21 апреля 2011 г.
Ĕнер ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Муркаш районĕнчи ĕç коллективĕсенче пулчĕ. Унпа пĕрле çул çÿреве ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Венера Муллина, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Муркаш район пуçлăхĕ Игорь Николаев, Муркаш район администрацийĕн ертÿçи Юрий Иванов хутшăнчĕç.
Ялсенче пĕтĕмĕшле çемье практикин тухтăрĕн уйрăмĕсем уçăлни - ырă пулăм. Кунашкал уйрăм 2009 çулхи чÿк уйăхĕнче Катькасра та хута кайнă. Вăл районти тĕп больницăн тытăмне кĕрет. Елена Воронина тухтăр сакăр ялти 1700 çын сывлăхĕшĕн яваплă. Ирина Волкова педиатр участокĕнче - 283 ача.
- Халĕ кунтах шăл сиплетпĕр, куçри юн пусăмне тĕрĕслетпĕр. Чирлисене район центрне çитмесĕрех Шупашкара кайма направлени паратпăр. Халăх килсех тăрать, - терĕ Елена Воронина.
Президент сиплев-сывату епле пынипе кăсăкланчĕ. Йышăнăва килнисем тухтăрсемпе, медсестрасемпе кăмăллă пулнине палăртрĕç. «Тĕрĕс, тивĕçлисене мухтамаллах», - килĕшрĕ Михаил Игнатьев. Республика ертÿçине демографи лару-тăрăвĕ те канăçсăрлантарчĕ. Шел те, вилекенсен йышĕ çуралакансенчен пысăкрах иккен.
Муркаша çÿреме инçерен районти 2-мĕш сыватмăша Мăн Сĕнтĕрте уçнă. Кунти 17 врач, 49 медсестра 10 пин ытла çын сывлăхне тĕрĕслет.
Коридорта халăх туллиехчĕ. Шкул ачисем диспансеризацие пынă. Ыттисем вара? XXI ĕмĕрте çĕнĕлле ĕçлемелле. Чирлисен черет çитессе кĕтсе больницăра кунĕпе лармалла мар. Вăхăта хаклама пĕлмелле. Килтен шăнкăравласах хăçан пырасса пĕлме, йышăнăва çырăнма май пур.
- Мĕншĕн çын нумай? - тĕлĕнчĕ Президент.
Сăлтавĕ урăххинче иккен. «Тухтăр патĕнчен тухни сехет ытла пулин те киле кайма тăхтарăм, - пĕлтерчĕ аллине туя тытнă кинемей. - Михаил Васильевича питĕ курас килчĕ».
Муркаш ен ырă улшăнусен çулĕпе утать, çĕнĕ тĕллевсем палăртать. Иккĕмĕш больницăна модернизацилеме 4,75 млн тенкĕ уйăрма палăртнă, вăл шутра федераци бюджетĕнчен - 3,72 млн. Кăçал хирурги корпусĕн тăррине юсасшăн.
Районта пĕчĕк тата вăтам бизнес вăй илсех пырать. Республика ертÿçи Лантăшра вырнаçнă «Муркаш-Çăкăр» тулли мар яваплă обществăна та çитсе курчĕ. Предприятие 10 çул каялла йĕркеленĕ, 45 тĕрлĕ çăкăр-булка тата кондитер изделийĕсем кăларать, 44 çын вăй хурать. ООО 2010 çулта кăтартусене пур енĕпе те ирттерсе пурнăçланă.
Юлашки вунă çулта кунта та ырă улшăну чылай пулнă. Производствăна тĕпрен юсаса çĕнетме 6,5 млн тенкĕлĕх 35 техника оборудованийĕ туяннă, 3 ротаци кăмаки, чуста йĕтĕрлекен машина вырнаçтарнă. Продукци пахалăхĕ çавна май нумай лайăхланнă.
Тĕл пулăвăн пысăк пайĕ «Оринино» кооперативра иртрĕ. Çур акиччен шутлă кунсем юлнăран Президентпа куçа-куçăн сÿтсе явмалли çивĕч ыйту самаях пухăннă. Пĕлтĕрхи тип шара пула тĕш тырă туса илесси 2009 çулхинчен 5,5 хут чакнă, çĕр улми - 7,4 хут. Кашни ĕнерен сĕт суса илессипе те кăтарту пĕчĕкрех. Çав вăхăтрах аш-какай туса илессине, сысна йышне ÿстернĕ. Кăçал 681 гектар çинче çурхи культурăсене акасшăн. Вăрлăх çителĕклĕ, 55 тонна минерал удобренийĕ кÿрсе килнĕ.
Механизаторсем Президента ыйту чылай пачĕç. Кашнинех сĕт хакĕ чакса пыни шухăшлаттарать. «Чи малтанах, - терĕ Михаил Васильевич, - сĕт пысăк пахалăхлă пултăр. Туянакан умĕнче çу хисепне ятарлă приборпа виçсе кăтартăр, ĕнентерĕр: хăвăра улталама ан парăр. Республикăра сутăнакан сĕтĕн вăтам хакĕ 12 тенкĕпе танлашать. Вăл хакран йÿнĕпе ан сутăр».
Выльăх апачĕшĕн кашни ĕне пуçне икĕ траншпа 2000 тенкĕ ытларах субсиди тивĕçмелле. Республикăра халĕ сăвакан 120 пин ĕне, мĕн пурĕ 250 млн тенкĕ килмелле. Ку - ял çыннишĕн пысăк тĕрев пулĕ.
Муркаш районĕнчи предприяти-организацисем кăçал та кăтартуллă ĕçлесшĕн, республика экономикине тивĕçлĕ тÿпе хывасшăн.
Источник: "Хыпар"