10 июля 2004 г.
Районти вĕрентÿ учрежденийĕсен базисенче çуллахи вăхăтра ачасен сывлăхне çирĕплетмелли лагерьсем ĕçлеççĕ. Шкул çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли 17 лагерьте 428 вĕренекен, 14 ĕçпе кану лагерĕнче 437 вĕренекен, 6 спортпа сывлăха çирĕплетмелли лагерьте 180 вĕренекен, 2 профиллĕ экологи лагерĕнче 55 вĕренекен хăйсен сывлăхĕсене çирĕплетет. Пурĕ вара 39 лагерь шутланать, вĕсенче 1100 ача канать.
Çак лагерьсене йĕркеленин тĕп тĕллевĕ-ачасен каникул вăхăтĕнчи кунĕсене усăллă ирттересси,вĕсене канма тата сывлăхĕсене çирĕплетме кирлĕ условисем туса парасси, сывă пурнăç йĕркине явăçтарасси.
Лагерьсенче вĕренекенсем эмел курăкĕсене типĕтсе хатĕрлеççĕ, пÿлĕмри чечексене пăхаççĕ, çĕр лаптăкĕсенче ĕçлеççĕ,çĕре çум курăкĕсенчен тасатаççĕ,кăпкалатаççĕ.
Спортпа сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче ачасем ĕçленисĕр пуçне тренировкăсем ирттереççĕ, организма пиçĕхтереççĕ, пысăк спорт мероприятийĕсенче ăмăртма хатĕрленеççĕ.
Лагерьсенчи воспитательсем ачасемпе тĕрлĕрен мероприятисем ирттереççĕ,вăйăсем выляççĕ, конкурссем йĕркелеççĕ. Кашни лагерьтех ĕç планпа килĕшÿллĕн пулса пырать. Кунта режима çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"