выльăх сарайĕ, лаç çивитти, вутă сарайĕ кĕлленчĕç. Çулăм чĕлхи кÿршĕри А. Михайлов хуçалăхне те шар кÿрчĕ.
Çак инкек вут-çулăм шÿт пулманнине тепĕр хут яр уççăн кăтартса пачĕ. Ку тĕслĕх ял çыннисене ирĕке кайнă вут-çулăм инкекĕ пысăк пуласса кăтартса парать, çавăнпа та пушар хăрушсăрлăх правилисем çинчен манас марччĕ. Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"