Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кану вырăнĕ пултăр

09 июня 2004 г.

 

"Çав "çуллахи кафесене" мĕн тума уçаççĕ-ши; Çамрăксене ĕçмелли вырăн туса паниех пулмасть-и çакă;"

(Редакцие шăнкăравланинчен).

Вулакан ыйтăвĕ çине район администрацийĕн экономикăпа прогноз пайĕн ертÿçи Э.И. Симакова хуравлать:

- ГОСТ 50764-95 "Обществăлла апатлану услугисем. Пĕтĕмĕшле требованисемпе" килĕшÿллĕн кафе услуги вăл - кулинари продукцине хатĕрлесси тата сутасси, çавăн пекех ытти йышши предприятисемпе танлаштарсан (тĕпрен илсен, çăмăлтарах майпа хатĕрлекен) сутмалли таварсене кăшт сутасси, çавăн пекех предприятисенче усă курмалли условисене туса пани те.

ГОСТ Р 50762-92 "Обществăлла апатлану. Предприятисене квалификацилесси" килĕшÿллĕн вара кафе вăл - потребительсен апатланăвĕпе канăвне йĕркелекен предприяти. Анчах унта, фирменнăй заказ панă блюдăсемпе, изделипе е напитокпа тивĕçтерекен ресторанпа танлаштарсан, таварсен ассортименчĕ чухăн.

Кафене çак паллăсемпе уйăраççĕ:

- сутакан таварсем тăрăх - кафе-кондитерски, кафе-мороженăй, кафе-сĕт-çу продукчĕсем т. ыт. те.

- потребительсен контингенчĕ тăрăх - çамрăксен, ачасен т. ыт. те.

Çуллахи кафе вара - çуркуннехи-çуллахи тапхăрта санэпиднадзор службипе килĕшÿллĕн стационар пÿлĕмĕн тулашĕнче хăйсем хатĕрленĕ е туяннă продкцине сутни.

2004 çулта ЧР Президенчĕ ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура палăртнă потребительсен рынокĕнче сервисăн пахалăхĕпе культурин пролемисене шута илсе, çавăн пекех халăха чунпа нравственноç тĕлĕшĕнчен воспитани парассин проблемисене, хăш-пĕр таварсемпе усă курассин (çав шутран сăрапа тата алкоголь продукчĕсемпе) культура шайне ÿстермеллине шута илсе уйрăмах çакăн çине тимлĕх уйăрмалла: çуллахи кафесене вырнаçтарнă чух тĕрлĕ социаллă ушкăнсен ыйтăвĕсене шута илмелле (аслисен, ачасен, çамрăксен) тата "çуллахи кафесене" сăра ĕçмелли вырăнсем туса ямалла мар.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика