07 июля 2004 г.
Ачасем пирĕн малашлăх пулнине Муркашсем ĕçпе çирĕплетеççĕ. Акă, райцентрти лицейре утă уйăхĕн 1-5-мĕшĕсенче çамрăк тĕпчевçĕсен шкулĕ ĕçлерĕ. Çуллахи çак шкулта районти шкулсенчи наукăпа тĕпчев ĕçĕсемпе интересленекен ачасем хăйсем тĕллĕн тĕпчев ĕçĕсем ирттерме вĕренчĕç тата малашне вĕренĕç. "Вĕренĕç" тетĕп, мĕншĕн тесен асăннă шкулăн пĕрремĕш утăмĕсем "Çамрăк тĕпчевçĕсен шкулĕ" анлă проектăн пуçламăшĕ кăна.
Наука шкулĕн тĕп тĕллевĕ - Чăваш Республика аталанăвĕн теорипе практика задачисене эффективлă шутлама пултаракан интеллектуал элитине хатĕрлесси.
Муркаш лицейĕнче уçăлнă тата пĕрремĕш утăмсем тунă "Çамрăк тĕпчевçĕсен шкулĕ" проектăн пуçаруçисем лицей директорĕ Николай Евгеньевич Смирнов тата педагогика наукисен кандидачĕ, И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн педагогика кафедрин доценчĕ, педагогика наукисен кандидачĕ Анатолий Иванович Пайгусов.
Июлĕн 1-4-мĕшĕсенче районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вунă вăтам шкулти 70 ача ăслăлăх алăкне уçса пăхрĕç. Тÿрех каламалла, хĕр ачасемпе арçын ачасем те, вĕсемпе пĕрле пулнă вĕрентекенсем те çак ырă пуçару 4 куна çеç пыни çителĕксĕррине, шкула лагерь майлă йĕркелеме кирлине палăртрĕç. Çакна малашлăхра район администрацийĕ те, проекта пурнăçлама укçа-тенкĕ уйăракан "Чувашия" фонд та шута илессе шанас килет. Кунта çакна та каласа хăвармалла: асăннă евĕр шкулсем пысăк хуласенче пур, анчах вĕсенче ачасене аслă вĕрентÿ заведенийĕсем хăйсем пуçтараççĕ пулсан, "Чувашия" фонд çамрăк тĕпчевçĕсен шкулне яла тухса ирттерессине пуçласа йĕркелерĕ. Муркаш лицейĕнче уçăлнă çамрăк тĕпчевçĕсен шкулĕ хальлĕхе республикăра пионер пулса тăрать. Проект хуçисен тĕллевĕнче ăна сарасси тата районти аслă классенче вĕренекенсене хăйсем тĕллĕн тĕпчев ĕçне хăнăхтарасси.
Яллă вырăнсенче çуллахи вăхăтра наука шкулĕсене ĕçлеттересси ялсенче ачасен тĕпчев шайне çÿллĕ шайра йĕркелеме пысăк квалификациллĕ специалистсем çуккипе актуаллă тăрать. Çак шкулсене аталантарни ял ачисене республикăри наукăпа педагогика ресурсĕсемпе çывăхлатни пулать. Çак çулпа кайни аслă вĕренÿ заведенийĕсемпе ял шкулĕсен ĕçлĕ çыхăнăвĕсене вăйлатать. Хальлĕхе Чăваш Республикинче кунашкал шкулсем ирттерес опыт çук-ха. Апла пулсан, йăлтах малта.
Çамрăк тĕпчевçĕсен шкулĕнчи занятисене И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, И. Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика университечĕн преподавателĕсем ирттерчĕç. Шкул ĕçĕ çине "Тавлашу" программăн тĕнчери тренерĕ Екатерина Бочкарева, Чăваш патшалăх университечĕн пĕтĕмĕшле истори кафедрин доценчĕ Игорь Голышев, чăваш патшалăх педагогика университечĕн педагогика кафедрин доценчĕ Анатолий Пайгусов тата регионлă истори кафедрин преподавателĕ Ольга Малова пысăк тимлĕх уйăрчĕç, усăллă уроксем ирттерчĕç.
Шкул уçнă çĕре И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн воспитани енĕпе ĕçлекен проректорĕ О. Викторов, ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин тĕп специалисчĕ Л. Игнатьева, "Чувашия" фондăн председателĕн çумĕ М.И. Федотов, И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн педиатри факультечĕн деканĕ Э. Бушуева, районти вĕрентÿ пайĕн ертÿçи хутшăнни Чăваш Ресапубликинче чăнласах тепĕр пысăк ĕç пуçланине пĕлтерчĕ. Çакна шкул хупăннă çĕре хутшăннă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Александрович Иванов та палăртрĕ, ял çамрăкĕсемшĕн пуçланă çак ĕç сÿнес çуккине шаннине пĕлтерчĕ.
- Ачасемпе учительсем тĕпчевçĕсен шкулĕн ĕçĕпе кăмăллă юлни, вĕсем шкул вăхăтне тăсма ыйтни тата çĕнĕ пуçарăва пурнăçа кĕртме Муркаш лицейĕнче пĕр шухăшлă команда пуçтарăнни малашлăха шанчăклăн пăхтарать, ачасем пирĕн малашлăх пулнине çирĕплетет, - терĕ шкул хальлĕхе хупăннă май И.Г.Голышев.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"