07 июня 2004 г.
Ачасене тĕрĕс воспитани парасси ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрлех учительсенчен те нумай килет. Вĕсем вĕренÿпе кăсăклантарма пултарни, кашни ачана ăнланса пысăк тимлĕх уйăрни пуçламăш класрах çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Н.И. Борисова шăпах çавăн пек учительсенчен пĕри. Вăл малтан Канашри педучилищере вĕреннĕ, унтан куçăмсăр майпа аслă пĕлÿ илнĕ, И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх пединститутне пĕтернĕ. Надежда Ивановна хăйĕн ĕç биографине Шупашкарти ясли-садра пуçланă. Шкула кайма хатĕрлекен ушкăнра тăрăшнă вăл. Ун хыççăн Муркашра та ясли-садра аслă ушкăнри ачасемпе ĕçленĕ, вĕсене шкула кайма хатĕрлесе малтанхи хăнăхусем панă.
1988 çултанпа вара Хорнуйĕнчи тĕп шкулта пуçламăш классене вĕренме тытăннă. Хăйĕн тивĕçĕсене, ĕçри яваплăхне лайăх ăнланать вăл. Çавăнпах пулĕ тăрăшулăхпа палăрать. Хăйĕнчен çирĕп ыйтакан педагог пурнăçпа тан пыма тăрăшать, районти ытти ĕçтешĕсен ырă опычĕпе, наукăри çĕнĕлĕхсемпе те паллашсах тăрать.
Н.И. Борисова хăйĕн ĕçĕнче чи кирли ачасене юратни, вĕсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшасси тесе шутлать. Кирек епле профессие вĕренсен те ачасем яланах çынпа çын пек пулччăр, ĕçе юратчăр. Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн 23 çул хушши тăрăшать Надежда Ивановна, вăл иккĕмĕш категориллĕ специлист. Пултаруллă, сăпайлă учительница ашшĕ-амăшĕсем умĕнче те коллективра та пысăк хисепре.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"