Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсенче малашлăх, шанчăк

25 июня 2004 г.

 

Июнĕн 27-мĕшĕ - Раççей Çамрăкĕсен кунĕ. Çамрăксем çине ЧР правительстви те район администрацийĕ те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Иртнĕ çулхи март уйăхĕнче депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕнче "Район çамрăкĕсем 2003-2005 çулсенче" тĕллевлĕ программă йышăннă. Унăн тĕллевĕ - çамрăксене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшасси, вĕсен пултарулăхне, активлăхне аталантарасси, ĕçпе тивĕçтересси, вĕсене массăллă спорта активлă явăçтарасси, культурипе тавракурăмне ÿстерме конкретлă задачăсене пурнăçласси.

ЧР Президенчĕ те кăçалхи çула Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ тесе пĕлтерни пирĕн республикăра çамрăксен ыйтăвĕ малти вырăнта тăнине çирĕплетет.

Пирĕн районта пултаруллă çамрăксем сахал мар. Кашни ял администрацийĕн территорийĕнче тĕрлĕ отрасльсенче ырми-канми тăрăшаççĕ вĕсем. Районти вунă ытла çамрăк кăçал ЧР Президенчĕн стипендине илсе тăрать.

Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕнчи çамрăксен канашне Л.В. Храмова ертсе пырать. Пултаруллă хĕр Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта ачасене акăлчан чĕлхине вĕрентет. Вăл "2004 çулхи учитель" районти конкурсра "Ачасене чĕреме паратăп" номинацире çĕнтерсе чи малти вырăна йышăнма пултарчĕ. Людмила Валерьевна çамрăксем умĕнче тăракан хальхи вăхăтри задачăсене лайăх ăнланать.

Кăçалхи апрель вĕçĕнче кунта çамрăксен форумне ирттернĕ. Унта вырăнти предприятисен ертÿçисем те хутшăннă, çамрăксем умĕнче çивĕч тăракан задачăсене пĕрле сÿтсе явнă. Çав форумрах пултаруллă çамрăксене те чысланă. Вĕсем вара кашни предприятирех çук мар. Акă, "Сундырский" хуçалăх механизаторĕ А. Морозов тата "Сундырь-хлеб" ООО бухгалтерĕ Л. Якутва кăçал ЧР Президенчĕн стипендине илсе тăраççĕ. Хăйсен пултарулăхĕшĕн, ĕçри хастарлăхĕшĕн тивĕçнĕ вĕсем ăна.

"Сундырь-Хлеб" предприятире ĕçлекенсенчен 30 проценчĕ - çамрăксем.

Вĕсем производствăн кашни  участокĕнчех вăй хураççĕ, обществăлла ĕçре те активлăх кăтартаççĕ. Спорт ăмăртăвĕсенче те çăкăр завочĕн команди районти, республикăри ăмăртусенче пĕр хут кăна мар малти вырăнсене йышăннă. Çамрăксем культурăллă мероприятисем ирттернĕ чух та пуçарулăх кăтартаççĕ.

Мăн Сĕнтĕр райповĕнчи çамрăксем пирки та çавнах каламалла. Вĕсем хăйсен професси ăсталăхне ÿстерсе предприяти аталанăвĕшĕн тăрăшаççĕ. И. Майкова, Е. Малинова, С. Соловьева т. ыт. çамрăксем хастарлăхпа палăртаççĕ.

Ял хуçалăх производствинче те паян пултаруллă çамрăксен вăй-халĕ кирлĕ, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртме те вĕсен чылай тăрăшмалла. Вĕрентÿ, сывлăха сыхлас ĕçсенче те çамрăксен тÿпи çук мар. Акă, Мăн Сĕнтĕрти иккĕмĕш номерлĕ тĕп больницăри С. Иштудова, С. Белова, "Мечта" ача садĕнчи Л. Кириллова, Т. Огадерова, А. Попова, Е. Мишакова, Е. Бочкарева, Л. Федотова, М. Васильева ырă сăмаха тивĕçлĕ.

Ытти çĕрти пекех ку территоринче те татса памалли, канăçсăрлантаракан ыйтусем çук мар. Çакна вырăнти çамрăксен канашĕ лайăх ăнланать, ĕçре çĕнĕлĕхсем шырать.

Çамрăксемпе ĕçлеме кунта ырă пуçару тунă. Шуйцев ячĕпе хисепленекен çарпа патриотизм клубĕнче физкультурăна аталантарас тата сывлăха çирĕплетес ĕçе активлă пурнăçласа пыраççĕ. Ăна И. Семенов учитель ертсе пырать. Клубăн яланхи членĕсем 50 çын ытла. Вĕсем хушшинче шкул ачисем те, студентсемпе ялти çамрăксем те пур.

Клуб ĕçĕн тĕп тĕллевĕ - яшсене çара кайма хатĕрлесси. Çавна шута илсе вăл хăй умне конкретлă задачăсем лартать:

-çарпа патриотизмла воспитани парассине*

- ÿт-пĕве аталантарса, çирĕплетсе пырассине, çав вăхăтрах сиенлĕ йăласенчен сивĕнсе сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырассине хăнăхтарассине*

- кăмăл-сипет енĕсене çирĕплетсе умри тĕллевсене пурнăçлассишĕн тăрăшассине, дисциплинăна çирĕплетесси.

Клуб çак тĕллевсемпе задачăсене пурнăçлама нумай мероприятисем йĕркелесе ирттерет, кунта саньда тата ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спорт секцийĕсем ĕçлеççĕ. Спорт ăмăртăвĕсене "Зарница", "Орленок" çарпа патриотизмла вăйăсене хутшăнасси çирĕп йăлана кĕнĕ. Республикăри ăмăртусенчен Е. Грачев, С. Николаев, К. Петров, А. Маринкин, С. Пинарин т. ыт. малти вырăнсене йышăнса таврăннă. Клуб хăйĕн ĕçне аталантарса пырать. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнĕ тĕле Çар Мухтавĕн музейне йĕркелеме хатĕрленеççĕ т. ыт. те. Çак клубра спорта активлă явăçтарни, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарни çамрăксене право йĕркине пăсасран асăрхаттармалли тĕп меслет те пулса тăрать. Анчах та ăна тĕрлĕ инвентарь илме, республикăри ăмăртусене хутшăнма укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пулăшу кирлĕ.

Кунти çамрăксем ял администрацийĕпе пĕрле тĕрлĕрен культурăллă-массăллă мероприятисем ирттереççĕ, ыр кăмăллăх акцийĕсене те хутшăнаççĕ. "Картина" вокалпа инструментсен ансамблĕ те ку тĕлĕшпе яланах ырă тĕслĕх кăтартать.

Мăн Сĕнтĕрти çамрăксем хăйсен умĕнчи тĕллевĕсене лайăх курса тăрса хăйсен ĕçне лайăхлатнине ырламалла. Ку туртăм малашне те ÿссе пытăрччĕ. Çамрăксен канашĕ те яланах пуçарулăх кăтарттăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика