23 мая 2011 г.
“Хыпар” никĕслевçи, ученăй-энциклопедист Николай Никольский çуралнăранпа 133 çул çитнине халалласа виçĕм кун Муркаш районĕ-нчи Сосновка тĕп шкулĕнче - “çавра сĕтел”, Купăрляра митинг иртрĕç. Унта Муркаш район администраци пуçлăхĕ Юрий Иванов, “Хыпар” Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев, Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕн директорĕн çумĕ Зоя Максимова, культура ĕçченĕсем, вĕрентекенсем, шкул ачисемпе студентсем хутшăнчĕç.
“Тăван чĕлхе аталанăвĕ: йывăрлăхсем тата пуласлăх” ятпа иртнĕ “çавра сĕтеле” Юрий Иванов уçрĕ. Вăл чăвашлăх аталанăвĕнчи çивĕч ыйтусене хускатрĕ, чăваш ачисем вырăсланас хăрушлăх пысăккине палăртрĕ. Николай Никольский ăсчахăмăр пек çутта кăларуçăсен пархатарлă ĕçне тăсмалли пирки çамрăксене чĕнсе каларĕ.
Районти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Ирина Раевская Николай Васильевич хăварнă еткерлĕх тăван чĕлхе, халăх малашлăхĕ пулнине “Тăван чĕлхепе литературăна аталантарасси” доклачĕпе çирĕплетрĕ.
Елизавета Иванова Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче ачасене чăваш чĕлхипе литературин вăрттăнлăхĕсемпе 30 çул паллаштарать. Юлашки çулсенче тăван сăмахлăхпа кăсăкланакан каччă сахаллине палăртрĕ педагог. Мал ĕмĕтлĕ вĕрентекенĕн чун ыратăвне Юрий Александрович туйрĕ, пухăннисен хушшинче те арçын ачасем курăнманнине асăрхарĕ.
Педколледж директорĕн çумĕ Зоя Максимова вĕренĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсен çитменлĕхĕсем /наци компоненчĕ çав тери хĕсĕнни/ çинче чарăнса тăчĕ.
“Хыпар” Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев Николай Никольский ятне-сумне çĕклес енĕпе еплерех ĕçсем тунине кĕскен асăнчĕ. Ун пирки çырнă пĕрремĕш кĕнекене Василий Димитриев профессор 1993 çулта кăларнă. Ăсчахăмăрăн çырнисен пуххи 4 томпа тухнă. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ сумлă икĕ кĕнеке хатĕрленĕ. Çавăн пекех Никольский архивĕнчи мĕнле документ ăçта вырнаçнине палăртакан çул кăтартуçă /путеводитель/ пичетленнĕ. 2003 çулта Алексей Леонтьев “Килех, профессор” кĕнекере Купăрляра çуралнă пултаруллă çын чаплă этнограф, историк, лексикограф, филолог, медицина тĕпчевçи, аслă шкулсен йĕркелÿçи... пулнине кĕскен палăртнă.
Николай Никольский ячĕллĕ Шупашкарти педколледж, Сосновкăри шкул, Шомикри чупу, конференци, вулав, стипенди, журналистсен премийĕ... Пурне те асăнса пĕтерме çук. Çамрăк ученăйсем Никольский еткерлĕхне тишкерсе диссертаци хÿтĕлени те савăнтарать. Чăвашсен тĕп хаçачĕ 100 çул тултарнă тĕле Алексей Леонтьевпа Иван Матросов “Чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ “Хыпар”. 1906-2006” кĕнеке кăларнăччĕ.
Виçĕм кун вара Алексей Леонтьев шăпах Николай Никольский çуралнă кун пичетленсе тухнă “Хыпар: минувшее и настоящее” кĕнекене Сосновка вулавăшне парнелерĕ.
Уяв Купăрляри Никольский паркĕнче тăсăлчĕ. Чăваш халăхĕн сумлă ывăлĕн бюсчĕ умне чечек çыххисем хучĕç. Муркашсем хăнасене хуран кукăлĕпе сăйларĕç. Çамрăксем кÿлĕ хĕрринче вырнаçнă сцена çинче юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Источник: "Хыпар"