Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах пулăшать

21 июня 2004 г.

 

Сывлăха сутăн илме çук, теççĕ халăхра. Кашни харпăр хăйшĕн вăхăтра тăрăшмасан, сывлăхне упрамасан чирлесе кайма та часах. Ялти çыннăн нихăçан та ĕç пĕтмест. Уйрăмах хĕрарăмăн канăç çук. Çавăнпа та тепĕр чух чирленине туйсан та, иртсе каять пуль-ха тесе ялти тухтăр патне кайма васкамастпăр, мĕншĕн тесен пирĕн вăхăт çук. Анчах чирĕ шаларан та шала кайса пырать. Кун пек чухне вара темле пулсан та тухтăра чĕнме тивет.

Пирĕн ялта, Турай ял администрацине кĕрекен Анаткасси ялĕнче, фельдшерпа акушер пунктĕнче В.Н. Важорова нумай çулсем хушши ĕçлерĕ. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Вуншар çул хушши халăх сывлăхĕшĕн тăрăшса вăл ялта пурăнакан кашни çын, кашни çемье мĕнле пурăннине, мĕнле чирсемпе чирленине лайăх пĕлсе çитнĕ.

 Кашни çынпа яланах ăшшăн, лăпкăн калаçать вăл, кирлĕ сĕнÿсем те нумай парать. Кирек хăçан та хăйне сăпайлă тытать. Çавăнпах пулĕ халĕ те, медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулсан, çынсем тÿрех Василиса Никифоровна патне чупаççĕ. Вăл вара, тивĕçлĕ канура пулсан та, вăхăта сая ямасăр тăрук чирленĕ çынна пулăшма вакать.

Хальхи вăхăтра юн пусăмĕ сасартăк ÿссе кайнипе  аптракансем те сахал мар. В.Н. Важорова тÿрех пырса юн пусăмне виçет те кирлĕ эмел парать. Çавăнпах ĕнтĕ ял çыннисем Василиса Никифоровнана чĕререн тав тăваççĕ, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, тулăх пурнăç сунаççĕ. Тавтапуç сана, ыр кăмăлушăн, çемçе чунушăн.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика