12 мая 2004 г.
Пурнăçра кашни çыннăнах вăл е ку енĕпе пултарулăх пур. Ăна тупса аталантарма пĕлни вара уйрăмах паха. Харпăр хăйĕнчен çирĕп ыйтни, нумайрах пĕлме ăнтăлни кирек епле специалиста та пур енлĕн аталанма пулăшать.
Çакна «районти чи лайăх медицина коллективĕ» ятпа ирттернĕ конкурс тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Районти сывлăха сыхлас ĕç учрежденийĕсенчен чи маттуррисем хутшăнчĕç унта. Хăйсем чăннипех пур енлĕ пултаруллă пулнине тĕрлĕ ăмăртусенче ăнăçлă кăтартрĕç. Çак конкурса медицина сестрисен кунне тата çамрăксемпе сывă пурнăç йĕркин çулталăкне халалланă.
Чи малтанах районăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов пурне те ăнăçусем сунса саламларĕ. Ун хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, жюри председателĕ Н.П. Петрова сăмах каларĕ. Вăл сывлăх хуралçисен ĕçĕ çав тери пархатарлă пулнине палăртрĕ, сывă пурнăç йĕрки, кашни хăйĕн сывлăхне хакласа упрама пĕлни пурнăçра пысăк пĕлтерĕшли çинче чарăнчĕ. Çавăнпа та медицина ĕçченĕсен чиртен асăрханма вĕрентессипе çынсем хушшинче ытларах тимлемелле. Вăл пурне те уяв ячĕпе саламласа ăнăçусем сунчĕ.
Жюри членĕсен шутĕнче фармаци представителĕ Ю.М. Пыркина, санэпиднадзор центрĕнчен Г.Г. Соколова врач, тĕп библиотека методисчĕ В.Г. Магаева, халăх сучĕн представителĕ С.Р. Иванова.
Малтан командăсем хăйсемпе паллаштарчĕç. Катькасри, Шетмĕпуçĕнчи врач амбулаторийĕсенчи, Ярапайкассинчи пĕрлехи врач уйрăмĕн «Вита» ятлă пĕрлештернĕ команди сывă пурнăç йĕркин уйрăмлăхĕсене витĕмлĕ уçса кăтартма пултарчĕ.
Турайри участок больницин «Витаминсем» ятлă команди пирĕн пурнăçра, сывлăха упрассинче витаминсен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине кăтартрĕ. муркашри тĕп больницăри «Бригада СБ» (сестер и братьев) команда та хăйĕн пултарулăхĕпе палăрчĕ. Мăн Сĕнтĕрти иккĕмĕш номерлĕ район больницин «Вита –2» команди, Нискассинчи пĕрлехи врач офисĕпе Юнкăри врач амбулаторийĕн пĕрлештернĕ «Черепаха» команди те конкурса лайăх хатĕрленсе килнине ĕненмелле кăтартрĕç.
Санбюллетеньсен сывă пурнăç йĕркине уçса паракан, сиенлĕ йăласене сивлекен статйисемпе ÿкерчĕксем те хăйсен витĕмлĕхĕпе палăраççĕ.
Ăмăрту хыççăн ăмăрту пулчĕ конкурсра. Медицина ĕçченĕсем тĕрлĕ лару-тăруран епле тухассине хăйсен професси пĕлĕвĕ мĕнле шайра пулнине кăтартрĕç. Тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлессине, 21 ĕмĕрти медицина тумне çĕлессине, юрлама-ташлама пултарнине, хăйсен ăс-тăнне, анлă тавракурăмне тĕрлĕ енлĕн кăтартрĕç. Муркашри тĕп больница команди хăй пултаруллăрах пулнине, илемлĕ костюмсем çĕлесе хатĕрленипе савăнтарчĕ.
Жюри, тĕплĕн канашланă хыççăн, кашни пултарулăхне хак пачĕ. Пĕрремĕш вырăна Муркашри тĕп больница команди йышăнчĕ, иккĕмĕш вырăнта – «Вита», Мăн Сĕнтĕрсем виççĕмĕшсем пулчĕç. Командăсен участникĕсем асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç.
Пĕрремĕш вырăн йышăннă Муркашри тĕп больница командин участникĕсене: А. Ермолаева, А. Иванова, А. Сергеева, Л. Семенована, Э. Авилована, Е. Алжирована, С. Исаевана, Л. Иванована районăн тĕп врачĕ ăшшăн тав турĕ.
Чи сывă коллектива палăртма çак уява Медсестра кунĕнче, майăн 12-мĕшĕнче, спорт площадкинче малалла тăсма йышăнчĕç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"