01 июля 2004 г.
"Çулсем иртнĕ май вăйсем хавшаççĕ пулин те, хамăн ĕç ĕмĕрне тиркесе пăхас килмест. Кăçалхи февралĕн 17-мĕшĕнче 86 çул тултартăм та хам пурнăçра унăн е кунăн ыйтăвĕсене тивĕçтерейменнисенчен каçару ыйтатăп тата пĕтĕм ĕç ĕмĕрне райпо аталанăвне панăран паян çак отрасльте вăй хуракансемпе унăн ветеранĕсене потребкооперацикунĕпе тата Муркаш райповĕ 60 çул тултарнă ятпа чĕререн саламлатăп, райпо аталанăвне вĕсем татах нумай тÿпе хурасса шанатăп", - пуçларĕ пирĕн калаçăва хăйĕн пĕтĕм ĕç ĕмĕрне майлах Муркаш райповĕпе çыхăнтарнă, сутуçă ĕçне пĕр улшăнмасăр Кашмашри куллен кирлĕ таварсен магазинĕнче ирттернĕ, халĕ çак ялтах пурăнакан Елена Егоровна Демьянова.
Ачалăх çулĕсенче пулма ĕмĕтленмен, анчах çамрăклах ĕç юратăвне пиçĕхтернĕ Ленăн ашшĕн пĕлĕшпе 1936 çул пуçламăшĕнче Атăл леш енчи леспродторг предприятие кайса буфетчицăна вырнаçма тÿр килет. Ашшĕ-амăшĕсĕр ÿснĕскер выçлăхне те, нушине те пайтах курнă. Çавăнпа ачаллах хăй ĕçлесшĕнни пирки шутланă-ĕмĕтленнĕ. Çапла вара ашшĕн пулнă пĕлĕшĕ ĕç сĕнсен, хăй çуралнине пĕр çул та 3 уйăх "пысăклатма" буфетчицăна вырнаçать. Ĕçрен хăраман хĕр тăрăшулăхне курса ăна çав çулах Арзамасри сутуçăсемпе магазин заведующийсен курсне вĕренме яраççĕ. Вырăсла та лайăх пĕлмен ял хĕрачи çав курсcене "питĕ лайăх" паллăпа вĕçлесе Атăл леш енне таврăнса буфетчицăра мар, сутуçăра ĕçлеме пуçлать. Малтуртăмлă хĕрĕн çул уçăлма пуçлать: 1938 çулта вăл Шупашкара ĕçлеме куçать, кунтах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кĕтсе илет.
- "Родина" кинотеатр патĕнчи магазинра ĕçлеттĕм. Хулара 25 пин çынччĕ. Июнĕн 21-мĕшĕнче юлташ хĕрĕме качча панă хыççăн тантăшсемпе "Ыран Атăл леш енне канма кайăпăр" терĕмĕр, анчах... Июнĕн 22-мĕшĕнче кăнтăр вăхăтĕнче магазина хамăр палланă яшсем кĕчĕç те "Лена, пар эрех!" - терĕç. "Мĕн пулса?" - ыйтатăп тĕлĕнсе. "Вăрçă пуçланнă" - пулчĕ хурав. Çакăн хыççăн халăх магазинран пур-çук тавара илме-туянма пуçларĕç. Çапла çитрĕ пирĕн пата вăрçă хыпарĕ.
1942 çулхи ноябрьте декрета тухнă Елена Кашмаша таврăнать. Ача çуратать те кунтах юлать. Йăлăмра тăрăшуллă ĕçшĕн "Стахановка" ята тивĕçнĕскер ялта та суту-илÿ ĕçне пăрахма шутламасть. Çапла вара ĕç опычĕллĕ хĕрарăм 1943 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче Кашмаш сельповĕн Кашмашри магазинне ĕçе тухать.
- Пирĕн магазин сельпори тĕп магазинччĕ. Çавăнпа эпир ытти магазинсене тавар валеçеттĕмĕр, - аса илет вăл вăхăта Е. Демьянова. - Фронтра вăрçă вучĕ алхасатчĕ пулин те, тыл малашлăхпа пурăнатчĕ. Çак тĕллевпех 1944 çулхи февральте Муркаш районне туса хучĕç. Пĕр кунрах мар пулин те, çĕнĕ районта райпо системи йĕркеленме пуçларĕ. Хам сельпон тĕп магазинĕнче ĕçленĕрен райпо туса хунин уйрăмлăхне çийĕнчех сисмерĕм, унчченхиллех универбазăна тавар патне çÿрерĕм Кăшт вăхăт иртсен тавар патне кайма çĕнĕ райпо автомашинăсем пама пуçларĕ. Ун чух пĕр автомашинăпа темиçе завмаг çула тухаттăмăр. Пурăна киле пирĕн çак ĕç те ансатланчĕ: райпо кирлĕ таварсене хăйех турттарса килме пуçларĕ, тата каярахпа тавара магазина çитерсех пама тытăнчĕç. Ĕçле çеç.
Лару-тăру ырă енне улшăннине кура Елена Егоровна пуçаруллăрах та пуçаруллăрах ĕçленĕ. 1960-мĕш çулсем пуçламăшĕнче хаçат-журналпа тачă çыхăну тытнă сутуçă "Советская торговля" хаçатра бригада меслечĕпе ĕçлеме май пуррине вуласа пĕлсен, унăн çакна пурнăçа кĕртес шухăш çуралать: ахальлĕн пĕччен тавар патне кайсан магазин хупă, ярмаркка таврашне тухса çÿреме вăхăт çук... Çиччĕ виçсе пĕрре каснă хыççăн Елена Егоровна çак пуçарулăха пурнăçа кĕртме мăшăрне Алексей Демьяновича сĕнет. Килĕшÿ тунă хыççăн темиçе кун ĕçлесессĕнех çĕнĕлĕх массăллă информаци хатĕрĕсем урлă Чăваш Республикипех сарăлать. Пĕрлехи тăрăшулăхпа Демьяновсем магазинăн ĕç графикне ял Совечĕпе килĕштерсе ял çыннисем майлă йĕркелеççĕ, суту-илÿ культури ÿсет, ял магазинĕ халăх хутшăнмалли вырăн пулса тăрать.
- Магазина ĕçе кĕнĕ чух алăк умне ĕне кăкарма сĕннĕ халăх. Анчах суту-илÿре 43 çул ĕçлесе те растрата туман. Ĕçе юратни маларах тăратчĕ, тет паян Е. Демьянова.
Хăй ĕçне юратни Елена Егоровнана вăй парсах пынă. Çапла вара унăн тăрăшулăхне пысăка хурса хакласа ăна 1967 çулта Чăвашпотребсоюз системинче пуринчен малтан "Раççей Федерацийĕн суту-илĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят параççĕ. Çак награда хастар сутуçăн пĕрремĕш те, юлашки те пулман. Кайранхи çулсенче вăл Чăвашпотребсоюзăн Хисеп грамотисене 4 хутчен, райпотребсоюзăн Хисеп грамотисене 2 хутчен, "Совет потребкоперацийĕн отличникĕ" ята, "Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи" паллăна, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 20, 30, 40, 50 çулсем çитнипе медальсене, 1945 çулхи июнĕн 6-мĕшĕнче СССР Аслă Совет Президиумĕн указĕпе Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçми вăхăтĕнчи тивĕçлĕ ĕçшĕн, 1970 çулта В. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа ĕçри хастарлăхшăн медальсемпе наградăланă, 1979 çулта "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ. Çак наградăсемпе пĕрлех Е. Демьянован сăнне çав çулсенче райпотребсоюзăн,Чăвашпотребсоюзăн, Центросоюзăн Хисеп кĕнекисене кĕртнĕ. Ăста сутуçă 1974 çулта ял хуçалăх ĕçченĕсен ыйтăвĕсене туллин пурнăçланăшăн Центросоюз правленийĕн Хисеплĕ дипломне, 1980 çулта республикăри потребкоопераци валли çамрăк кадрсем хатĕрлес ĕçе активлă хутшăннăшăн чăвашпотребсоюз дипломне илме пултарнă. Тĕрлĕ наградăсемпе пĕрлех Е. Демьянова 1970 çулта РСФСРти потребкооперацин 5-мĕш съездне хутшăнма та пултарнă.
Суту-илÿ ĕçне хăй ĕçне юратнипе пĕрлех тĕрлĕ çул çÿреврен те пăрăнман: турист путевкипе 1974 çулта пĕр харăсах Сири, Греци, Египет, Франци, Итали, Турци çĕршывĕсенче, Мальта утравĕ çинче пулса курнă. Каярахпа çак мелпех пĕр уйăх Болгарире каннă, Балтика тăрăхĕнче пулнă, Вăтам Азие çитнĕ.
- Индипе Японине курма каяс ĕмĕтсем пурччĕ, анчах... Эпĕ КПСС членĕ пулманнипе çав çĕршывсене çул хупăнчĕ, - каласа парать Муркаш райпо ветеранĕ райпо 60 çул хушшинче хутса ăшăтман магазинсенчен паянхи кермен-магазинсем патне çити аталаннине асилсе.
Елена Егоровнапа Алексей Демьянович виçĕ ача çуратса ÿстернĕ, кашнинех аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Елена Егоровна паян тивĕçлĕ канура тата тăххăрмĕш теçеткепе пырать пулин те, райпо ĕçĕпе, пурнăçĕпе интересленсех тăма тăрăшать.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"