07 июля 2004 г.
Çуллахи вăхăтра пур енĕпе те питĕ асăрхануллă пулмалла: шыва кĕнĕ чухне те, пахча çимĕç е кăмпа çинĕ чухне те, пулăпа усă курнă чухне те. Урăхла каласан, апат-çимĕç продукчĕсене мĕн пур санитари правилисене пăхăнса хатĕрлесен кăна çиме усă курма юрать. Унсăрăн эсир хăвăр сывлăхшăн çав тери пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултаратăр.
Акă, Калмăккасси ялĕнчи пĕр çемьере харăсах 4 çын пулă çисе сиенленнĕ. Амăшĕпе хĕрĕ Муркашри тĕп больницăра реанимаци уйрăмĕнче, ашшĕпе ывăлĕ Мăн Сĕнтĕрти инфекци уйрăмĕнче сипленеççĕ. Амăшĕн сывлăхĕ уйрăмах йывăр пулчĕ.
Çак çемье ялти кÿлĕрен пулă тытса ăна тăварласа çинĕ. Анчах та çак ĕçе тĕрĕс тума пĕлеймен пирки хăйсен сывлăхне çав тери пысăк сиен кÿнĕ. Вĕсене пурне та пĕр диагноз лартнă: "ботулизм". Ку хăрушă чир пирки сире хаçатăн çитес номерĕнче тĕплĕнрех каласа парăпăр. Хальлĕхе вара район çыннисене çакна асăрхаттарсах калас килет. Тĕрлĕрен апат-çимĕçе лайăх хатĕрлесе çитермесĕр çиме ан васкăр, хăвăрăн сывлăха упрăр. Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"