07 июня 2004 г.
Çулла. Хĕвеллĕ кун анне çăкăр валли чуста çăрчĕ. Эпĕ вăл чуста çăрнине тимлесе пăхса тăратăп. Пĕр-икĕ сехетрен чуста чашкăрма пуçларĕ. Анне пахчара çум çумлатчĕ. Эпир шăллăмпа чуста умĕнче сыхласа ларатпăр. Чуста чашкăрма тытăннăранпа çур сехет иртрĕ. Шăллăма анне патне чуптартăм. Хам çав вăхăтра чĕресе уçса пăхас терĕм. Уçрăм та... мĕнле тутлă шăршă тухса кайрĕ! Анне сисет пуль терĕм те часрах каялла хупса хутăм. Анне пÿрте кĕрсе чустана чашăка тултарма тытăнчĕ. Анне çăкăрсене тĕкĕнмелле мар терĕ: "Тепĕр пĕр-ик сехетрен хамах кĕретĕп те çăкăрсене кăмакана лартатăп". Анне, пĕр-ик сехетрен кĕретĕп тенĕскер, пÿрте чупса кĕчĕ, кăмака хутса ячĕ. Кăмакари вутă шарт! шарт! сикет. Эпĕ тимлесе итлесе ларатăп, анчах та манăн куçсем çăкăр çинчех. Кăмака çунса тухсан анне çăкăрсене кăмакана хыврĕ. Эпĕ çăкăр пиçессе кĕтсе лартăм. Çăкăр пиçсенех пÿрт ăш-чикки çăкăр шăршипе тучĕ. Çăкăр сивĕнсен анне мана тата шăллăма пĕршер чĕлĕ çăкăр касса пачĕ.
Анне пĕçернĕ çăкăртан тутли мĕн пулĕ-ши;
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"