Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăх çынсем çинчен

23 июня 2004 г.

 

 

Çын çăкăрпа анрчах тутă пулмасть. Ăна чун апачĕ те кирлĕ. Кашнин чунĕ вăл е ку енне туртăнать. Пурнăçра кашниннех вăл е ку енне туртăм пур. Ăна курма, аталантарма пĕлни паха.

Пирĕн районта пултаруллă, анлă тавракурăмлă, хăйсен ăсталăхĕпе ыттисене ырă тĕслĕх кăтартакан çынсем сахал мар. Вĕсемпе эпир тивĕçлипех мăнаçланатпăр.

Ярапайкассинчи "Екрем" юрăпа ташă халăх ансамблĕн пултарулăхне районта лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем уçă та илемлĕ сассисемпе юрланине итлесен кирек камăн та чунĕ çĕкленет. Ку ансамбле вара В.А. Романов ертсе пырать.

Виталий Анатольевич Шурчара çуралса ÿснĕ. Вăл мĕн пĕчĕкренех юрă-кĕвĕ тĕнчине кăмăлланă, унпа киленнĕ. Çавăнпах пулĕ хăйĕн ĕмĕт-тĕллевĕсене пурнăçлассишĕн ачаранах тăрăшнă. Вĕсен килĕнче ашшĕн хут купăсĕ пулнă. В. Романов 6-мĕш класра чухнех унпа калама вĕреннĕ. Чунĕ туртнипех ĕнтĕ клуб çумĕнчи художество пултарулăх коллективне хутшăннă.

Вăл вăхăтра çуллахи каçсенче çамрăксем клуба мар, урама пухăнса савăннă. Вĕсем купăс сассипе çĕрĕпех юрланă, ташланă. Кунта хут купăсăн пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк пулнă.

Виталий Анатольевич Муркашри вăтам шкула пĕтернĕ. Ачаранах музыкăна юратни хăйĕн патнех туртнă. Муркашра вĕреннĕ чухне те музыка шкулĕнче ĕçлекен Ю.Н. Жуков та çакна асăрхамасăр тăма пултарайман. В. Романов ун патĕнче баянпа калама вĕреннĕ.

Турă пани пурри лайăх-ха. Анчах та ăсталăха аталантарма пĕлÿ те çителĕклĕ кирлĕ. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк çакна ăнланса 1978 çулта Шупашкарти И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен пединститутăн музыка факультетне вĕренме кĕрет. Ăна ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн 1982 çулта Ярапайкассинче ĕçлеме пуçлать. Пултаруллă çамрăк пур çĕре те ĕлкĕрет. Пĕр вăхăтрах культура çуртĕнче хора та ертсе пырать, ясли-садра ачасене те юрлаттарать, Сыпайри шкулта музыка урокĕсене те ирттерет. Юратнă ĕç ăна хавхалантарса, вăй-хăват парса тăрать.

Çакна та палăртмалла. Районти смотр-конкурссенче Ярапайкасси хорĕ вăл вăхăтра тăтăшах малти вырăнсене йышăннă.

Пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ çамрăка асăрхаççĕ, унăн хисепĕ ÿссе пырать. 1985 çулта Виталий Анатольевич Ярапайкассинчи вăтам шкулта ĕçлеме пуçлать, малтан музыка учителĕнче, каярахпа директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче. Çав вăхăтрах Культура çуртĕнче те тăрăшать.

В. Романов 1982-1990 çулсенче, 1995 çултан пуçласа паян кунчченех Культура çуртĕнче илемлĕх ертÿçи пулса ĕçлет. Ярапайкаси хорĕ, тĕрĕсрех каласан, юрăпа ташă фольклор халăх ансамблĕ хăйĕн пĕлтерĕшне ăнланса халăхпа тачă çыхăнса ĕçлет. Халăх юррисене пухса вĕсене вĕренсе çынсем хушшине кăлараççĕ вĕсем. Вăл анчах-и тата! Чăвашсен тĕрлĕ уявĕсене те витĕмлĕ, ĕненÿллĕ халăх умне кăлараççĕ вĕсем. Пир çапни, çимĕк, çĕн пÿрт ĕçки, туй, салтак ăсатни, хĕрсен вăййи, улах ларни т. ыт. те вĕсен репертуарĕнче паллă вырăн йышăнаççĕ. Ку енĕпе пултарулăх ертÿçин В. Романовăн тăрăшулăхĕ те пысăк пулнине палăртмалла. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннипе коллектива та ăнăçлă аталантарса пырать вăл. Ярапайкассинчи "Екрем" фольклор ансамблĕ 1998 çулта "халăх ансамблĕ" ята тивĕçет. Çакă коллектива та, илемлĕх ертÿçине те хавхалантарать. Ăсталăха туптаса тĕрлĕ çĕрте хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ вĕсем. Районта, республикăра пулса иртекен тĕрлĕ мероприятисене активлă хутшăнаççĕ. Мари Ркеспубликинче, Оренбург облаçĕнче чăваш культурин кунĕсене хутшăнса хăйсен пултарулăхĕпе нумай çынсене савăнтараççĕ.

Виталий Анатольевич паянхи кунпа кăна пурăнмасть. Халăхăн юрри-кĕвви малашнехи ăрусем валли те упранса юлтăр тесе тăрăшать. Çавăнпах пулĕ çитĕннисемпе анчах мар, пĕчĕккисемпе те чуна парса ĕçлет, ачасен фольклор ансамбльне йĕркелет. "Ярапа" ансамбль республикăри "Пĕчĕк çеç путене", "Сăрпа Çавал çаврисем", "Черчен чечексем" фестивальсен лауреачĕ пулса тăрать.

В.А. Романов тĕрлĕ енлĕ аталаннă, пултаруллă çын. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннипе кăна çырлахмасть вăл, юрăсем кĕвĕлет. Ку туртăм унăн студент чухнех пуçланнă. Хорпа ĕçлеме пуçласан вара юрăсем ытларах кĕвĕлеме тытăннă. Пĕри илемлĕ кĕпе-тумтир çĕлет, иккĕмĕшĕ кукăль-пуремечне ăста пĕçерет, виççĕмĕшĕ выльăхсене юратать. Кашниех вăл е ку ĕçе чунтан юратса пурнăçлать. Юрă кĕвĕлессине вара нимпе те танлаштарма май çук. Эпир çĕр пин юрă çĕршывĕнче пурăнатпăр. Çичĕ нотăран, хăйне евĕр илемлĕ юрă кĕвĕлеме пĕрре те çăмăл мар. Çавăнпах пулĕ композиторсем нумай мар пирĕн хушăра. Чи талантлисенчен те талантлисем тесе калас килет манăн вĕсене.

В. Романов малтанах хăйĕн юррисене хорти солистсене юрлаттарнă. Çав вăхăтрах ачасем валли эстрадăпа юрламалли юрăсем кĕвĕленĕ. Пултарулăхĕ аталанса пынă май, юрă хыççăн юрă кун çути курма пуçланă. "Юрату утравĕ", "Шăнкăртатса çырма юхать", "Ай-хай ачи, яш ачи" тата ытти юрăсене Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн солисчĕ Василий Раймов хăйĕн репертуарне кĕртнĕ.

1999 çулта В.А. Романов хăйĕн юррисемпе чăваш композиторĕсен ассоциацийĕнчи композиторсемпе пĕрле Тăвайра ирттернĕ уява хутшăнать. Тепĕр çулне ăна çак ассоциаци членне илеççĕ.

Виталий Романовăн юррисене халăх кăмăлласа йышăнать. Хор валли çырнă "Вырăссемпе пĕрле кар утар", "Пурнăç юрри" юрăсене 2001-2002 çулсенче районти Акатуйра пĕрлештернĕ хор хăйĕн репертуарне кĕртнĕ.

Виталий Анатольевич юлашки çулсенче халăх юррисене илемлетессипе нумай вăй хурать.

Талантсем кашни кун çуралмаççĕ. Пирĕн халăх вĕсене тивĕçлипе хаклама пĕлет. В.А. Романов пултарулăхне те çынсем лайăх пĕлеççĕ. Вăл РФ, ЧР Культура мигнистерствисен Хисеп грамотисене те тивĕçнĕ. Культурăна аталантарас енĕпе нумай çулсем хушши ырми-канми тăрăшнăшăн, ку енĕпе тунă ÿсĕмсемшĕн  ăна 2003 çулта "ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.

Çын ĕçпе илемлĕ, теççĕ халăхра. Çитĕнекен ăрăва культура тата эстетика воспитанине пани, халăх юрри-кĕввине, йăли-йĕркисене упраса хăварма тăрăшни, çынсен культурине çÿллĕ шая çĕклени çав тери пысăк пĕтерĕшлĕ ĕç. Чăннипех хисепе тивĕçлĕ ку. Виталий Анатольевич çакна ăнланса, чун-чĕререн парăнса пурнăçлать хăйĕн тивĕçне. Ăнăçусем пулччăр малашне  те унăн çак пархатарлă ĕçре.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика