01 июня 2004 г.
Чăваш Республикин ял хуçалăхне таварне туса илекенсен продукцине вырнаçтармалли тата туянмалли тытăма лайăхлатас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен
Ял хуçалăх таварне туса илекенсен тупăшне стабилизацилес, ял хуçалăх таварне туса илекенсене апат-çимĕç пасарĕсене тухма патшалăх енчен пулăшас тĕллевпе çапла йышăнатăп:
1. Ял хуçалăх продукцине вырнаçтармалли тата туянмалли тытăма лайăхлатма кирлĕ тесе йышăнас,патшалăх плитикин çак енĕпе пурнăçламалли тĕп çул-йĕрĕсене палăртас:
аграрлă секторта хак политикине палăртасси*
ял хуçалăх таварне ыйтнипе сĕннин шайлашăвне тивĕçтересси*
аграри тата апат-çимĕç рынокĕсен инфраструктурине аталантарасси тата çĕнетсе улăштарасси.
2.Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн:
патшалăх хаклав тытăмне пасара кÿрсе килекен тĕп ял хуçалăх таварĕсен хакĕпе вĕсене туса илме кирлĕ промышленноç продукцийĕн хакне шайлаштарнин кăтартăвне кĕртмелле, çав кăтартун мониторингне малалла туса пымалла*
ял хуçалăх таварĕсен тата промышленность продукцийĕн хакĕн пĕр танлăхне май килнĕ таран тытса пырассине тивĕçтерес тата продуктăн юлашки хакĕнче ял хуçалăх таварне туса илекенсен тÿпине чакаракансене чăрмав кÿрес енĕпе мерăсем йышăнмалла*
черетлĕ финанс çулĕн тата çывăх вăхăтăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн прогнозне тунипе пĕр вăхăтра тĕп ял хуçалăх таварĕсен хакĕн прогнозне хатĕрлемелле, вăл ял хуçалăх таварне туса илекенсемшĕн тата ял хуçалăх продукцийĕпе усă куракансемшĕн финанспа хуçалăх ĕç-хĕлне планланă чухне ориентир пулса тăма пултарать, вĕсене икĕ енлĕн хак памалла:
пасар хакĕсене пăхса, макроэкономика лару-тăрăвне тата рынок конъюктурине кура шутласа кăларса*
гаранти панине пăхса, агропромышленноç комплексне пур енлĕн патшалăх пулăшăвĕ панине шута илсе ял хуçалăх таварне туса илнин рентабельлĕхне шутласа кăларса*
черетлĕ финанс çулне тата çывăх вăхăта Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене йĕркеленĕ чузне хаксен прогнозпа пăхнă пĕлтерĕшĕпе усă курмалла*
тивĕçлĕ пурлăхпа техника никĕсĕ пур ял хуçалăх пасарĕсене е суту-илÿ вырăнĕсене аталантармалли схема хатĕрлемелле, унта ял хуçалăх таварне туса илекенсем хăйсем туса илнĕ продукцине сутмалла, ăна вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене йышăнма сĕнес*
Чăваш Республикинче апат-çимĕç фондне йĕркелес енĕпе тĕп оператор шутланакан Чăваш Республикин "Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ" хысне предприятине туса хумалла (малалла - хысна предприятийĕ), план-заказ палăртмалла, унта тавар туянассине тата тавар интервенцине ирттерессине кĕртмелле*
ял хуçалăх продукцине вырнаçтарма патшалăх харпăрлăхĕнчи хысне предприятине вырăн уйăрса памалла*
бюджет укçи-тенкине тĕллевлĕ тата тухăçлă усă курнине тĕрĕслесе тăрас тĕллевпе хысна предприятийĕн расчет счетне татса тăракан банк учрежденине конкурс никĕсĕ çинче палăртмалла.
3. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерстви, Чăваш Республикин республика бюджечĕн тĕп укçи тенкине пайлакансем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хутшăннипе çак ĕçсене пурнăçламалла:
кашни çулах çурла уйăхĕн пĕрремĕшĕччен Чăваш Республикинче туса илекен ял хуçалăхĕн тĕп таварĕсене ыйтнипе сĕннин калăпĕшĕн балансне хатĕрлемелле, çав шутра гаранти паракан хаксемпе те*
Чăваш Республикин ял хуçалăх таварне туса илекенсен ял хуçалăх продукцине сутмалли тата туянмалли калăпăшне пĕтĕмĕшле тата районсем çине пайласа пĕтĕмĕшле калăпăш тĕлĕшпе тата гарантиленĕ хаксемпе кÿрсе килекен продукци енĕпе прогноз хатĕрлемелле, тĕш тыррăн тата ытти ял хуçалăх таварĕсен интервенци фондне йĕркелес енĕпе план-заказ йĕркелемелле.
4. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин вырăнти хăй тытăмлă органĕсем хутшăннипе:
Чăваш Республикин продукци тирпейлекен тата суту-илÿ предприятийĕсем пĕрле хутшăнса ĕçленĕ чухне вăйра тăракан саккунсемпе килĕшÿллĕн хавхалантармалли тата пĕр-пĕринпе хутшăнса ĕçлемелли мерăсемпе, çавăн пекех ял хуçалăх продукцине республика тулашĕнче сутас енĕпе тунă суту-илÿпе экономика килĕшĕвĕсемпе тухăçлăрах усă курмалла тата ял хуçалăх продукцине пĕтĕмпех гаранти паракан хаксемпе сутма тăрăшмалла.
5. Палăртас, хысна предприятийĕн:
Чăваш Республикинчи ял хуçалăх таварне туса илекенсен ял хуçалăх продукцине республикăри апат-çимĕç фончĕ валли гарантиленĕ хаксемпе туянать, енчен та пасар хакĕ пĕчĕкрех пулсан*
потребительсем çине пайласа продукци туянмалли калăпăша йĕркелет тата Чăваш Республикинчи ял хуçалăх таварне туса илекенсен хушшинче гарантиленĕ хаксемпе ял хуçалăх продукцине туянас енĕпе вăйра тăракан саккунсемпе палăртнă срокра конкурс ирттерет.
6. Чăваш Республикин Финанс министерствин тата Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Чăваш Республикин 2004 çулхи республика бюджетне тĕрĕсленĕ чухне бюджетра çак Указа пурнăçлама хушма укçа-тенкĕ палăртмалла.
7. Çак Указ ăна официаллă йĕркепе пичетлесе кăларнă кунран вăя кĕрет.
Чăваш Республикин Президенчĕ Н. ФЕДОРОВ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"