04 июня 2004 г.
Республикăра пĕр уйăх ытла ĕнтĕ ЧР Министрсен Кабинетне çĕнĕ çын - С.А. Гапликов ертсе пырать. Хăш-пĕр районсене çитсе унти ĕçсемпе паллашма ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ вăл.
Ĕнер, июнĕн 1-мĕшĕнче, вăл Муркаш тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенче ĕçлĕ çул çÿревпе пулса кайрĕ.
Чр Министрсен Кабинечĕн Председательне С.А. Гапликова Муркашпа Шупашкар районĕсен чиккинче, Шомик ялĕ çывăхĕнче чăвашсен йăли-йĕркипе çăкăр-тăварпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов т. ыт. те кĕтсе илчĕç. Унпа пĕрле унăн секретариачĕн ертÿçи И.М. Воропаев пулчĕ.
Ун хыççăн пурте Ярапайкассинчи пĕрлехи практика врачĕн уйрăмне çул тытрĕç. Кунта вĕсене районăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов тата пĕрлехи практика врачĕ В.Н. Любимова хăйсен ĕçĕ çинчен каласа пачĕç. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председательне Сергей Анатольевича пĕрлехи практика врачĕн ĕçĕпе паллашнă май нумай ыйтусем кăсăклантарчĕç. Шăлсене сиплекен кабинетра вăл хăй ачаллах кунта çÿреме кăмăлламаннине палăртрĕ. Фиточей унăн кăмăлне тивĕçтерчĕ. Вăл ку чее çынсене укçалла е тÿлевсĕр ĕçтернипе, укçа-тенкĕ енчен лару-тăру епле пулнипе, районта кун пек офиссем миçе уçма шутланипе интересленчĕ. Кăнтăрлахи стационарта чирлисене мĕнле сипленипе кăсăкланчĕ, ватăсемшĕн тăрăшма кирлине палăртрĕ. Камсем ватăсемшĕн тăрăшмаççĕ, вĕсен малашлăх çук, каларăша аса илтерчĕ.
"Ударник" хуçалăхра С.А. Гапликова, район администрацийĕн пуçлăхне Ю.А. Иванова т. ыт. те хуçалăх ертÿçи, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.П. Давыдов, Йÿçкасси ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.З. Иванов кĕтсе илчĕç. Тĕрлĕ объектсенче пулса курнă май Платон Павлович хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе аталанăвĕ, татса памалли ыйтусем çинче чарăнчĕ.
Кунта вĕсем малтанах çĕр улми вăрлăхĕ хатĕрлекен лабораторинче пулса ăна пробиркăсенче мĕнле хатĕрленипе, çĕр улми сорчĕсемпе паллашрĕç. С.А. Гапликов çĕр улми вăрлăхне мĕн хакпа сутнипе, мĕн чухлĕ тупăш илнипе кăсăкланчĕ.
Çак кунсенче Йÿçкассинчи ватă çынсен çурчĕ хута каймалла. Кунта çуртăн заказчикĕ те (республикăри капиталлă строительство управленийĕ) подрядчиксем те пухăннă, ЧР Ĕçлев, социаллă пурнăç тата демографи политикин министрĕн çумĕ Г.В. Степанов та пур.
Ветерансен çуртĕнчи пÿлĕмсене курма çÿренĕ чух та, каярах та С.А. Гапликов пур çĕрте те энергипе эффективлă усă курса ĕçлемелли технологи малти вырăнта пулмаллине палăртрĕ. Пур çĕрте те перекетлĕх режимне пăхăнса ĕçлесе резервсем тумалла. Унпа вара тепĕр çĕрте усă курмалла.
Кунта çакна та каласа хăвармалла. Ветерансен çурчĕпе пĕр çивитти айĕнче Йÿçкассинчи участок больници хута каймалла. Анчах та укçа-тенкĕ уйăрман пирки унта ĕçсем чарăнса ларнă. "Ударник" хуçалăх ертÿçи П.П. Давыдов, çынсен сывлăхĕшĕн, пурнăçĕшĕн канăçсăрланать. Вăл çуртăн çуррине кăна хута яни килĕшÿллĕ маррине палăртрĕ. Ватăсене сиплеме те больница кирлĕ-çке. С.А. Гапликрв майсем тупса укçа уйăрса пама пулчĕ, больницăна кăçал туса пĕтермеллине палăртрĕ.
Ипотека кредичĕпе пурăнмалли çурт-йĕр туни пирки те Сергей Антольевич хăйĕн шухăшĕсене уççăнах пĕлтерчĕ. Ку çуртсене ЧР Ипотека корпорацийĕ тăвать. 6 çурт тума тытăннă кунта, хальлĕхе пĕри кăна хатĕр-ха. Анчах вĕсен хакĕ те пĕчĕк мар, 800 пине яхăн. Кирпĕчрен туса, ăшăтакан материалсемпе усă курса çуртсене йÿнĕрех хакпа та тума пултарнине, ялсенче лартма типлă çуртсен проектне васкавлăн хатĕрлеме кирлине палăртрĕ вăл.
- Ку вырăнта энерги эффективлăхĕн технологийĕпе усă курса пĕчĕк микрорайон тума май пулнă. Çуртсем лартнă чух ку ыйтăва комплекслă татса памалла, вăл ĕç строительство планĕпе килшÿллĕн пулса пытăр. Енчен те çурт лартмалла пулсан ăна тĕплĕн шутласа пĕр хут лартмалла, вăл ĕмĕрлĕх пултăр. Çав вăхăтрах кашни çуртăн хăйне евĕр, илемлĕ пулмалла, - терĕ вăл, строительство ĕçĕсем çинче чарăннă май. Ун хыççăн пурте кунти "Сурăм" обществăлла суту-илÿ центрĕнче пулчĕç, Сосновкăри вĕрентÿпе культура комплексне çитсе курчĕç, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемеоои куна халалласа Ачасен паркĕнче ирттернĕ уявра та пулчĕç.
Юлашкинчен ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Муркашра район активĕпе тĕл пулу ирттерчĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"