09 июля 2004 г.
Ялти пĕвере тытнă карассене çинĕ хыççăн вĕсем çемйипех больницăна лекнĕ.Амăшĕпе хĕрĕ-Муркаш район больницин реанимацине:, ашшĕпе ывăлĕ- Мăн Сĕнтĕр больницин инфекци уйрăмне.
Хăрушă пулла вĕсем çĕртмен 29-мĕшĕнче çинĕ, тепĕр 5-6 сехетрен вăйсăрланнине туйса илнĕ, час-час лĕклентернĕ. Тухтăрсенчен пулăшу вăхăтра ыйтайман- кунсерен вăйсăрланса пынă, çĕртмен 1-мĕшĕ тĕлне вара куçĕсем япăх курма пуçланă.
Больницăра чир сăлтавне çийĕнчех тупса палăртнă-«ботулизм» диагноз лартнă.
Ĕнер эпир Муркаш район больницин реанимаци уйрăмĕпе çыхăнтăмăр. Врачсем пĕлтернĕ тăрăх, ашшĕ, 13 çулхи ывăлĕ тата 14 çулхи хĕрĕ хăйсене лайăх туяççĕ, вĕсене инфекци уйрăмне куçарнă. Сиплев вăхăчĕ темиçе уйăха тăсăлать.
Амăшĕ вара халĕ те реанимацире
Чăваш Республикин санэпиднадзорĕн центрĕ халăха уйрăм çынсем сутакан типĕтнĕ пулла туянассинчен асăрхаттарать. Пахалăхне çухатнă ытти апат-çимĕçпе те усă курмалла мар.
Источник: "Хыпар"