Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Потребкоопераци ĕнер, паян, ыран

07 июля 2004 г.

 

Июлĕн пĕрремĕш  шăмат кунĕ - Пĕтĕм тĕнчери коопераци уявĕ.

1923 çулта 20 çĕршыври, вăл шутра Раççейрен те, кооператорсем хăйсен пĕрлехи уявне пĕрремĕш хут уявланă. Унтанпа çак кун ырă йăлана кĕчĕ пулин те, потребкоопераци историйĕ тарăнрах тымарлине те манма кирлĕ мар.

Чăвашра пирвайхи потребительсен обществи  Çĕрпÿре 1897 çулта йĕркеленнĕ, анчах хăйĕн ĕçне тухăçлă аталанатарайманран нумаях ĕçлеймен. Хыççăн потребительсен обществи 1910 çулта пурнăçа таврăннă, 1911 çулта вĕсем улттăна çитсе пайщиксен пысăк йышне пĕр чăмăра пĕрлештернĕ. 1920 çулта Чăваш Енре кооперативлă обществăсен Союзĕ йĕркеленнĕ, 1939 çулта унран Чăвашпотребсоюз туса хунă

1944 çулхи мартăн 2-мĕшĕнче çĕнĕрен йĕркеленнĕ Муркаш районĕнче Муркаш райпотребсоюзне ĕçлеттерме пуçланă. Унтанпа 60 çул иртрĕ, райпо пурнăçран юлмасăр аталанса пычĕ. 1944 çулччен Муркаш сельповĕ Сĕнтĕр райпотребсозне кĕнĕ. Муркаш райпотребсоюзне малтанах 6 сельпо кĕнĕ: Шаптак (центрĕ Муркашра), Оринин, Шурча, Тивĕш, Йÿçкасси, Чуманкасси. Вĕсенче пурĕ 37 магазин, пĕр столовăйпа хальхи хуçалăх магазинĕ вырăнĕнчи пекарьня пулнă. Типлă магазинсем Шурчапа Орининта çеç ĕçленĕ. Çичĕ магазина хутса ăшăтнă, ыттисем ампар майлă пулнă.

Райпотребсоюза малтанах Шурча çынни Алексей Ильич Ильин ертсе пынă. 1949 çулта çак организаци 13970 çынна пăхса тăнă, унăн харпăрлăхĕнчи магазинсем 41 çитнĕ. Вĕсенчен 33-шĕ хутса ăшăтмалласкерсем пулман пулин те, çав çул райпотребсоюз тавар çаврăнăш планне 7092300 тенкĕлĕх (101,3 процент) пурнăçланă. Алексей Ильич Ильин хыççăн райпотребсоюза, сельпона, райпона (тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ ят пулнă) çаксем ертсе пынă, халăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерес  ĕçе паянхи шая çитернĕ: 1948-1949 çулсенче Захар Леонидович Магаев, 1949-1951 çулсенче Иван Дмитриевич Саратов, 1951-1956 çулсенче Ананий Никифорович Бардасов, 1956-1961 çулсенче Петр Иванович Иванов, 1961-1965 çулсенче Александр Анисимович Анисимов, 1964-1971 çулсенче Павел Петрович Петров, 1971-1973 çулсенче Николай Георгиевич Налимов, 1973-1979 çулсенче Алексей Лукич Мурыгин, 1979-1988 çулсенче Алексей Петрович Петров, 1988-1993 çулсенче Валерий Фролович Юмжаков, 1993 çултан пуçласа Борис Васильевич Андреев.

Пурнăç аталанăвĕнче 1971 çулта Муркашрайпотребсоюзне реорганизациленĕ хыççăн пирĕн районта икĕ райпо хăй тĕллĕн ĕçлеме пуçланă: Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсем

Потребительсен кирек епле обществи пекех Муркаш райповĕн тĕп ĕçĕ те - суту-илÿ. Çакăнти çĕнĕ ĕмĕтсене пурнăçа кĕртсе райпо çултан çул таварçаврăнăш виçине ÿстерсе пырать. Акă, виçĕм çул вăл 91397000 тенкĕпе танлашнă пулсан, пĕлтĕр ăна 110846 пин тенкĕне çитернĕ. Çак ĕçре пурнăç ыйтнипе çĕнĕ суту-илÿ вырăнĕсем уçни (юлашки çулсенче 5), магазинсене çĕнĕ сăн кĕртни, халăх ыйтăвĕсене туллин шута хурса ĕçлени пулăшать. Паянхи райпо пурнăçĕнче суту-илÿпе пĕрлех обществăлла апатланупа производство ĕçĕ-хĕлĕ, хатĕрлев пысăк вырăн йышăнаççĕ.

Паян райпо 63 магазин, 9 обществăлла апатлану предприятийĕ, 7 производство цехĕ (çăкăр, кăлпасси, кондитер, макарон изделийĕсем кăларакан, пулă тăварлакан, çĕвĕ цехĕсем) ĕçлеттерет, хатĕрлев  ĕçне анлă туса пырать. Пур енлĕ ĕç малашлăха çирĕппĕн пăхма пулăшать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика