Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РФ вĕрентÿпе наука министрĕ - Муркаш районĕнче

26 июня 2004 г.

РФ вĕрентÿпе  наука министрĕ - Муркаш районĕнче 

 

Хальхи вăхăтра обществăри пурнăç аталанăвĕ вĕрентÿ пахалăхĕпе тÿреммĕнех çыхăннă. Экономикăра, пурнăçăн кашни сферинче паян пултаруллă çамрăксем кирлĕ. Хальхи шкулăн ачасене тарăн пĕлÿ панипе пĕрлех хăйтĕллĕнлĕхе, рынок хутшăнăвĕсен тапхăрĕнчи тĕрлĕ лару-тăрура тĕрĕс йышăну тума вĕрентмелле. Тепĕр енчен илсен, ялти шкулăн паян вĕрентÿ условийĕсемпе хулари шкулсенчен кая юлмалла мар. Ачасен хулара вĕренекенсем пекех конк уренцие чăтма хăнăхмалла.

Шел пулин те, юлашки çулсенче ачасем сахалтарах çурални пĕчĕк комплектлă шкулсен хисепне нумайлатса пырать. Классенче ачасем сахал пулнă пирки ялсенчи пĕчĕк комплектлă шкулсенче вĕрентÿ ĕçĕ хакланса пырать. Çав вăхăтра укçа-тенкĕ çителĕксĕр уйăрнине пула вĕсене кирлĕ оборудованипе тивĕçтерме йывăр.

Вĕрентÿ пахалăхне ÿстерсе пырас тесен вĕрентÿ системин реформине пурнăçа кĕртмелле, унăн тытăмне улăштармалла, çак ĕçе çĕнетсе лайăхлатмалла. Ялти кашни ача мĕн пур ресурссемпе усă курса тарăн пĕлÿ илме пултаратăр.

Вĕрентÿ системин тытăмне çĕнетсе улăштарассин проектне пĕтĕм тĕнчери çĕнетÿпе аталану банкĕ укçа-тенкĕ парса тăрать. Раççейри виçĕ регион шутне çак проекта хутшăнма конкурс витĕр тухса Чăваш Республики те лекнĕ. Çак проектпа килĕшÿллĕн республикăра база шкулĕсем 27 туса хураççĕ. Вĕсенче хальхи пурлăх бази, тĕрлĕ предметсене тарăннăн вĕрентесси, аслă классенче профиллĕ пĕлÿ илесси - пурте пулаççĕ.

Пирĕн районта база шкулĕсем виççĕ: Мăн Сĕнтĕрте, Йÿçкассинче тата Калайкассинче.

Иртнĕ юн кун, июнĕн 23-мĕшĕнче пирĕн района РФ Вĕрентÿпе наука министрĕ А.А. Фурсенко килсе кайрĕ. Унпа пĕрле çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ С.А. Гапликов, ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.П. Чернова, ЧР Физкультурăпа спорт министрĕ В.М. Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕ  Ю.А. Иванов тата ыттисем пулчĕç. РФ Министрĕ пирĕн района килнин тĕллевĕ - Чăваш Республикин условийĕсенче ялти шкулсен тытăмне çĕнетсе уăштарасси епле шайра пулни.

Сăмах май каласан, пирĕн районта шкулсен тытăмне улăштарса вĕрентÿ пахалăхне лайăлатса пырасси çине темиçе çулах ĕнтĕ пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хальхи вăхăтра кашни ача хăйне килĕшекен шкула суйласа илсе унта тивĕçлĕ пĕлÿ илме пултарать.

Кăçалхи вĕренÿ çулĕн итогĕсем те япăх мар. Пĕрлехи патшалăх экзаменне шкул пĕтерекен çамрăксенчен çурри ытла !4" тата "5" паллăсемпе тытнă. Вырăс чĕлхипе те кăтартусем япăх мар.

А.А. Фурсенко тата ытти представительсем малтан Калайкассинчи вăтам шкулта пулса унти вĕрентÿ условийĕсемпе паллашрĕç. Андрей Александрович шкула мĕнле çăл куçсенчен укçа-тенкĕпе тивĕçтернипе, унпа мĕнле усă курнипе кăсăкланчĕ. кунта "çавра сĕтел" хушшинче калаçу пулса  иртрĕ. Хăнасене педагогсем шкул ĕçĕпе, мĕн çине ытларах тимлĕх уйăрнипе паллаштарчĕç, нумай ыйтусем çине хуравларĕç. Шкулта сывлăха çирĕплетесси, ачасене тарăн пĕлÿ парасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, вĕсене тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшаççĕ, шкултан тухакансене водитель, çĕвĕç, ПЭВМ операторĕн профессийĕсене параççĕ. 2002 çулта йĕркеленĕ попечительсен канашĕ те (ертÿçи чăх-чĕп фабрикин директорĕ Н.Г. Ванеркин) шкулăн ĕçне активлă хутшăнса тĕрлĕ енлĕ пулăшу парать.

Атапайри вĕрентÿпе культура комплексĕнче те Мускав хăнисене валли интересли нумай пулчĕç. Вĕсем кунти тĕрлĕ кабинетсен тĕслĕх библиотекăн ĕçĕсемпе паллашрĕç.

Пĕтĕм тĕнчери çĕнетÿпе аталану банкĕ районти виçĕ шкула юсав ĕçĕсем ирттерме 487-шер пин тенкĕ уйăрнă те ĕнтĕ. Çак шкулсем валли çĕнĕ сĕтел пукан та килнĕ. Пĕтĕмпе вара çак банк кани база шкулне 4,5-шар миллион тенкĕ уйăрать, вăл укçапа компь ютер, оргтехника илсе Интернетпа çыхăнтараççĕ.

РФ Вĕрентÿпе наука министрĕ А.А,. Фурсенко пирĕн районтан тулли кăмăлпа кайнă, кунта вĕрентÿ системин тытăмне çĕнетсе улăштарма тĕрĕс çул-йĕр  суйласа илнине палăртнă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика