Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ну, йăкăртаççĕ те

07 июля 2004 г.

 

(ют çын пурлăхне хапсăнакансем пирки хатĕрленĕ кăларăм)

Те рычакпа тăмалла, те мăн çăра çакмалла

Ахаль те пĕчĕк ĕç укçи илекен ял çынни кил-тĕрĕш таврашне тытса тăмашкăн, ачи-пăчине вĕрентмешкĕн тата ура çине тăратмашкăн, хăй те этем ĕретлĕ пурнассишĕн выльăх тытса усрама тăрăшать. Мекĕрленет-тапаçланать çакăншăн: выльăх апатне ытлă-çитлĕ хатĕрлеме хыпаланать, продукцине, выльăхне хăйне çитĕнтерсе вырнаçтарма та майсем шырать, пĕтĕм ыйхи-канăçне çухатать. Анчах... Çакă пĕр каçрах харама кайма пултарать иккен, киревсĕр çынсен "тăрăшулăхне" пула.

Акă, Москакасси ял администрацине кĕрекен Ахмане ялĕнче пурăнакансен халĕ ыйхă вĕçнĕ ĕнтĕ. Çуллахи каçсем ахаль те кĕске, ку ял çыннисене вара кăшт тĕлĕрсе илнĕ сехетсенче те чăннипех шар кăтартакансем тупăннă. Ара, шутлăр-ха, пĕр эрне хушшинче ялти тăватă хуçалăхран 5 ĕне "ураланса кайнине" эсир епле ăнланатăр? Малтанах, июнĕн 23-мĕшĕнче çĕрле Г.В. Михайлова килĕнчи ĕне (тăкакĕ 13 пин тенкĕлĕх) тата А.Л. Игнатьева килĕнчи икĕ ĕне (тăкакĕ 25 пин тенкĕлĕх) кил хуçисемпе сыв пуллашмасăрах çухалнă, ăçта кайнине  те, камсем илсе кайнине те пĕлтерсе хăварман. Июлĕн 1-мĕшĕнче çĕрле вара Г.А. Смирновапа Н.Е. Иванова та "панеçкесемсĕрех" тăрса юлнă. Аллисене хурса хăварман вăрăсене халиччен те тупса палăртманран халĕ ял çыннисен хăйсен "му-у-кĕсене" тĕрĕс-тĕкел упраса хăварассишĕн кил хушшинче çĕрле те рычакпа тăмалла, те выльăхсене хупнă хыççăн витесене мăн çăрапа питĕрсе илмелле. Енчен те выльăхсене стена сÿтсе çавăтса тухма тытăнсан?

Кустăрмасем "дефицит" пулас.

Çапла шутлама пулатех ĕнтĕ кăçал Муркашра вăрă бизнесĕн çак сферинче "тимлекенсен" темиçе тĕслĕхĕ хыççăн. Хальхинче вĕсем июнĕн 30-мĕшĕнче çĕрле садпа пахча çимĕç комбинатне илсе çитерекен урамри пĕр çын хуçалăхне куç хывнă. Паллах, пĕрре пăхни-асăрханипех мар ĕнтĕ, "разведка" малтанах ĕçленĕ. Ара, çак çын пурăнакан хуçалăх территорийĕнче туса çитереймен гараж пур иккен, шалта вара ВАЗ-2108 маркăллă çăмăл автомашина канлĕн кăна "тĕлĕрет". Тĕлĕрех, пире эсĕ хăв кирлĕ мар, тăватă кустăрму та çитет тенĕ те вĕсене вĕлт çеç кăларса илсе 3200 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ те. Шырав ĕçĕсем кукăр алăллисене тупса палăртсан тем пекехчĕ те.

Эх, пуйрăмăр та.

Июнĕн 28-мĕшĕнче каçхи 21 сехет тĕлĕнче Атапай ялĕнчен инçех мар вырăнта Г.В. Мясниковпа А.В. Павлов шăпах çакăн пек шутланă ĕнтĕ. Ара, Сентимĕр ялĕнчи А.Д. Соколован пысăк мар сăран сумкине вăрт çеç туртса-тăпăлтарса илнĕ-çке вĕсем. Шел пулин те, шалта тĕрлĕ хатĕрсем те, укçи те миллионшар тенкĕлĕх пулман, 525 тенкĕлĕх çеç. Апла-и, капла-и, халĕ вĕсен саккун умĕнче тивĕçлипех явап тытма тивет.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика