Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕтленни ĕмĕтре çеç юлмĕ.

22 июня 2004 г.

 

Мăн Сĕнтĕр райповĕн ĕç-хĕлне пĕр самантпа питĕ витĕмлĕ хак пама пулать:вăл Раççей Федерацийĕн Центросоюзĕнче 44квартал тăршшĕ пур кăтартупа та пĕрремĕш вырăн йышăнса пырать.Тавар çаврăнăшĕ çулленех ÿсет.Тĕслĕхрен,иртнĕ çулхи пилĕк уйăхри кăтартусем 29700 пин тенкĕпе танлашнă пулсан,2004-мĕш çулхи çак тапхăрти тавар çаврăнăшĕ 35325 пин тенке çитнĕ.Ÿсĕм мар-и? Паллах,пысăк çитĕнÿ! Суту-илÿ тытăмĕнчи ,обществăлла апатланури,вырăнта туса кăларакан продукцие вырнаçтарас,çăкăр продукцийĕ пĕçерес ĕçсенчи,хатĕрлев ĕçĕн тавар çаврăнăшĕсем уйрăмах лайăх.

Райпо канашĕн председателĕпе Л.П.Майковăпа вăл ертсе пыракан коллективăн кулленхи ĕçĕ-хĕлĕ, малашлăхри пысăк тĕллевĕ,шухăш-кăмăлĕ пирки калаçрăмăр.

-Людмила Петровна,эпир пĕлнĕ тăрăх эсир Мăн Сĕнтĕр райпо тытăмĕнче 30 çул ĕçлетĕр,вĕсенчен 20-мĕшне председатель çумĕ пулса.Акă çур çул ытла-председательте.Çак тапхăрти пурнăç улшăнăвĕ сирĕн ĕç-хĕлте еплерех сăнланса юлчĕ?

-Тем те пулнă. Япалана талонпа сутнине епле манăн-ха.Тавар çитместчĕ,халăх вăрçатчĕ.90-мĕш çулсем питĕ йывăр килчĕç.Мĕн пуррине упраса ,çĕннине хушса пырса çак куна çитрĕмĕр.Иртнĕ çул 1миллион тенкĕ тупăш илтĕмĕр.

-Тата çакăн пирки те илтнĕ-ха:эсир банксем сĕнекен кредитсемпе пачах усă курас теместĕр. Мĕншĕн?

-Хамăр ĕçлесе илекен укçа çитсе пырать пире.Юсама та,оборудовани туянма та.Иртнĕ çул,сăмахран,юсав ĕçĕсене 7,5миллион тенкĕлĕх ирттернĕ пулсан, кăçал çак ĕç валли 8 миллион палăртнă.Мăн Сĕнтĕрти «Шуçăм» кафене тĕпрен çĕнетме 3миллион тенкĕ кирлĕ пулчĕ.Халĕ çак çуртра йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес ыйтупа та ĕçлетпĕр:парикмахерски уçрăмăр.Юнкăра уçнă лавкка çумĕнче те,ял çыннисем ыйтнипе парикмахерски йĕркелесшĕн.Пирĕн ĕç-хĕлти çĕнĕлĕхсенчен акă мĕн палăртса хăварасшăн: кирек хăш ялти лавккана юсанă хыççăн ун çывăхĕнче ача-пăча валли ятарлă лапам майлаштарса хăваратпăр.Сăмахран,нумаях пулмасть Калмăккасси, Апчар ачисене савăнтартăмăр.Лавккасенче çĕçĕ хăйрамалли,тырă вĕтетмелли хатĕрсем (пурĕ7лавккара хальлĕхе)те вырнаçтаратпăр.Ял çыннисемшĕн меллĕ ытти майсене туса пама тăрăшатпăр.Çитес çулсенче эпир тытса тăракан пĕтĕм 46 лавккара та пулĕç вĕсем.

-Тупăш кÿмен лавккасем пур-и?

-Çук. Ассортимент пысăк пирĕн.Апат-çимĕç,промышленноç таварĕсен енĕпе те. Ютран пирĕн ĕç-хĕлпе паллашма килекенсем тепĕр чух тĕлĕнеççĕ  те пирĕн тавар çаврăнăш пысăк пулнинчен.Пирĕн райпо 13,5 пин çын ыйтăвне тивĕçтерет,тепĕр çĕрте вара 30пин çынлисен те пирĕнни чухлĕ  тавар çаврăнăш пулаймасть.

 -Сăлтавĕ мĕнре-ши?

-Халăх ыйтăвне туллин, вăхăтра тивĕçтернинче пулĕ. Лавкка çук пĕчĕк ялсене,сăмахран,Тяпакассине,Куçкина,Ивановкăна,Коминтерн выççăлкине тата ыттине те эрнере икĕ хут автолавкка кайса килет.Унта пурăнакансене апат-çимĕç таварĕпе туллин тивĕçтеретпĕр.Çавăнпа пĕрлех тата çакна та асăнса хăвармаллах пулĕ:райпо лавккисенчен,обществăлла апатлану предприятийĕсенчен чылайăшĕ автотрасса хĕррине вырнаçнă.Инçе çула тухнисемшĕн те,пирĕншĕн те,меллĕ çакă.Тĕслĕхрен,Москакассинчи «Илем» кафе хăй çеç уйăхра 1миллион тенкĕ ытла ĕçлесе илет. Çул çÿрекенсем ыйтнипе ăна талăкĕпех ĕçлеттермелле турăмăр.

-Ял çынни малтанхи çулсемпе танлаштарсан пуянрах пурăнать-и?

-Икĕ-виçĕ çул хушшинчех сисĕнет.Çакна райпон тавар çаврăнăшĕ ÿснипе те çирĕплетме пултаратăп.Сăмахран,кăçалхи 5уйăхри кăтарту пĕлтĕрхинчен 20 процент пысăкрах.

-Райпо хăй миçе тĕрлĕ продукци туса кăларать? -130тĕрлĕ.Çав шутра кондитер,макарон,çăкăр,сухари,ытти издели,минерал,пылак шыв.Сăмах май хамăр хатĕрлекен япаласем тавар çаврăнăшĕнче25 процент йышăнаççĕ.Çавăн пекех ытти райпона та,республика тулашне те ăсататпăр.

-Хальхи вăхăтра уйрăм çынсен лавккисем те кăмпа пек «шăта-шăта»ÿссе лараççĕ.Вĕсем сирĕн конкурентсем пулса тăчĕç теме май пур-и?

-Пирĕн тăрăхра вĕсем ытлашши нумаях тенĕ пулмăттăм. Тепĕр чух тĕлĕнетĕп те вĕсенчен .Сăмахран,Мăн Сĕнтĕрте ахаль те 12 лавкка,унта тата уйрăм çыннăн лавкки уçăлчĕ.Мĕншĕн Куçкина,лавкка çук яла кайса лартмаççĕ?Тепĕр тесен унашкалли пире тата тимлĕрех пулма,хавхаланса,тăрăшса,пĕтĕм вăя парса ĕçлеме пулăшать те.- Хатĕрлев ĕçĕсем пирки те пĕлес килет.Ку енĕпе çитĕнÿ пур-и? -Хатĕрлев кантурне В.И.Кольцов ертсе пырать.Вăл райпо тытăмĕнче 30 çул ĕçлет.Ял халăхĕнчен кунне 6тонна сĕт пуçтаратпăр.Ун валли ятарласа автомашина туянтăмăр,çийĕнчех сĕт завочĕсене ăсататпăр.Халăха çав кунах таварпа тивĕçтеретпĕр.Шел,заводсем пире вăхăтра укçа-тенкĕ параймаççĕ Паянхи кун 22тĕрлĕ курăк, кивĕхут,ыт. те пуçтаратпăр.Ку енĕпе ачасене явăçтаратпăр.Вĕсем çак ĕçе хутшăнсан,Мăн Сĕнтĕрти «Культтовары» лавккара ятарласа вырнаçтарнă 3компьютерпа тĕрлĕ вăйă выляма пултараççĕ.Кашнин килĕнче унашкал хатĕр çукрах,хальхи ача-пăча вара компьютер умне ларса курасшăн.Иртнĕ çул эмел курăкĕсене 9тонна типĕтсе хатĕрленĕ. -Хăвăр ертсе пыракан отрасльте ĕçлекенсем пирки мĕн каланă пулăттăр? -Йышра 286 çын.Вĕсем тăрăшса,вăйне,чунне ĕçленинче ĕнтĕ пĕтĕм çитĕнĕвĕн вăрттăнлăхĕ.Манăн уйрăмах  райпо канашĕн тĕп бухгалтерĕ Н.М.Иванова пирки ырă сăмах калас килет.45 çул ĕçлет вăл пĕр вырăнта.Çавна май опычĕ питĕ пысăк.Нина Макаровна çамрăксен наставникĕ,райпона тин çеç килнĕ Миçе çынна пулăшман-ши?Тата чылай çул ĕçлетĕр-ха вăл пирĕн йышра.

-Людмила Петровна, çĕннине тата мĕн тăвас килет? -Ытти райпора чылай пулнă,вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес тĕлĕшпе уйрăмах çине тăрса ĕçлемелле.Юнкăра парикмахерски уçасшăн.Катикасси çыннисене те çав ырлăхпа тивĕçтересшĕн,çĕвĕ цехĕ,ветеринари аптекисем тата ытти те кирлĕ.Тĕллевсем пысăк. -Вĕсене пурнăçлама вара сирĕн вăй-хал та,шанчăклă çынсем те,укçа-тенкĕ те пур. Эппин, ăнăçу пултăр.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика