Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван тавралăхпа паллаштаратпăр

13 мая 2004 г.

Ача сачĕсенче шкул çулне çитмен пепкесене тĕрлĕ енлĕ аталантараççĕ. Çав вăхăтрах кашни ясли-садра ĕçлекен коллектив программăпа пăхнинчен анлăлатса пĕр-пĕр çул-йĕре суйласа илсе тарăнрах пĕлÿ парас тесе тăрăшать. Муркашри «Путене» ача садĕнче педагогсем вара «Край любимый, край Моргаушский» темăпа ĕçлеме кăмăл турĕç.

Мĕншĕн-ха эпир çакăн пек тема суйласа илтĕмĕр; Мĕншĕн тесен, ачасен çут çанталăка, тăван тавралăха тĕпчесси çуралнă килтен пуçланать, унтан вĕсем урампа, кайран вара çывăхри çуртсемпе тата урăх япаласемпе паллашаççĕ, вĕсен историне пĕлеççĕ. Çавăн пек пĕчĕккĕн ачасен тавракурăмне аталантарсах пыратпăр, ял историне те пĕлччĕр тетпĕр. Çывăх тавралăхра мĕн пуррине, мĕн пулса иртнине, тавралăх мĕнле улшăнса пынине, камсем пурăннине пĕлсе, сăнаса ÿсекен ача нихăçан та хăйĕн тăван килне, тăван кĕтесне манса каймĕ, ÿссе çитсен ăна татах та илемлетес тесе хăй те нумай тăрăшĕ.

Ку ĕçе туллин туса пырас тесе пирĕн коллектив хăй умне çак задачăсене лартрĕ:

1. Ачасене Тăван çĕршыва, тăван тавралăха, унăн историне юратма вĕрентмелле, таврари кашни япалан историйĕпе паллаштармалла (урам ячĕсен, парк, тĕрлĕ çуртсен т. ыт. те).

2. Муркаш ен культурине, йăли-йĕркине явăçтармалла* вĕсене хаклама, упрама вĕрентмелле.

3. Ачасен пултарулăхне, ăс-тăнпа тавракурăмне, калаçу чĕлхине аталантармалла.

4. Асатте-асаннесен ырă йăли-йĕркисене, вĕрентĕвĕсене çут çанталăк илемлĕхне ытарлă сăнаса пынине вĕрентсе пурнăçа кĕртсе пымалла.

Ума лартнă задачăсене пурнăçласа ача садĕнче ятарласа занятисем ирттеретпĕр. Унта вĕсемпе Муркаш тăрăхĕ çинчен нумай калаçатпăр, авалхи тата хальхи тĕрлĕрен калавсемпе юмахсене вулатпăр, ÿкерчĕксемпе тĕрлĕ альбомсем пăхатпăр. Воспитательсем çавăн пекех ачасене час-часах экскурсине илсе каяççĕ: предприятисене, учрежденисене, музее, парка, библиотекăна, юханшыв хĕррине, уйсене. Унтан таврăнсан таврара мĕн курнине, мĕн пĕлнине калаçура, ÿкерчĕксем туса çирĕплетсе хăваратпăр, конструкторсемпе усă курса купаласа вĕсене тепĕр хут куç умне кăларатпăр.

Çавăн пекех садикра чуна илĕртекен тĕрлĕ вăйăсем, музыка уявĕсем ирттеретпĕр. Тĕслĕхрен, кăçал ачасем хĕлле «ларма каçĕнче» пулчĕç, çуркунне вара мăнкуна кĕтсе илчĕç. Тата аслă ушкăнри ачасем патне Зинаида Смирнова килсе хăйĕн питĕ илемлĕ тĕрленĕ тутăрĕсене, салфеткисене, питшăллисене, диванпа креслă виткĕçĕсене кăтартрĕ. Г.Н. Петров вара çак ушкăнрах кĕслепе тата тĕрлĕ шăхличсем çинче выляса кăтартрĕ, ачасем унпа пĕрле юрласа та пăхрĕç.Ачасене тăван тавралăхпа паллаштарас ĕç садикри кашни ушкăнрах ятарласа çирĕплетнĕ тематикăллă планпа пулса пырать. Ку плансене воспитательсем хăйсем хатĕрлеççĕ. Кăçал педколлективпа пĕрле тăрăшса «Край Моргаушский» уголок йĕркелерĕмĕр. Кунта Муркаш салин гербĕн ÿкерчĕкĕ, Муркашсен гимнĕ, Муркаш районĕн тата ял администрацийĕн уйрăм карттисем, Муркашри кашни предприятипе учреждени çинчен альбомсем, ялсен историйĕсем, паллă çынсен биографийĕсем пур. Ку кĕтесре педагогсемшĕн чи хакли вара – Муркаш салин макечĕ. Ăна валли воспитательсемпе кашни учрежденипе предприяти макетне чăтăмлăн хутсенчен касса кăларса çыпăçтартăмăр, сăрларăмăр. Çак план çине пăхса ачасемпе урам ячĕсене, кашни çуртăн адресне, кирлĕ çĕре мĕнле çитмеллине (ăçтан каймаллине) çирĕплететпĕр, çуртсем пĕр-пĕринчен мĕнле уйрăлса тăнине танлаштаратпăр, çул çинче çÿремелли правилăсене аса илсе хăваратпăр.

Чăваш тата Муркаш халăх историйĕпе, çи-пуçĕпе, йăли-йĕркипе, культурипе паллаштарма ача садĕнче этнографи музейĕ пур. Кунта кĕрсен  чăнах та ĕлĕкхи (революци вăхăтĕнчи тапхăр) хресчен çуртне кĕрсе тăнă пекех туйăнать. «Чăн-чăн» хĕрарăм кăмака умĕнче апат пĕçерет, «арçынĕ» вара çăпата тăвать, çав вăхăтрах сăпка сиктерет, «пĕчĕк ачи» сăпкара тутлăн çывăрать. Пир тĕртмелли станок, çип пĕтĕрмелли, сÿс чавмалли хатĕрсем пур, кĕпĕ-йĕмĕ кашта тулли, чашăк-тирĕкĕ çÿлĕк çинче.

Нарăс уйăхĕн вĕçĕнче çак ыйтупа воспитательсем мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетсе педагогсен канашĕ иртрĕ. Унăн теми: «Использование образовательного пространства микросоциума для приобщения детей к народным истокам". Ку педсовет «Счастливый случай» вăйă майлă пулчĕ. Ăна ирттерме вара нумаях пулмасть тухнă «Моргаушский район» энциклопедийĕ питĕ пулăшрĕ. Воспитательсем çак кĕнекен кашни страниципе тĕплĕн паллашрĕç. Хăйсен пĕлĕвĕсене вăйăра кйтартрĕç.

Ачасене тавралăхпа паллаштарас ĕçе коллектив пухнă тата тунă материалсемпе усă курса малалла татах та туллинрех пурнăçлама шутлатпăр, çĕнĕ педагогика технологине хатĕрлес енĕпе те ĕçлеме тĕллев лартрăмăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика