13 мая 2004 г.
«Пасарта, магазинсенче ачасене пирус сутаççĕ. Вĕсене чарма май çук-ши;»
(Редакцие шăнкăравланинчен)
Вулакан ыйтăвĕ çине район администрацийĕн экономикăпа прогноз пайĕн пуçлăхĕ Э.И. Симакова хуравлать:
- Пур суту-илÿ, обществăлла апатлану тата йăла ыйтăвĕсене тивĕçтересси предприятисенче те район адмнистрацийĕн пуçлăхĕн 1999 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнчи 979-мĕш номерлĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн тивĕçлĕ информаци çакнă, предприятисен руководителĕсем вара «Потребительсен прависене хÿтĕлемелли çинчен» саккуна пăхăнманшăн явап тыттарасси пирки те пĕлеççĕ.
«Ачасемпе 18 çула çитмен çамрăксене алкоголь продукцине ваккăн сутма юрамасть» - 1999 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕнчи «Этил спиртне, алкогольпе спирт пур продукцисене хатĕрлесси тата сутасси çинчен» Федераллă саккунран çырса илнинчен (ФС – 171№)
«Кашни пачкăра 20 штукран кая сигарет, сигаретпа пируса штукпа, çавăн пекех суту-илÿ автомачĕсемпе усă курса табак изделийĕсене сутма юрамасть. 18 çула çитмен çамрăксене табак изделийĕсене ваккăн сутма юрамасть» - «Табак туртассине чакарасси çинчен» Федераллă саккунран çырса илнинчен. (ФС – 87№)
Пушшисене йышăнаççĕ
«Муркашра мĕншĕн пушă кĕленчесене йышăнакан ятарлă пункт çук;»
(Редакцие шăнкăравланинчен)
Ку ыйту çине Муркаш райпо правленийĕн ертÿçи Б.В. Андреев хуравлать:
- Ку ыйтупа эпир ĕçлетпĕр. Паянхи куна пушă кĕленчесене хуçалăх таварĕсем сутмалли магазин çумĕнчи ятарлă складра йышăнаççĕ. Çитес вăхăтра çак пункта çывăхрах уçас ыйту тăрать.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"